Экономикăна - çирĕп тĕрев

25 Пуш, 2014

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе ЧР Экономика канашĕн ларăвĕ иртрĕ. Михаил Васильевич Украинăна Чăваш Ен пĕлтĕр 48 млн АПШ долларĕ чухлĕ тавар ăсатнине, çакă Никама Пăхăнман Патшалăхсен пĕрлĕхĕнчи çĕр-шывсен пĕрлехи экспорчĕн 67 проценчĕ пулнине пĕлтерчĕ. Кăçал Украинăпа хутшăнусен пахалăхĕ улшăнма пултарасса, апла пулин те килĕшÿсене сыхласа хăварма майсем шырамаллине систерчĕ.

ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин республикăн 2030 çулчченхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн Стратеги енĕсем çинчен каласа кăтартрĕ. Тĕнче экономикин аталанăвне тĕпе хурса ăна Чăваш Енре те çывăх вăхăтлăха тата нумай çуллăха пĕр тикĕс тытса пымалла. «Пирĕн тĕллев - экономикăна çирĕп тĕрев парасси. Халăхăн пурнăç шайне çулсерен лайăхлатмалла. Пĕчĕк тата вăтам бизнесшăн çул уçса çĕнĕ проектсем палăртмалла, экологи енчен таса апат-çимĕç туса илмелле. Чăваш Ен малашне чечекленекен республика пулĕ», - терĕ Владимир Александрович.

Стратеги эксперчĕсем, пысăк предприяти ертÿçисем, общество организацийĕсен представителĕсем тĕл пулура хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç.

Пĕтĕм тĕнчери агробизнес центрĕн директорĕ Виктор Лищенко пирĕн республикăри ялсенче инженерипе транспорт инфратытăмĕ лайăх аталаннине, çавна май ял хуçалăх таварĕ туса илессине самаях ÿстерме май пуррине палăртрĕ.

Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕн гендиректорĕ Михаил Резников экономика валли ăста кадрсем хатĕрлес тĕллевпе çамрăксене идеологи, культура тĕлĕшĕнчен тивĕçлĕ воспитани парассине самантлăха та манмалла маррине каларĕ. Завод ку енĕпе çине тăрсах ĕçлет. Кадр ыйтăвне ăнăçлă татса панипе предприяти çывăх çулсенче тавар калăпăшне 15-20 процент пысăклатас тĕллевлĕ. Шалу та ÿсмелле. Пĕрлешÿ республика бюджетне çуллен 300 млн ытла тенкĕлĕх налук хывать.

Электроаппарат завочĕн гендиректорĕ Александр Федотов электротехника промышленноçĕн пĕлтерĕшĕ çинче чарăнса тăчĕ. Вăл 40 ытла компанипе, проект организацийĕсемпе çыхăну тытать. 10-15 çулта электротехникăн çĕнĕ тĕсĕсене пурнăçа кĕртмелле, производство калăпăшне, ĕç укçине ÿстермелле.

Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн директорĕ Владимир Свешников паллă хоккеист сăмахне аса илчĕ: «Пурте шайба патне ыткăнаççĕ, эпĕ вара вăл 2-3 çеккунтран пулас çĕрелле чупатăп». Çапла каласа Владимир Васильевич ĕçлĕ тĕл пулăва пухăннисене вăхăтран кăшт та пулин маларах пымаллине систерчĕ. Экономикăна çĕнетсе вăйлатмашкăн экспертсен пĕрлĕхне туса хума сĕнчĕ.

Михаил Игнатьев ларăва пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Ен Правительстви çивĕч ыйтусене татса пама тухăçлă мерăсем йышăннине палăртрĕ, Стратеги пĕлтерĕшне пысăка хурса хакларĕ. Предприяти ертÿçисене вăй-хала пĕрлештерсе пĕрле аталанма, тĕнче, Раççей рынокĕсене паха продукципе хăюллăн пырса кĕме чĕнсе каларĕ.


Валентин ГРИГОРЬЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.