Елчĕкре сусăрсем ĕç тупаççĕ

18 Çурла, 2017

Инвалидсене ĕçе вырнаçтарас тĕлĕшпе çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче Елчĕкре канашлу иртрĕ. Унта ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев хутшăнчĕ.

Канашлăва хутшăннисем каярахпа «Спутник» пĕрлешÿре тата О. Гаврилов хресчен-фермер хуçалăхĕнче пулчĕç, унти ĕç-хĕлпе паллашрĕç. Асăннă фермер хуçалăхĕнче 1 сусăр çын, «Спутникра» 2 инвалид ĕç вырăнĕ тупнă. Вĕсем унта районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă вырнаçнă. Марина Васильева директор каланă тăрăх, кăçалхи раштав уйăхĕ тĕлне Елчĕк районĕнче 202 инвалида ĕçе вырнаçтармалла. Кăçалхи 4 уйăх хушшинче кунта 140 сусăр çын ĕç вырăнĕ тупнă.

 

Комментари хушас