Экстремизмла материалсемшĕн
17 Mar, 2016 | Пулса иртни

Канаш следователĕсем 21 çулти каччă тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тишкерсе пĕтернĕ, суда ярса панă.

Следстви версийĕ тăрăх, 2014 çулхи раштав уйăхĕнчен пуçласа пĕлтĕрхи çурлаччен вăл килĕнчи компьютерĕнчен тата телефонĕнчен хăйĕн аккаунтĕнче, Интернетри соцсетьри ушкăнра экстремизмла аудио- тата текст материалĕсем вырнаçтарнă. Вĕсем халăхсене хирĕçтерме хĕтĕртнĕ. Палăртмалла: çулталăк пуçланнăранпа РФ Следстви комитечĕн Чăваш Енри следстви управленийĕн ĕçченĕсем Интернетра экстремизмла материалсем вырнаçтарнă тăватă тĕслĕх тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă.