Экстрасенса шаннă та…

Муркаш районĕнчи 55-ри хĕрарăм ултав тыткăнне лекнĕ. Вăл çур çул каялла телевизорпа экстрасенс пулăшăвĕ çинчен пĕлтерÿ курнă. Çавна май хăйĕн сывлăхне çирĕплетсе телейлĕрех пурăнас тĕллевпе хайхи çав «сиплевçĕпе» çыхăннă. Экстрасенс телефонпа укçалла пулăшни çинчен каланă. Хĕрарăм икĕ уйăхра 120 пин тенкĕ куçарса панă ăна.

Унтан Муркаш çынни патне пĕр арçын шăнкăравланă. Хăйне Мускаври йĕрке хуралçи тесе паллаштарнă. Вăл каланă тăрăх, суя экстрасенса тĕрмене хупнă, Муркаш хĕрарăмне вара 120 пин тенке каялла тавăрса пама йышăннă. Шăнкăравлакан арçын «страхлав тÿлевĕ» вырăнне 25 пин тенкĕ куçарса пама ыйтнă. Анчах хĕрарăм шантарнă компенсаци укçине кĕтсе илеймен. Çакăн хыççăн тин полиципе çыхăннă вăл. Халĕ ултавçăсене шыраççĕ.

Мария АНДРЕЕВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.