Экологи рейтингĕнче - тăххăрмĕш

2 Ака, 2015

«Симĕс патруль» Раççей субъекчĕсен экологи рейтингне хатĕрленĕ. Савăнмалли хыпар: Чăваш Ен ТОП-10 рейтинга кĕме пултарнă.

Пирĕн республика иртнĕ çулхи пекех 9-мĕш вырăн йышăннă. Рейтингăн малти йĕркисене Тамбов, Белгород облаçĕсем, Чукотка автономи округĕ йышăннă. Чăваш Ен рейтингра малти вырăнсенчен пĕрине йышăннинче Çĕнĕ Шупашкарти «Хĕвел» завод хута кайнин тÿпи те пур. Списокри аутсайдерсем - Челябинск, Мускав облаçĕсем, Ханты-Манси автономи округĕ. Рейтинг вĕçне Саратов, Свердловск, Тула облаçĕсем лекнĕ.