«Экзамен тытнăн туйрăм...»


Çуллан юлашки кунĕсенче Киров облаçĕнче мăйракаллă шултра выльăха искусствăллă майпа пĕтĕлентерекен операторсен Пĕтĕм Раççейри XV конкурсĕ иртнĕ. Çавăнтах зоотехник-селекционерсем те вăй виçнĕ, профессири чи-чи ăста специалиста палăртнă. Чăваш Ен чысне унта Шупашкар районĕнчи «Атлашевский» СХК пĕрлешĕвĕн тата Тăвай районĕнчи «Акконд-Агро» фирмăн ĕçченĕсем Елена Николаевăпа Галина Павлова хÿтĕленĕ.

Елена Николаева «Атлашевский» СХК хуçалăхра вăй хума тытăннăранпа 17 çул çитнĕ. Малтанах вăл хуçалăхра пăру пăхаканра тимленĕ. Вăл ĕçе яваплăхпа пурнăçланине кура ăна выльăха пĕтĕлентерекен оператора вĕренме янă. Йăнăшман хуçалăх ертÿлĕхĕ. Елена Петровна темиçе çул ĕнтĕ республика шайĕнчи конкурссенче малти вырăнсене йышăнать. Хальхи вăхăтра хуçалăхри 800 ĕнене тата 250 пăрăва пăхса тăрать. «Раççей шайĕнчи ăмăртура эпĕ пĕрремĕш хут. Теори тата практика заданийĕсене пурнăçлама тиврĕ. Йывăр пулмарĕ. Нумай çул ĕçленĕрен-ши, конкурссене час-часах хутшăннăран-ши, шикленмерĕм, хушнисене хăюллăнах пурнăçларăм», — каласа пачĕ оператор. Ăна конкурсра каччăсем нумаййи тĕлĕнтернĕ, аякри хулари ентешсемпе тĕл пулни те тарăн йĕр хăварнă. «Эпĕ чăвашла калаçнине илтсе ман пата Удмурт, Саха Якути республикисенчен, Самар облаçĕнчен килнĕ чăвашсем пычĕç. Эх, калаçрăмăр вара тăван чĕлхепе! Юрларăмăр та, йĕрсе те илтĕмĕр», — пăлханчăк туйăмпа аса илет вăл темиçе кун каяллахине.
Конкурса хутшăннă тепĕр ентешĕн — Галина Павловăн — ял хуçалăхĕнчи ĕç стажĕ 30 çула яхăн. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине пĕтернĕренпе выльăх-чĕрлĕхпе юнашар. Вăл тимлекен выльăх-чĕрлĕх комплексĕнче 1597 ĕне. Вĕсен ăратлăхне тата продуктивлăхне ÿстерессишĕн тăрăшать зоотехник.
Кăçал зоотехник-селекционерсен конкурсĕ Раççей шайĕнче пĕрремĕш хут иртнĕ. Унччен Галина Владимировна ĕнесене пĕтĕлентерекен операторсен тупăшăвне хутшăннă, лайăх кăтартусемпе палăрнă. Уншăн та хушусем кăткăсах пулман. Малалла вулас...

Вера ШУМИЛОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.