Елчĕксем кăçал та пуçаруллă

25 Нарăс, 2016

Нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче республикăра «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыркăмăллăхăн 20-мĕш марафонĕ вăй илни çинчен хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Акци тĕллевĕ - пултаруллă çамрăксене пурлăх тĕлĕшĕнчен пулăшасси тата сусăр ачасем, тăлăхсем тата ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисем валли укçа-тенкĕ пухасси.

Марафон общественноçа ачасемпе çыхăннă ыйтусем тĕлĕшпе тимлĕрех пулма хистет, граждансен, ĕç коллективĕсен, общество организацийĕсен, пултарулăх ушкăнĕсен вăйĕсене пĕрлештерет тата ыркăмăллăх юхăмне хутшăнакансен йышне ÿстерет. Кун пек чухне пухмача миçе тенкĕ хывни пĕлтерĕшлех те мар: халăх калашле - пусран тенкĕ пуçтарăнать. Унсăр пуçне сăваплă акцие хутшăнма кăмăл туни хăех пархатарлă. Сăмах май, юлашки виçĕ çулта пĕрлехи вăйпа пухнă 25 млн тенкĕпе йышлă тата сахал тупăшлă çемьесене пулăшма, больницăсем валли çĕнĕ йышши оборудовани, ятарлă препаратсем, тренажерсем, итлев аппарачĕсем туянма, вĕренÿ учрежденийĕсене тата ача çурчĕсене сĕтел-пуканпа, теттепе, кĕнекепе пуянлатма, пĕчĕккисен выляв лапамĕсене вырнаçтарма май килнĕ. Фонд укçипе пултарулăх ушкăнĕсене, çамрăк талантсене ятарлă стипендипе тивĕçтернĕ.

Елчĕк районĕнче пурăнакансем «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафона çулленех пуçаруллă хутшăнса хăйсен ырăлăхне, чун ăшшине социаллă тата медицина пулăшăвĕ кĕтекен çул çитмен çамрăксене парнелеççĕ. Пĕлтĕр вĕсем 150 пин тенкĕ ытла хывнăччĕ, кăçал та унран кая пухас çук. Акци вăй илнĕ хыççăнах пухмача районти «Интермедсервис» ООО хастарĕсем - 1000, Г.Анисимова /Елчĕк/ - 1400, Р.Воронцова /Патреккел/ - 3000, Ю.Смирнов /Курнавăш/ 1100 тенкĕлĕх пуянлатнă.

Валентина СМИРНОВА.

Хаклă вулаканăм, сăваплă акцие эсĕ те тÿпе хывма пултаратăн. Çапла тумашкăн «Раççей ача-пăча фончĕ» общество организацийĕн Чăваш регион уйрăмне /Шупашкар хули, Петров урамĕ, 7/ васка е /8352/ 62-89-42 телефонпа шăнкăравла. Марафон пухмачĕ валли укçана фондăн расчетлă счечĕ çине куçарма та юрать. Унăн реквизичĕсем:

Получатель:
ЧРО ООБФ «Российский детский фонд».
ИНН 2128005408, КПП 213001001
Расчетный счет / 40703810075220160067
В отделении / 8613 Сбербанка России
г. Чебоксары,
БИК 049706609, к/с 30101810300000000609

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.