Экскурси çул-йĕрĕпе паллашнă

4 Нарăс, 2016

Чăваш Республики РФ Культура министерствин тата Раççейри туроператорсен пĕрлĕхĕн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ, шкул ачисене вĕрентÿ программипе килĕшÿллĕн çĕршыври регионсене экскурсие тухса çÿреме май паракан "Чĕрĕ уроксем" проекта хутшăнать. Пĕрремĕш тапхăрта çак проекта пурнăçлакан регионсен шутне çавăн пекех Хакаси тата Свердловск облаçĕ кĕнĕ.

Тĕрлĕ регионти ачасене кăсăклантарма пултаракан, тавракурăма анлăлатма пулăшакан вырăн Чăваш Енĕн тĕп хулинче сахал мар. Тĕслĕхрен, Чăваш наци музейĕ, Ехрем хуçа бульварĕ, Анне монуменчĕ, Оперăпа балет театрĕ, Чăваш тĕррин, В.И.Чапаев, Трактор историйĕн музейĕсем, "Çĕнтерÿ" парк, Çар мухтавĕн палăкĕ... ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Алла Салаева ертсе пыракан ушкăн Шупашкарта вырнаçнă туризм объекчĕсене, вĕрентÿ экскурсийĕн тата шкул ачисен регионсен хушшинчи вĕренÿ маршручĕсен шутне кĕртнĕскерсене, çитсе курнă.

Çулçÿрев хыççăн Алла Салаева ачасен вĕрентÿ туризмне аталантарассипе çыхăннă ыйтусемпе канашлу ирттернĕ. Унта ЧР Вĕрентÿ, Культура министерствисен представителĕсем, Шупашкар хула тата районĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем, музейсемпе предприятисен ертÿçисем хутшăннă.

И.СЕРГЕЕВА.

Рубрика: