Эфирта - форум çинчен

8 Юпа, 2014

Пĕтĕм тĕнчери «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форум вăхăтĕнче Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкара тĕрлĕ регионтан вун-вун хăна çитĕ. Паллă çак пулăмран Чăваш Енре пурăнакансем те юлмаççех.

Анчах та хулана кашни çын килсе кураймасть. Форум ĕçĕ-хĕлĕпе, савăнăçлă мероприятисемпе ЧР Наци телерадиокомпани ĕçченĕсем хатĕрленĕ ятарлă кăларăмсенче паллашма май пулĕ. Наци радиовĕ, Наци телекуравĕ тата Тăван радио журналисчĕсем форум дневникне ертсе пырĕç. Юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче 10-13 сехетсенче Хĕрлĕ тÿремри уява Наци телекуравĕ тÿрĕ эфирпа кăтартĕ. Телекурав марафонĕ йăлана кĕнĕ ирхи зарядкăран пуçланĕ, ăна Раççейри паллă телеертÿçĕ, спорт комментаторĕ Дмитрий Губерниев ирттерĕ. Унтан куракансем спортсменсен парадне пăхĕç, 12 сехетре Пĕтĕм тĕнчери çуран утмалли кун старт илĕ.

О.МАСЛОВ.

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.