Экран çинче — чăваш хĕрĕ

Пирĕн вăхăтри арçын ачасенчен нумайăшĕ космонавтикăпа «аташнă» пулсан хĕр пĕрчисене сцена илĕртнĕ. Сцена вĕт — чап, чечексем, хитре пурнăç… Айккинчен шăпах çапла курăнать вĕт. Чаршав хыçĕнчи репетицисене, кăмăл-туйăм вылявне, макăрас килнĕ чух — кулма, чунра савăнăç хуçаланнă чух вара, пачах тепĕр май, куççуль тăкма тивнине кам ăнланнă ача чух? Анчах пурнăç малалла шунă май ĕмĕтсем улшăннă паллах. Пĕри вĕрентекен профессине алла илнĕ, тепри чирлисене сиплеме шурă халат тăхăннă, виççĕмĕшĕ уй-хирте тырă-пулă çитĕнтернĕ, тăваттăмĕшĕ чĕр чун тĕнчине суйланă… Тепĕр тесен, сахал-и çĕр çинче професси? Элĕк районĕнчи Шураç ялĕнче çуралса çитĕннĕ Ольга Федоровăна та шăпа çулĕ таçта та илсе çитернĕ. Анчах та хăй пĕр вăхăтран çĕршывăн тĕп хулинче ĕçлеме пуçласса шухăшлама та пултарайман. Ку кăна мар, паллă актерсемпе, киноçăлтăрсемпе юнашар тăрса сăнар калăплама тивесси пирки вара ĕмĕтленмен те.

Патша пурнăçне — çĕнĕлле

…«Мотор!» илтĕнет черетлĕ хут. Ÿкерÿ лапамĕнче XVI ĕмĕрти ĕç-пуç хĕрсе пырать. Костюмерсем тĕпĕртетеççĕ, режиссер йăлт асăрхаса тăрать. Апат çиме айккине кайса вăхăта ирттермелле мар — ÿкерÿ лапамĕнчен инçех мар вĕри яшка-пăтă пăсланать, чей, печени яланах сĕтел çинче…. Чи кирли — ĕçе вăхăтра калăпласа, монтаж туса çитермелле. Тĕрĕссипе, Борис Годунов вăхăтĕнчи çи-пуç тумланнă ушкăн ÿкерÿ лапамне çитичченех, аякранах, курăнать — шăп çак патшана сăнлакан фильма куракан патне çитерме тĕв тунă «Раççей-1» телеканал. Сценăсене çулталăка яхăн ÿкернĕ. Ĕç-пуç çав тапхăрти пекех курăнтăр тесе Мускав облаçĕнче тăватă уйăхра ятарлă чăн-чăн хула çĕкленĕ: Кремль стенисене гипсран 10-12 метр çÿллĕш янтăланă, çуртсене хыр пĕренесенчен хăпартнă, бояринсемпе патша пÿлĕмĕсене çав вăхăтри кашни вак-тĕвеке шута илсе капăрлатнă. Мускав хули, Кремлĕ, облаçĕ, Суздаль, Рига, Архангельск — шăпах çавăнта калăпланнă Борис Годуновăн тата унăн çемйин пурнăçне çĕнĕлле сăнлакан ĕç. Мĕншĕн — çĕнĕлле?
Çакна патша рольне ăнăçлă калăпланă Сергей Безруков çапла ăнлантарать.
«Эпир Годунова Пушкин пултарулăхĕ урлă пĕлетпĕр. Вăл вара Карамзин ĕçĕсене тĕпченĕ хыççăн çырса кăтартнă. Эпир хальхинче XVI ĕмĕре тĕпчес енĕпе ĕçлекен Николай Борисов историкпа çыхăнтăмăр, кашни вак-тĕвек пирки унпа канашларăмăр. Ăна пулах Годунова пачах урăх куçпа хаклама пуçларăм: вăл мĕнле пулнă — çавăн пек. Ĕçĕн тепĕр хăйне евĕрлĕхĕ — ăна икĕ режиссер ÿкерчĕ: Алексей Андрианов тата Тимур Алпатов. Хăйне евĕр эксперимент пулчĕ ку».
Фильм экран çине тухасса çынсем чăтайми кĕтрĕç — çакăн пирки интернетри форумсенче çырсах тăчĕç. «Борис Годунов» истори телесериалĕн 8 серине сенкер экранпа чÿк уйăхĕн пуçламăшĕнче кăтартрĕç. Çитес пайне — вăл Годуновăн хĕрĕ Ксения çинчен пулĕ ытларах — сенкер экран çине çитес çул кăларма палăртнă.

Çĕнĕ çул асамĕ

Ку фильм пирки тейĕпĕр. Анчах та чăваш хĕрĕ мĕнле майпа лекнĕ-ха ÿкерÿ лапамне?
— Мускавра пурăнса укçа çитменни пирки кахал çын кăна ÿпкелешме пултарать, — тенĕччĕ пĕррехинче Ольга Алексеевна.
Ун чухне шалти ĕçсен тытăмĕнче вăй хунă вăл. Паян О.Федорова — отставкăри офицер. Тата… сенкер экран çăлтăрĕ тесех калас килет ун пирки.
Чăваш хĕрарăмне ÿкерÿ лапамне нимĕнле романтика та мар, ытларах ĕçлес тĕллев илсе çитернĕ иккен. Малтанах вăл центр телекуравĕн тĕрлĕ каналĕ йĕркелекен кăларăмсене хутшăннă. Залри куракан пек. «Хлопушки» теççĕ кун пек йыша. «Çăлтăрсем» калаçнă е юрланă хыççăн алă çупакан та кирлĕ студире. Унта хутшăннăшăн укçа тÿлеççĕ. Чăн та, кун пек кăларăмсенче кашнинчех ăнăçмасть.
«Хăш-пĕр чухне черетлĕ ÿкерĕве хутшăнас тесе тул çутипех çула тухатăн. Анчах та кирлĕ çĕре çитетĕн те — çамрăксене кăна йышăнаççĕ-мĕн. Ахалех çаврăнса утатăн вара каялла. Фильмсенче апла мар. Хушаматна çырса хуни эсĕ ÿкерÿ лапамне лекессе 100% гарантилет, — каласа кăтартать хĕрарăм. — Мана «Лучше всех» кăларăма ÿкерни питĕ кăмăла кайрĕ. «Синяя птица» конкурса хутшăнакансен пултарулăхĕпе киленсе вăхăт иртни те сисĕнмест. Владимир Соловьев ертсе пыракан кăларăмра полтитиксем тупăшни-тавлашни калама çук кăсăклă».
«Голубой огонек» кăларăм вара уншăн чăнласах Çĕнĕ çулхи асамлă парнене çаврăннă — шăпах унта паллашнă та фильм индустрийĕн ĕçченĕсемпе. «След» фильма ÿкернĕ чухне администратор тивĕçĕсене пурнăçланă. «Борис Годунов» сериалра вара режиссер пулăшаканĕ чăваш хĕрарăмне хăйне актриса пек тĕрĕслесе пăхма сĕннĕ.
«Пирĕн Годунов вăхăтĕнчи Мускав хула халăхне сăнламаллаччĕ, — каласа кăтартать Ольга Алексеевна. — Сценарипе килĕшÿллĕн, Годунов валли мунча хутма хатĕрленетпĕр. Паллă ĕнтĕ, шывне аякран çĕклемелле. Вăт çакăнта мана ачаран ĕçлеме хăнăхни пулăшрĕ те. Эпĕ кĕвентепе тулли витресем çĕклесе утни режиссерпа унăн пулăшаканне ытларах килĕшнĕ, çавăнпах кандидатурăсен хушшинче шăпах мана суйласа илчĕç. Чăн та, камера умĕнче пĕрре ярăнса утса иртнипе çырлахмарĕç, темиçе дубль те хатĕрлерĕмĕр. Тепĕр чухне çакăн пек ĕçлени йăлăхтарса çитернине калаççĕ. Дубль хыççăн дубль ÿкерсе чуна илеççĕ-мĕн. Пĕтĕм вăя пĕтерет иккен çакă. Маншăн вара ку савăнăç кăна! Пачах урăх тĕнче вĕт. Тĕрлĕрен костюм тăхăнатăн та чунпа чăнласах çав тапхăра куçса каятăн, çав вăхăтра пурăннăнах туйăнать. Нимĕн ывăннине туймасăр ĕçлерĕмĕр. Ывăнма-и унта?! Мĕнлерех артистсемпе çумма-çуммăн ÿкерĕнтĕмĕр-ха та! Сергей Безруков /Борис Годунов пурнăçĕн виçĕ тапхăрне калăплать/, Сергей Маковецкий /Хаяр Иван/, Виктор Сухоруков /Малюта Скуратов/… Çавăн пекех тĕп рольсенче — Андрей Мерзликин, Анна Михалкова, Светлана Ходченкова, Евгений Ткачук, Ирина Пегова, Александр Семчев, Владимир Стеклов, Сергей Никоненко, Юрий Колокольников… Юлашки вăхăтра пушă вăхăт çукрах, çапах та фильмсене хутшăнма, ÿкерÿ лапамне çитме тăрăшатăп». Малалла вулас...

 www.hypar.ru

Фильм ÿкерес ĕç-хĕлпе Рита АРТИ кăсăкланнă. Ольга ФЕДОРОВА архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.