Элĕксем паттăр ентешне манмаççĕ

6 Юпа, 2015

Элĕк салинче Совет Союзĕн Геройĕ Мирон Ефимович Ефимов летчик çуралнăранпа 100 çул çитнине уявланă.

Октябрĕн 2-мĕшĕнче унăн бюсчĕ пулмалли вырăна ятарлă чул вырнаçтарнă. Ун хыççăн Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Лидия Никитина, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Мидуков, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Эдуард Николаев, медицина наукисен докторĕ, ЧР наукăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Леонид Иванов профессор, Мирон Ефимовичăн тăванĕсем районти литературăпа таврапĕлÿ музейне çитсе курнă.

Аваллăх управçин директорĕ Ольга Алексеева пухăннисене паттăр летчика халалланă «Тăван çĕршывăн ывăлĕ» куравпа паллаштарнă. Мирон Ефимовичăн тăванĕсем унăн пурнăçĕпе паттăрлăхĕ çинчен каласа кăтартнă.

А.ГРОМОВА