Экспозицире - пейзаж та, портрет та

14 Çурла, 2014

Шупашкарти «Серебряный век» галерейăра ЧР тава тивĕçлĕ учителĕн Валентин Ненаездниковăн куравĕ уçăлнă.

Валентин Николаевич 1960 çулта Иваново облаçĕнче çуралнă. 1965 çулта вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ÿнерпе графика факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Ăна, чи пултаруллă студента, живопиç кафедринче преподавательте ĕçлеме хăварнă. Каярах Валентин Николаевич 40 çул тĕп хулари 35-мĕш шкулта сăнарлă искусство тата черчени предмечĕсене вĕрентнĕ.

Выставкăна сăрă ăсти 70 ытла ĕç тăратнă. Вĕсем - юлашки çулсенче пурнăçланăскерсем. Экспозицире - натюрморт-пейзаж тата портретсем. Художник арăмĕн, мăнукĕн, çывăх тăванĕсемпе юлташĕсен сăнĕсене те ÿкернĕ. Хăйне евĕр çак уява Валентин Ненаездниковăн çывăх çыннисем, педагогсем, вĕренекенĕсем, унăн талантне хисеплекенсем пухăннă. Театр художникĕсем Валентин Федоровпа Владимир Шведов, Владислав Зотиков скульптор, Николай Карачарсковпа Николай Енилин живописецсем ĕçтешне пултарулăхра çĕнĕ çитĕнÿ суннă.

Р.АНАТОЛЬЕВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.