Елчĕк районĕнчи кинемей 100 çул тултарнă

21 Нарăс, 2018

Çак кунсенче Елчĕк районĕнчи Мучар ялĕнче пурăнакан Евдокия Шмелева 100 çул тултарнă.

«Ĕмĕр сакки сарлака, пурнăç сыппи вăрăм», — тет Евдокия Павловна. Вăрăм ĕмĕрĕнче мĕн кăна курма-илтме тивмен-ши ăна? Вăл 1918 çулхи нарăс уйăхĕнче Вăрмар районĕнчи Çиçтĕпе ялĕнче çуралса ÿснĕ. Хĕсĕк пурнăçа, йывăрлăха пăхмасăр вĕренме тăрăшнă. Кайран ăна шăпа Елчĕк тăрăхне çавăрса çитернĕ. Вăрах вăхăт пуçламăш классене çÿрекенсене вĕрентнĕ. Мăшăрĕпе Алексей Ивановичпа пилĕк ача çуратса ура çине тăратнă. Халĕ кинемее савăнмалăх мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем сак тулли. Çулсем кайнине пăхмасăр ватă çын хавас кăмăллă, йăрă. Çынсемпе те яланах тарават. «Вак-тĕвекшĕн ятлаçни, кĕвĕçни, эрех-сăрапа иртĕхни пурнăçа кĕскетет кăна», — тет вăл.

Теги: 

Комментари хушас