Елен НАРПИ: «Пурнăç тĕллевĕ - чунăма çăласси»

Елен Нарпи /Елена Петровна Чекушкина/ пултарулăхне чăваш вулаканĕ лайăх пĕлет. Унăн прозăри ăсталăхĕ студент çулĕсенчех палăрма тытăннă. Малтанхи хайлавĕ - "Сетреслу ĕмĕрĕ" фэнтези - "Тăван Атăл" журналăн 1989 çулхи 1-мĕш номерĕнче пичетленнĕ. Çыравçăн "Тав сăмахĕ" калавĕ "Чăваш литературин антологийĕн" пĕрремĕш томне кĕме тивĕçлĕ пулнă. "Чечексем çеçке тăксан", "Хĕл лариччен" повеçĕсем тата ытти калавĕ вулакана хăйнеевĕрлĕ те селĕм чĕлхипе, чуна витерекен пач кĕтмен ĕç-пуçпа тыткăнлаççĕ.

Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Елен Нарпин "Пăрлă шыври хĕвел пайăрки" кĕнеки кун çути курчĕ. Çак кăларăмăн алçырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2013 çулхи конкурсĕнче çĕнтернĕ. Шăпах çак кĕнекене кĕнĕ хайлавĕсем тата малашнехи шухăш-тĕллевĕсем çинчен калаçрăмăр та эпир çыравçăпа.

- Лена, эсĕ манран çамрăкрах пулин те, хаçат валли йĕркеленĕ калаçура хăвна "Елена Петровна" тесе чĕнме ирĕк паратăнах пуль. Çыравçăн кулленхи йывăр ĕçне кÿлĕннĕ хушăрах эсĕ Чăваш патшалăх университетĕнче доцент тивĕçĕсене те пурнăçласа пыратăн-çке. Хăвна пĕрремĕш хут "Елена Петровна" тесе чĕннине астăватăн-и?

- Питĕ лайăх астăватăп. Эпир, журналистика ăслайне алла илекен студентсем, виççĕмĕш курс хыççăн Каçал тăрăхĕнчи "Пучах" пионерлагере практикăна кайнăччĕ. Хаçат-журнала çырма хăнăхса пыракан ачасене ятарласа юлашки сменăна пуçтарнăччĕ. Çавăнта кашни ушкăнăн ертÿçи пулнăччĕ эпир. Чи малтанах ыйту сиксе тухрĕ: "Ачасене мĕнле чĕнтеретпĕр?" Кăштах дистанци пултăр тесе аттесен ячĕпех чĕнтерме йышăнтăмăр. Пĕлетĕп, халь лагерьсенче ачасем хăйсен ертÿçисене ячĕпех чĕнеççĕ: хĕрĕм те çулла унта канма кăмăллать те. Пирĕн вара урăхла пулнă. Çав ачасемпе кайран та çыхăну тытнăччĕ, çырусенче вĕсем ман пата "Елена Петровна" тесех çыратчĕç.

- Мĕнле шухăшлатăн, студентсем хăйсене ашшĕ ячĕпе чĕнтерсе тĕрĕс тунă-и?

- Тĕрĕсех пуль... Халь час-часах çакна та асăрхама пулать: чылай çулланнă çынсемех, ытларах хĕрарăмсем, хăйсене ашшĕ ячĕпе чĕннине хирĕç. Капла хисеплени вĕсене ватăрах, çулпа аслăрах кăтартать имĕш. Ак, калăпăр, телевидение хушма ĕçе вырнаçрăм та - унта пĕр-пĕрне пурте ятпа чĕнеççĕ. Мана та Лена теççĕ те, тепĕр чух хама та чĕнмен пек туйăнать. Çирĕм çул университетра ĕçлесе хăнăхнă иккен эп Елена Петровна тенине...

- Тата ялта аçупа аннÿне те пурте ашшĕ ячĕпе чĕннеççĕ те-ха. Иккĕшĕ те вĕрентекенсем-çке вĕсем. Учительсен çемйинче ÿсме мĕнлерех пек?

- Учительсен çемйинче ÿсме питĕ лайăх. Тепĕр енчен, ыттисемпе танлаштарсан, аттепе анне куçĕсем пĕрмай - килте те, шкулта та - хама сăнанине яланах туйса тăнă. Хăвна яланах çирĕп йĕркере тытмалла, нихăçан та чикĕрен тухмалла мар тени пулнă ман пĕрмай.

- Çемьере тата эсĕ - чи асли. Сан хыççăн - тепĕр икĕ хĕрача. Çавăнпа яваплăхĕ те питĕ пысăк пулнă... Елена Петровна, ак, çын пурнăçĕ шăвать-шăвать, тикĕссĕнех шăвать пек... Анчах кирек кам пурнăçĕнче те кисренÿ пулса иртетех. "Эпĕ тĕрĕсех утатăп-и, тĕрĕсех пурăнатăп-и" тени пулнă-и санăн? "Ку пурнăç пач та эп шутланă пек мар иккен" тени...

- Пĕрремĕш кисренÿ... Халь ĕнтĕ унтанпа нумай çул иртнĕрен вăл пурнăçа çав тери улăштарнă-и е çук-ши тесе татăклăнах калаймастăп, анчах та кисренĕвех тетĕп. Вăл - юратупа çыхăннă.

- Шăпах санăн "Пăрлă шыври хĕвел пайăрки" повеçри ĕç-пуç çак пĕрремĕш кисренÿпе çыхăннă пулас...

- Ку повеçе эпĕ 1990 çултах çырнă. Конкурса тăратас умĕн якатса-юсаса çитернĕ, паллах. Ăна çырасси кисренÿсĕр пулман. Çирĕм çулта пуçланă та ăна - çирĕм пĕр çулта вĕçленĕ. Çав çулсенчи кирек мĕнле çамрăк çын пурнăçĕнче те юрату - питĕ пысăк вырăн йышăнакан хаклăх. Мĕншĕн тесен эпир вăл вăхăтра хамăр пурнăç валли мăшăр суйлатпăр. Ытахаль тĕлпулусем кирлĕ пулман мана нихăçан та. Çавăнпа та суйлав умĕнче пулнă ун чухне, суйлама тивнĕ. Мĕншĕн уйрăлса кайнине саманапа та тÿрре кăларас килмест. Ĕненÿсем тĕрлĕрен пулнăран эпир уйрăлса каймах шутланă. Халĕ те çавăн пекех пулатчĕ пуль. Нумайăшĕ: "Хальхи самана урăхларах, çамрăксем ашшĕ-амăш пил паманнине пăхмасăрах пĕрле пурăнма тытăнаççĕ", - тесе ÿпкелешет. Аттепе анне ăс пани маншăн яланах малта тăнă. Енчен те вăл çын упăшка пулаймасан, вăл - кам? Ахаль çеç пĕрле пурăнаканни кирлĕ мар мана... Çапах та темĕнле йывăр килсен те çав ыратăва тÿссе ирттермеллех пулнă. Тата çавна чăтса ирттерсе усалланмалла мар пулнă. Юратăвăн çынна тасатмалла вĕт-ха! Ку юрату мана тасатнă тесе шутлатăп. Мĕншĕн тесен вăл çын патне нимĕнле лайăх мар туйăм та юлман. Тĕрĕссипе, япăх туйăмĕсем пулман та...

- Апла повеçре мĕн çырни йăлтах чăнни?

- Çу-у-ук, йăлтах мар, паллах. Унта кăтралатни, эрешлени нумай. Сюжечĕ кăна хампа çыхăннă... Кирек мĕнле çыравçă та сюжетне ăçтан та пулсан илсе малалла аталантарса çырать-çке-ха. Ăçта хушнă, ăçта кăларнă - кăна каламастăп. Илемлĕ литература çырнă чухне "сана пĕр истори каласа парам-ха" тесе çырмастпăр вĕт.

- Çак кĕнекери тепĕр хайлава - "Турамăш çуралнă кун" - эсĕ малтанхи хыççăн 18 çул иртсен çырнă. Шăп та лăп ача çуралса çын пулса çитмелĕх вăхăт иртнĕ...

- Вăл сисĕнет те пуль. Вулакан ăнланать: кунта авторпа куçа курăнман темĕнле пысăк улшăну пулса иртнĕ. Стиль те, çыру ăсталăхĕ тейĕпĕр, урăхла кунта. Вăл - çĕр çинче юратупа телейлĕ пурăнакансен туйăмлă тĕнчисĕр пуçне пач урăххи, куçа курăнман тĕнче те пуррине туйса илсе çырнăскер. Повеçĕ "мана юратаççĕ, эпĕ те юрататăп - апла пулсан эп телейлĕ" текен шухăшпа хавхаланса çырăннă пулсан, калавĕ вара çынсен хутшăнăвĕллĕ çак тĕнчесĕр пуçне тата урăх тĕнче пуррине ăнланса илнипе çуралнă.

- Вăл мĕнле тĕнче?

- Шăпах "Пăрлă шыври хĕвел пайăрки" повеçри Марсель калакан Турă тĕнчи. Вăл савнă хĕрне кашни халăхăн Турă ячĕ тата ĕненĕвĕ тĕрлĕрен, анчах Турă тĕнчи пĕрре тесе ăнлантарма тăрăшать... Çав тĕнчене уçни ман пурнăçри иккĕмĕш кисренÿ пулнă. Ун хыççăн хама "Суккăр кушак çури пек пурăннă вĕт-ха эпĕ" тесе çÿренине астăватăп.

- Çав куçа курăнман тĕнчене уçни мĕнле пулса иртрĕ-ха сан пурнăçунта?

- Пĕр çирĕм çиччĕсенче пулнă пуль ун чухне. Аслă ачана, ывăла, çуратнăччĕ те ĕнтĕ. Пурнăçăмра алăпа тытса тÿрлетме май çук пăтăрмахсем пула-пула иртетчĕç. Мĕншĕн? Ниепле те ăнланса çитерейместĕп... Пĕррехинче студентсемпе Иван Яковлевич Яковлевăн пултарулăхĕпе заняти ирттеретĕп. Пĕр студент, Петр Осипов, халĕ вăл Америкăра пурăнать, манран: "Эсир Хăвăр Библи вуланă-и?" - тесе ыйтрĕ. Пит хĕрелсе кайрĕ пулмалла, эпĕ: "Вуламан", - терĕм. Тĕнче намăсĕ! Эп преподаватель пуçпа студент пĕлекен Библири тĕслĕхсене пĕрремĕш хут илтетĕп... Ман Библи те пулман ун чух, 90-мĕш çулсен варринче. Тен, вăл вăхăтшăн ку намăс та пулман-и? Чăнах та, нумайĕшĕн пулман та вĕт-ха вăл кĕнеке...

- Сăмах май каласан, эсĕ ахаль çемьере те ÿссе çитĕнмен вĕт-ха. Учительсен кĕнекеллĕ çемйинче...

- Пирĕн çемьере, чăнах та, Турă кĕнекисем пулнă. Кукамай алăпа çырса илнĕ кĕлĕ тетрачĕсем... Çавăнпах вĕсене кĕнеке вырăнне пит хуман та ĕнтĕ... Тата атеизм вăхăчĕ пулнă.

- Çитменнине аннÿ биологи вĕрентнĕ...

- Тата хими предмечĕ. Чарльз Дарвинăн "Происхождение видов" тени хăех мĕне тăрать! Эволюци тата ытти...

- Аçу мĕн вĕрентнĕ?

- Атте, Петр Александрович, историк.

- Унăн, историкĕн, Библи пулмаллах пулнă пек ĕнтĕ, анчах та пире ун чухне...

- ... Вăл парткомра ĕçленĕ, çав вăхăтра пĕтĕм юраман литературăна кăларса пăрахмалла пулнă... Тен, аттен Библийĕ пулнă та пуль, пĕлместĕп, суяс килмест.

- Çапах та вăхăт иртнĕçемĕн йăлтах уçăлса пырать-çке!

- Пĕлетĕн-и, халь çакă аса килчĕ. Пĕр ултă çулсенче пулнă ун чух, шкула каймастăп-ха... Мана килте пĕрре каларĕç: "Асту, çав турăша хальлĕхе айккине илсе хуратпăр... Пире тĕрĕслеме килеççĕ, аçу парткомра ĕçлет. Эсĕ унта турăш ларнине ан кала"... Юрать, эп ăна астуса юлнă. Кайран урамран вирхĕнсе кĕтĕм те: "Анне! Леш, тĕрĕслекеннисем, килчĕç-и?" - тесе ыйтрăм. "Килсе кайрĕç. Атя, шавласа ан çÿре. Урамра та ун çинчен ан калаç", - терĕç мана. Вăт мĕнле пулнă, тĕрĕсленĕ вĕсене киле килсех...

- Апла пулсан сан пĕрремĕш кисренÿ ун чухнех, ача чухнех пулнă?

- Кисренÿ шайĕнчех пулман пуль. Интереслĕ самант кăна... Мĕнле-ха вăл? Турăш тăнă-тăнă хăй вырăнĕнче, асаттесен вăл тахçанах пулнă.. Тăрук - ăна илсе хураççĕ...

- Эсĕ Елчĕк районĕнчи Вырăскассинче çуралса ÿснĕ. Эпĕ сăнанă тăрăх, сирĕн тăрăхри халăх Чăн тĕн йăли-йĕркине май пур таран тытса пыма, Турра ĕненсе пурăнма тăрăшать.

- Халь çапла. Унччен те пулнă, çапах ăна пытарарах упранă, çав турăша айккине илсе хунă пек, ĕненĕве шалта, çын курман çĕрте, упранă.

- Елена Петровна, хальхи студентсем мĕнлерех? Пирĕн вăхăтрисенчен урăхларах-и вĕсем? Библие вулаççĕ-и, ăнланаççĕ-и?

- Хальхи студентсем эпĕ вунтăххăрти чухнехи шайра мар. Самани урăхла халь. Вĕсем садик çулĕсенчех хăйсене мĕн килĕшнине курма, шкул саккинчех хăйсене мĕн килĕшнине суйласа вулама пултараççĕ. Хальхи çамрăксем эпир пурăнакан тĕнче кăна мар, куçа курăнманни те пуррине ăнланаççĕ, çавăнпа вĕсемпе тепĕр чухне Библири тĕслĕхсемпе калаçма çăмăл: "Мĕн, ку юмах калать-и?" - тесе çăвар карса пăхмаççĕ ман çине. Эпир студентсемпе хăвăртах диалога кĕретпĕр, пĕр-пĕрне ăнланатпăр. Тата мĕн асăрхарăм: вĕсен чунĕсем çак тĕнчепе кăна çырлахасшăн мар. Çыннăн пурнăç тĕллевĕ çакăнти, çĕр çĕнчи ăнтăлусемпе кăна путланса лармалла маррине вĕсем ăнланаççĕ. Таçта урăх çĕрелле, çÿлелле туртăнать вĕт-ха чун! Вăт, çавă - хĕмленсе тăни - вĕсен пур. Çавă савăнтарать.

- Тен, Елена Петровна, хăв çав ăнтăлăва пĕлнĕрен кăна çак япалана ыттисенче те курма пултаратăн?

- Калаймастăп...

- Хăвăн çав таса хĕмленÿ пулман пулсан, ăна ыттисенче асăрхайраттăнччĕ-и-ха?

- Ку вăл акă çапла... Студент çулĕсенче çав темăпа калаçакан преподавательсем пулнă-тăк, нивушлĕ вĕсенчен айккине пăрăнăттăм? Ку ыйтусем тавра калаçакансем пулман вăл вăхăтра. Калăпăр, чун тĕнчи пирки... Халь эпир университетра çыравçăсене хатĕрленĕ май, нумай чухне студентсенчен ыйтатăп: "Кам вăл писатель? Мĕн çырать вăл?"... Чун апачĕ тетпĕр, аха-и? Чун тетпĕр пулсан, мĕн-ха вăл чун? Мĕн ыйтать-ха? Вăл мĕн ыйтнине ăçтан пĕлмелле? Çапла кашниех тарăнрах шухăшлама пуçлать. Чун вăл пурин те пĕр пек вĕт, вăл тасалăх ыйтать. Тасапа таса маррине ăçтан пĕлмелле? Мĕнле категорисемпе? Хуравĕ пур - вĕсене Библири халалсенче питĕ лайăх ăнлантарса панă. Эпир пĕлетпĕр вĕт-ха, çитĕнекен ачасем пирĕнтен тасарах. Ăçта чăнни, ăçта тĕрĕс марри - вĕсем хăвăртах туйса илеççĕ.

- Апла пулсан вĕсем эпир халь мĕнле хăрушла та çăрăлчăк саманара пурăннине татах та çивĕчреххĕн туйса тăраççĕ?

- Паллах. Пĕррехинче манран пĕр студентка: "Сирĕн пурнăç тĕллевĕ мĕнре?" - тесе ыйтнăччĕ. "Хамăн чунăма çăласси", - терĕм. Пурте интересленсе кайрĕç: "Татах та калăр-ха", - теççĕ. Вара çавăн пирки калаçса кĕрсе кайрăмăр. Чуна мĕнле çăлмалла? Ырă ĕçсем туса. Эппин çынсене юратмалла. Ырă ĕçе юратмасăр тума пултараймастăн, пурне те юратас пулать. Юнашаррисене илтме пĕлес пулать. Çав ĕçсене тăваймасăр эпĕ хамăн чунăма çăлаймастăп. "Ах, ку çын мана килĕшмест-ха, вăл мана усал куçпа пăхнăччĕ-ха, кунпа калаçмастăп", - тесе кутăнлашса ларсан хамăн чуна епле çăлаям-ха? Çывăх çынна та каçараймастăп пулсан... Уйрăмах çамрăк чухне суйламалли çул-йĕрсем чылай сиксе тухаççĕ-çке-ха.

- Çак кунсенче Наци радиовĕпе çамрăксен "Çиларман" кăларăмне итлерĕм. Пĕр эстрада юрăçинчен: "Мĕн вăл ырă? Мĕн усал?" - тесе ыйтаççĕ. Хуравĕ маншăн анраса каймаллискерех пулчĕ: "Халь ырăпа усал чиккисем çав тери пĕрлешсе кайнă та, вĕсене уйăрма та çук"... Елена Петровна, эсĕ мĕнле хуравланă пулăттăн?

- Ырă вăл, калăпăр, хăв çинчен шухăшламасăрах теприне лайăх пултăр тени. Тен, çав самантра хăвна пит лайăх та мар. Тĕслĕхрен, паллакан çын санран укçа ыйтать... Хăвăн та нумаях мар, çапах та аптрамастăн, ăна панипех вилсе выртмастăн, пур укçуна кăларса паратăн, тавăрса парасса пĕлмесĕрех. Ытларах хăв çинчен шухăшлатăн пулсан ырă ĕç тăваймастăн та. Калăпăр, ывăннине пăхмасăрах троллейбусра хăвăн вырăнна теприне, ватăраххине, паратăн... Тепри: "Хам та ывăннă-ха! Ĕç хыççăн... Ан çÿреччĕр кунта!" - тесе хăртса тăкма пултарать. Çавăн пек суйлав витĕр тухмалла ĕнтĕ кашни кун. Тата, ырă ĕç турăн пулсан, унпа мухтанни - ăна йăлтах хуплать те хурать... Нихăçан та ыттисене тиркеме, айăплама юрамасть. Ырă ĕç турăн пулсан - ун çинчен пĕр сăмах та ан калаç...

- Елена Петровна, эсĕ чăваш литературине çав тери юратнăран тата çыравçă пулнă май унăн таппине шалтан туйса тăратăн. Наци телевиденийĕнче çĕнĕ проект - "Литература тĕпелĕ" ятлă кăларăм - пуçарса яни те çакнах çирĕплетет-тĕр.

- Проектне эп пуçарса яман-ха ĕнтĕ. Мĕнле пулса тухрĕ-ха ку. Кăçал Раççейре Литература çулталăкĕ, Чăваш Енре ăна Константин Иванов пултарулăхне халалланă. Наци телевиденийĕнче субтитрсемпе редактор пулса ĕçленĕ тата эпир Екатерина Романовна Якимовăпа университет преподавателĕсем пулнă май иксĕмĕре Виталий Григорьевич Родионов профессор телевиденире литературăпа çыхăннă ятарлă программа йĕркелеме сĕнчĕ. Телевидени ертÿçипе Александр Николаевич Магаринпа канашларăмăр та чăваш литературине халăх хушшинче ытларах сарас, кĕнеке еннелле туртăнтарас тĕллевпе çĕнĕ кăларăм хатĕрлеме тытăнтăмăр. "Литература тĕпелĕн" икĕ кăларăмĕ тухрĕ ĕнтĕ. Пĕрремĕшне Константин Иванов пултарулăхне халалларăмăр, иккĕмĕшне - чăваш литературинчи прозăна. Халĕ драматургипе хатĕрлетпĕр.

- Çĕнĕ кăларăма куракан мĕнле йышăнчĕ? Ырлакансем е ятлакансем пулчĕç-и?

- Чи малтан Вĕренÿ институтĕнчи Надежда Григорьевна Иванова шăнкравласа ырă сăмахсем каларĕ. Питĕ кирлĕ кăларăм, кăмăла кайрĕ текенсем пурри, паллах, малалла ĕçлеме хавхалантарать. Шел, литературăран пач татăлса кайнă ăру та пур. Пĕлместĕп, çынсен тĕллевĕсем урăхланса кайнă-и? Темле пулсан та вулама пăрахнă халăх теес килмест хамăр пирки. Пĕррехинче троллейбусра "Тăван Атăл" журнал уçкаласа пыратăп, çумра ларакан пĕр арçын: "Çак журнал халĕ те тухать-им?" - тесе ыйтрĕ. Унтанпа тăтăшах алăра мĕнле чăвашла кĕнеке-журнал пур - халăх умĕнчех уçса вулама пикенетĕп. Курччăр, пĕлччĕр - мĕн тери паха та лайăх кĕнекесем тухаççĕ тăван халăхăмăрăн.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕсем

 

Римма ПРОКОПЬЕВА

 

Римма ПРОКОПЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.