Экзаменсем вĕçленсе пыраççĕ
9-мĕшпе 11-мĕш классенче вĕренекенсем экзаменсем тытаççĕ. Шкултан вĕренсе тухакансем ĕнер биологипе тата ют чĕлхепе [çырса] патшалăхăн пĕрлехи экзаменне панă.
Биологие кăçал 1443 вĕренекен суйланă. Асăннă предметпа патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕ икĕ пайран тăрать. Унта — 28 задани. Вĕсене пурнăçлама 210 минут уйăраççĕ. Ют чĕлхе экзаменне 686 çын çырнă, вĕсенчен 683-шĕ акăлчан чĕлхине суйланă. Ют чĕлхесемпе экзамен 4 пайран, 40 заданирен тăрать. Вĕсене пурнăçлама 3 сехет уйăрĕç. 22 – чи пĕчĕк балл. Çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче историпе тата химипе патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕ пулнă. Кăçал историе, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 1,5 пин вĕренекен ытларах суйланă. Химипе 11 пин ытла ача хăйсен пĕлĕвне тĕрĕсленĕ. Экзамен тытакансен 40 проценчĕ 61-100 балл пухма пултарнă. Ку кăтарту пĕлтĕрхипе пĕрешкелех. Çĕртмен 14-мĕшĕнче 11-мĕшсем, пĕтĕмпе 2,7 пин çын, обществознанипе экзамен тытнă. Республикăра вĕренекенсем ПТЭ тата ППЭ епле тытнине çĕртмен 25-мĕшĕ хыççăн пĕтĕмлетĕç.
Комментари хушас