Экологи юмахĕ

17 Çу, 2018

Вăрмарти Г.Е. Егоров ячĕллĕ шкулти ачасем сцена çине тухма çав тери юратаççĕ. Ку киленÿ ăçтан çуралнă-ха вĕсен?
Чи малтанах ачасен талантне аталантарасси аслисенчен нумай килет. Вырăс чĕлхипе литератури вĕрентекен Елена Ларионова ачасемпе ĕçлемех çуралнă тейĕн. 2000 çулта вăл театр кружокĕ йĕркеленĕ. Ачасем хаваспах çÿреме пуçланă. 2011 çулта вара кружок «Экологи юмахĕ» ятпа сывлама тытăннă. Ачасем сцена çине «Космос экологийĕ» пĕрремĕш юмахпа тухнă. Хайлавсене Елена Ильинична хăех çырать. «Килте те, çул çинче те, пахчара ĕçленĕ вăхăтра та çуралаççĕ юмах сюжечĕсем. Ĕне сунă вăхăтра та канăç памаççĕ шухăшсем», — тет ÿркенмен педагог. Вăл инçетри ялтан çÿрет кунти шкула. Ачасене урок вĕрентнисĕр пуçне вĕсемпе репетици ирттерме, юмахри кашни сăнар валли тумтир хатĕрлеме епле ĕлкĕрет-ши?
«Тĕрлĕ юмах валли çи-пуç хамах çĕлетĕп. Малтан шкулти технологи вĕрентекенĕпе Оксана Васильевăпа канашлатăп, çĕвĕ машини умне лариччен унăн сĕнĕвĕсене те шута илетĕп. Ĕçе юратса, чунпа парăнса пурнăçласан вăл ăнăçлă пулса тухатех», — ĕç опычĕпе паллаштарчĕ кружок ертÿçи. Елена Ларионова ачасемпе юмах хатĕрленĕ чухне музыка вĕрентекенĕпе Вениамин Быковпа, ташă ăстипе Ольга Бережецкаяпа пĕрле ĕçлет. Сцена çине тухма тытăннăранпа вун-вун юмах кăтартнă вĕсем, анчах пĕр юрра икĕ хут нихăçан та юрламан. Эппин, кружокăн пултарулăхĕ çав тери пуян.
Паянхи саманара ачасене тĕрлĕ мероприятие явăçтарма уйрăмах йывăр. Аслă классенчисене пушшех те. Елена Ильинична шкул ачисен кăмăлне тупма пĕлет. Унăн вĕренекенĕсем 10-мĕш класра та сцена çинче юмах тĕнчипе тĕлĕнтереççĕ. Унсăр пуçне пĕчĕккисене вĕрентсе хăвараççĕ — ăсталăх класĕ ирттереççĕ. Шăпăрлансемпе сцена çинче хăйсене мĕнле тытмаллин вăрттăнлăхĕпе пайланаççĕ.
Республикăра иртекен экологипе çыхăннă тĕрлĕ мероприятие хутшăнаççĕ Вăрмарсем. Кăçал ака уйăхĕнче Чăваш наци библиотекинче «Ватă юман юмахĕсем» экологи конкурсĕ иртнĕ. Биологи вĕрентекенĕпе Клавдия Николаевăпа /вăл шкулта «Вăрман хуçалăхĕ» кружок ертсе пырать/ Елена Ларионова йĕркеленĕ «Вăрман робинзонĕсем» команда республикăри ача- пăча экологи театрĕсен хушшинче çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. 6-мĕш «б» класра вĕренекен Александр Иванов çутă сăнар калăплама пултарнăшăн наградăна тивĕçнĕ. Сăмах май, «Экологи юмахĕ» кружока çÿрекенсем республикăри мероприяти-конкурсран çак таранччен малти вырăн йышăнмасăр пĕрре те таврăнман. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.