Экспорта ÿстересшĕн
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чăвашторгтехника» АУО гендиректорĕпе Наиль Хайрутдиновпа курнăçнă. Ĕçлĕ тĕлпулура Раççейри тата НПППри кухня оборудованийĕн рынокĕнчи лидерсенчен пĕри шутланакан предприяти аталанăвĕн ыйтăвĕсене сÿтсе явнă.
Наиль Хайрутдинов туса кăларакан продукци суту-илĕвĕ анлăланни çинчен каласа панă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх — паян продукцин 17% экспорта каять. «Кăçал производство экспорт шучĕпе анлă-ланать. Эпир туса кăларакан оборудовани халь Филиппинра, Малайзире, Сингапурта, Китайра, Вьетнамра, Кăнтăр Африкăра, Израильте, Турцире пур. Аслă Британие, Швецие, Дание тата Норве-гие те çитетпĕр. Экспорта пысăклатас тĕллев тытнă», — тенĕ вăл.
«Чăвашторгтехника» гендиректорĕ газпа ĕçлекен, чи лайăх технологисене тĕпе хуракан çĕнĕ йышши оборудовани кăларма пуçлассипе çыхăннă плансемпе паллаштарнă, çакă производствăна 30% ÿстерме май парĕ.
«Эсир рынок конъюнктурин улшăнăвĕсене шута илсе ĕçлетĕр. Çĕнĕ технологиллĕ паха продукци, республикăра туса кăлараканскер, çĕнĕрен те çĕнĕ рыноксене тухать, ку импорта хамăрăн таварсемпе улăштармалли стратеги программине ăнăçлă пурнăçлама пулăшать», — тенĕ Михаил Игнатьев.
М.АНДРЕЕВ