Елена Муратова - финалран пĕр утăмра

14 Нарăс, 2014

Ăмăртусем нарăсăн 6-мĕшĕнчех пуçланни çинчен иртнĕ номерте çырнăччĕ. Фристайлçăсен йышĕнче Чăваш Ен спортсменки Елена Муратова та медальсемшĕн тупăшрĕ. Пĕрремĕш чупура вăл 18-мĕш вырăн йышăнчĕ, иккĕмĕшĕнче финиша 11-мĕш кăтартупа вĕçлерĕ.

Финала тухмашкăн пĕр утăм кăна çитменни Еленăна кÿрентернĕ. «Хама аякран курмарăм пулин те судьясем, ахăртнех, кукăрсене пĕчĕк хăвăртлăхпа иртнĕшĕн балл чакарчĕç. Вĕсене айăпламастăп, мĕн пуласси пулчĕ. Атте ялан калатчĕ: «Спортсменăн пуринчен те пĕр пуç çÿллĕрех пулмалла. Ун чухне судьясем те чăкăлташмалли сăлтав тупмĕç», - хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ Муратова. Елена çитес Олимпиадăна хутшăнасси пирки хальлĕхе шухăшламан. «Спортăн çак тĕсĕнче тепĕр тăватă çул ăмăртсан та тем пекехчĕ», - тет. Унăн чĕр куççине икĕ хут операци тунă. Спортсмен шухăшĕпе - ку нумаях мар. «Хăшĕ-пĕри 20 çул тĕлне операци сĕтелĕ çине виçĕ хут та выртать. «Американ фристайлçине Хайди Клозера шеллетĕп, Олимпиадăна килесси юлашки самантра çеç паллă пулчĕ. Шел те, ăмăртучченхи хатĕрленÿре вăл чĕр куççине суранлатрĕ. Могул - çавнашкал çав», - каласа кăтартнă Е.Муратова «Весь спорт» агентство журналисчĕсене.

Нарăсăн 12-мĕшĕнче Елена Шупашкара таврăннă. Чукун çул вокзалĕнче ăна çăкăр-тăварпа, чăваш юрри-ташшипе кĕтсе илнĕ. Олимп вăййисене хутшăннăскере ЧР спорт министрĕ Сергей Мельников та саламланă.

- Хамăн кăтартупа эпĕ кăмăллах мар, апла пулин те Олимпиада манăн асра яланлăхах юлĕ. Старта тухнă чухнехи самант чĕрере ĕмĕрлĕхех çырăнчĕ. Кунашкал пысăк йыш маншăн «чирленине» тата ăçта курăп-ши? Могул трасси çăмăлах марччĕ: юр хытăччĕ. Спортсменсене йывăр килчĕ. Пурте пĕр пек условире тупăшнине кура вăйлисем çĕнтерчĕç, - чунне уçнă Елена Муратова.

Çав кунах вăл «Олимпийский» стадионта «чирлекенсемпе» тĕл пулнă, хавхалантарнăшăн вĕсене тав тунă.

Любовь ПЕТРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.