Экологи тĕлĕшĕнчен чи хăрушсăрри

Чăваш Енри йăлари хытă каяшсен /ТБО/ полигонĕ — çĕршыври чи лайăххисенчен пĕри. Çакăн пирки патшалăх корпорацийĕн — пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлама пулăшакан фондăн генеральнăй директорĕ — правлени председателĕ Константин Цицин Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă чухне каланине вулакансене пĕлтернĕччĕ.

Хытă каяшсемпе усă курассинче Чăваш Ен ыттисене ырă тĕслĕх кăтартма пултарнине Раççейри Бизнес тата инвестицисем енĕпе ĕçлекен хăрушсăрлăх агентствин Стратеги аталанăвĕн центрĕн директорĕ, Пĕтĕм Раççейри Халăх фрончĕн экологи тата вăрмана хÿтĕлессин ыйтăвĕсемпе ĕçлекен эксперчĕ Людмила Варфоломеева та палăртать: «Чăваш Республики ку енĕпе чăнласах та лайăх кăтартусем тăвать: çÿп-çапа сортлакан комплекспа хальхи йышши полигон пуррипе кашни регионах мухтанаймасть. Чăваш Енри ТБО полигонĕ — Раççей Федерацийĕнче экологи тĕлĕшĕнчен чи хăрушсăрри тата малта пыраканни. Ахальтен мар ĕнтĕ Чăваш Ен Раççейри регионсен инвестици илĕртÿлĕхĕн рейтингĕнче пĕлтĕр 9-мĕш вырăнтаччĕ, кăçал — 6-мĕшĕнче. Кунта концессионер ăнăçлă ĕçленине, концесси килĕшĕвĕн пĕтĕм условине пурнăçланине палăртма чăнласах та кăмăллă, çавна май республика малашне те аталансах пырасса шанас килет. 2017 çул — Экологи çулталăкĕ, ăна халалласа экологсен пĕрлĕхĕ çеç мар, пĕтĕм общественноç, çав шутрах Пĕтĕм Раççейри Халăх фрончĕ те — эпĕ шăпах унăн эксперчĕ — пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисем ирттерĕç.

Сирĕн регион патшалăхпа уйрăм предприятисем пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлессин механизмне хатĕрлесе çитермелли модель территорине палăртас енчен те кăсăклă пулма пултарать. Çакă — каяшсемпе усă курассинчи инфратытăма хăтлăлатассипе çыхăннă пĕтĕм ыйтăва татса пама пулăшакан пĕртен-пĕр механизм. Пирĕн умри тĕллевсене чăнласах та татса паракансене пулăшма тăрăшмалла».

И.КЛЕМЕНТЬЕВА

И.КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.