Ĕмĕчĕсем çутă та пысăк

8 Ака, 2014

Елчĕкри Валериан Иноходов предприниматель хăйĕн ĕçне пуçарнăранпа вăхăт нумаях иртмен-ха, çапах ăна районти тата кÿршĕллĕ Патăрьел, Каçал тăрăхĕсенчи çынсем - килĕсенче кайăк-кĕшĕк тытакансем - аван пĕлеççĕ. Мĕншĕн тесен вăл кăркка, мулард, цесарка чĕпписене инкубаторта кăларса сутать, вĕсене хăй те çитĕнтерет.

Кăркка чĕпписем кăçал ака уйăхĕн çурринче тухмалла. Çăмартисене Ставрополь крайĕнчен илсе килнĕ, инкубатора хунă. Çак хатĕр автомат мелĕпе ĕçлет: температурăна, нÿрĕлĕхе тата ыттине тĕрĕслесе тăрать. Иноходовсен икĕ инкубатор, пĕрне - 500, тепĕрне 3 пин ытла çăмарта вырнаçать. Валериан Иванович виççĕмĕшне те туянма ĕмĕтленет. Кăркка чĕпписене пасара кайса е ялсем тăрăх çÿресе мар, уйрăм çынсене - маларахах саккас панисене - сутаççĕ. Пĕрне 1 талăкри, иккĕмĕшне 1-4 эрнери кирлĕ. Иноходовсем кăркка чĕпписене мĕнле ÿстермелли пирки тĕплĕн ăнлантарса параççĕ. Пĕрре усраса курнисем тепĕр çул та килеççĕ. Яланхи клиентсемпе ĕçлеме çăмăлрах. Мулард чĕпписене те кирлĕ чухлĕ çеç кăлараççĕ. Чăн та, вĕсен çăмартисене килти амасем - пĕтĕмпе 40 ытла - тăваççĕ, вĕсене те инкубатора вырнаçтараççĕ. Мулард - кăвакал тĕсĕ. Ыйтакансем пулсан цесарка, мускус кăвакалĕсен чĕпписене те кăлараççĕ.

Валериан Ивановича кайăк-кĕшĕк ĕрчетес ĕçре ашшĕпе амăшĕ, мăшăрĕ пулăшаççĕ. Амăшĕ Юлия Ивановна, ветеринари тухтăрĕнче чылай çул тăрăшнăскер, чĕпсем ан чирлеччĕр тесе профилактика тăвать. Валериан Иванович хăй те Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче ветеринара вĕреннĕ. Унсăр пуçне вĕсем иккĕшĕ 3 çул каялла Раççей Ял хуçалăх наукисен академийĕн Ставрополь крайĕнчи ăратлă чăх-чĕп заводĕнче «Кăркка ĕрчетесси» программăпа ятарлă курсра пĕлĕвне тарăнлатнă. Çавăнпа Иноходовсем кайăк-кĕшĕке наука вĕрентнĕ пек пăхаççĕ. Кăркка чĕпписене, тĕслĕхрен, сеткăллă урайлă пÿлĕмре усраççĕ, çапла тĕрлĕ чир-чĕртен хÿтĕлеççĕ. Кăшт пысăклансан ятарласа тунă витене куçараççĕ, унта уçăлмашкăн кăлармалли вырăн та пур. Кăрккасен ÿсĕмне кура рационне Валериан Иванович хăй хатĕрлет, унта протеин, белок, кальци, фосфор тата ытти - йăлтах шайлашуллă пулмаллине палăртать. Апат валли гранулятор туяннă. Иноходовсем кăрккасене экологи тĕлĕшĕнчен таса условисенче тытнăран, гормон таврашĕ тата нимĕнле хими хутăшĕ те паманран вĕсем пысăк та шултра пулаççĕ. Пĕлтĕр, тĕслĕхрен, аçисем 13-14 кг тайнă. Валериан Иванович кăркка ашне Шупашкара кайса сутать /ялтисем пурте тенĕ пекех хăйсем усраççĕ-çке/. Яланхи клиентсем шăнкăравласа саккас парсан тушкасене подъезд умнех çитерет предприниматель. Кăркка какайĕ усăллăран тата тутлăран хăвăртах сутăнать. Диета ашĕ шутланаканскере çурла уйăхĕн варринчен сутма пуçлаççĕ.

Валериан Иноходов, Елчĕкри ветеринари станцийĕнче ветврач-экспертра, «Россельхознадзор» управленийĕн Шăмăршă, Патăрьел, Елчĕк районĕсенчи ертсе пыракан специалистĕнче тăрăшнăскер, ĕçсĕр юлсан Елчĕкри халăхпа ĕçпе тивĕçтерекен центр пулăшăвĕпе хăйĕн бизнесне пуçарнă. Кайăк-кĕшĕк ĕрчетессине ахальтен суйласа илмен вăл: ашшĕпе амăшĕ килти хуçалăхра яланах выльăх усранă, вĕсене пăхмашкăн ачисене те явăçтарнă. Валериан Иванович пĕлтĕр районти çамрăк предпринимательсене паракан гранта çĕнсе илнĕ, ку укçапа ăшă тепĕр вите хăпартнă. Хастарскер хăйĕн ĕçне татах малалла аталантарасшăн, çĕнĕ оборудовани /тĕслĕхрен, пысăк сивĕтмĕш/ туянасшăн. Унсăр пуçне вăл путене усрама пуçласшăн. Мĕн палăртни йăлтах пурнăçлантăрччĕ унăн: В.Иноходов ял халăхне питех те кирлĕ ĕç пуçарнă-çке!

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.