Экологи хăрушсăрлăхĕ тĕп вырăнта пултăр

30 Кăрлач, 2017

Чăваш Республики «Шупашкар хулинчи йăлари хытă каяшсен санкциленĕ çÿп-çап вырăнне рекультивацилесси» проекта пурнăçа кĕртмешкĕн мĕнле хатĕрленет — шăпах çак ыйту тĕп вырăнта пулчĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата федераци ведомствисен территори тытăмĕсен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ черетлĕ канашлура.

Кун йĕркинчи ыйтусене пăхса тухма пуçличчен Михаил Игнатьев хăй республикăра общество инфратытăмĕн аталанăвĕн проекчĕсене, вырăнти пуçарусем çинче никĕсленнисене, пурнăçа кĕртесси пирки калакан указа алă пуснине пĕлтерчĕ. Асăннă документра граждансен пуçарăвĕсемпе проекчĕсем валли республика бюджетĕнчен конкурс мелĕпе субсиди уйăрассине палăртнă. Пуçлăх çак меслете — халăх социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парас ĕçе хутшăнни — Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамра тĕрĕслесе пăхнине, вăл ăнăçлă пулса тухнине каларĕ. Указпа килĕшÿллĕн общество инфратытăмне, çав шутрах — шывпа, ăшăпа, çутăпа, газпа тивĕçтерекен обћектсене, ача сачĕсемпе шкулсене, ялти культура çурчĕсене, спорт залĕсемпе керменĕсене — аталантарассипе çыхăннă ыйтусене пулăшма планлаççĕ. Ку указа пурнăçа кĕртмешкĕн 2017 çулта 75 миллион тенке яхăн уйăрма палăртнă.

Питтукассинчи йăлари хытă каяшсен санкциленĕ çÿп-çап вырăнне рекультивацилес ĕçе мĕнле хатĕрленнипе ЧР çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ Александр Коршунов паллаштарчĕ. Ку проекта «Таса çĕршыв» наци проектне тата Раççейре Экологи çулталăкне ирттермелли мероприятисен планне кĕртнĕ. Докладçă каланă тăрăх — рекультивацие икĕ тапхăрпа ирттермелле: техника тата биологи. Техника тапхăрĕнче çÿп-çап вырăнне хытарса унăн çиелти сийне уйăрса илме, пулăхлă çĕр турттарса килсе сарма планлаççĕ. Биологи тапхăрĕ ун умĕнхи вĕçленсен, 2018 çултан пуçланать те 2022 çулчченех пырать: çак вăхăтра çĕр хатĕрлемелле, нумай çул ÿсекен курăксем лартса вĕсене пăхса тăмалла. А.Коршунов рекультиваци валли 2017 çулта пĕтĕм çăлкуçран — 122,5 миллион тенкĕ, 2018 çулта вара 267,9 миллион тенкĕ уйăрма палăртнине каларĕ. «Ку проекта пурнăçа кĕртни тăван тавралăха кÿрекен сиенлĕ витĕме чакарать, 30 ытла гектар çĕре ял хуçалăх çаврăнăшне каялла тавăрма пулăшать», — терĕ министр.

Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков пĕтĕм ĕçе проект-смета до-кументацийĕпе килĕшÿллĕн тăвассине систерчĕ, санкциленĕ çÿп-çап вырăнĕ рекультиваци хыççăн мĕнлерех пуласси çинчен каласа кăтартрĕ. Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская санитари правилисемпе килĕшÿллĕн рекультивацилекен вырăнта капиталлă обћектсем хăпартма юраманнине, вăл промышленноç ытти предприятийĕ витĕм кÿрекен зона пулнине пĕлтерчĕ. Пĕр усламçă унта спорт тирĕ уçас тенĕ-мĕн, анчах ăна ирĕк паман.

«Шупашкар хулинчи йăлари хытă каяшсен санкциленĕ çÿп-çап вырăнне йĕркене кĕртме 2017-2018 çулсем валли федераци бюджетĕнче 380 миллиона яхăн тенкĕ пăхса хăварнă. Çакă 30 гектар ытла çĕр лаптăкне хуçалăх çаврăнăшне кĕртме, экологин «хĕрÿ» точкине пĕтерме тата халăхăн санитарипе эпидемиологи ырлăхне лайăхлатма май парать», — тенĕччĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче. Çак сăмахсене вăл канашлура та аса илтерчĕ. Регион ертÿçи асăннă проекта пурнăçа кĕртме хутшăнакансене кашни саманта шута илме сĕнчĕ, ку ĕçре тĕп вырăнта экологи хăрушсăрлăхне тивĕçтересси пулмаллине каларĕ.

Канашлура Раççей промышленноçпа суту- илÿ министрĕ Денис Мантуров Чăваш Енре ирттернĕ Промышленноç енĕпе ĕçлекен координаци канашĕн ларăвне те пĕтĕмлетрĕç /тĕплĕнрех — паянхи номерте/.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментари хушас