Эдуард БАХМИСОВ: Ял тăсăмĕ - йăхсенче

24 Çĕртме, 2016

Вулаканăмăрсене халĕ паллаштаракан çын хăйевĕрлĕхĕпе тахçанах палăрса тăнă. Ун пирки «шурă курак» тенине те илтме тивнĕ. Мĕншĕн çапла каланă-ши?

Вăл яланах ыттисенчен уйрăларах тăнă: шухăшлавĕпе, тĕнче курăмĕпе, аваллăхпа кăсăкланнипе, чăваш ялĕн кун-çулне тĕпченипе, ĕлĕкхи йăла-йĕркене тĕпе хурса ял уявĕсем ирттернипе... Сăмахăм Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Эдуард БАХМИСОВ пирки. Вăл, Хусан педагогика институчĕн икĕ факультетне — физвоспитани тата географи — пĕтернĕскер, пурнăç çулĕпе шанчăклăн утнă. Спортсмен пулни ăна кирек мĕнле ĕçе те çăмăллăн парăнтарма, сывлăха упраса малалла ăнтăлма май панă.

Патăрьел районĕнчи Тури Чакăра çуралса ÿснĕскер аслă пĕлÿ илсе таврăнсан ялти шкулта ачасене физкультура вĕрентнĕ. Ун чухне Бахмисовăн вĕренекенĕсем, йĕлтĕрпе, конькипе ярăнассипе питĕ маттурскерсем, тĕрлĕ ăмăртăва хутшăннă, çĕнтерсе тăван шкул, ял чысне çĕкленĕ. Пултаруллă çамрăк вĕрентекене районта асăрханах, ăна культура пайне ертсе пыма шаннă. Культура тытăмĕнче те паллă çын пулса тăнă. Эдуард Константиновичăн ертÿлĕх пахалăхĕсем пысăккине республика шайĕнче те асăрханă, ăна кĕçех К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн директорне çирĕплетнĕ, 1994 çулта вара — Чăваш наци музейĕн директорне. 15 çула яхăн ертсе пынă вăл тăван халăхăн аваллăхĕпе хальхи пурнăçĕн управçине.

Паян тивĕçлĕ канура ĕнтĕ, апла пулин те ĕçсĕр лармасть. Тĕрĕссипе, чун-чĕринчи шухăшĕсене пурнăçа кĕртмелли тапхăр пуçланнă çеç-ха. Апла тĕплĕнрех паллашар-ха Эдуард Бахмисовпа, унăн вышкайсăр пысăк тĕллевĕсемпе.

Чăваш кун-çулĕн шăпи — пирĕн аллăмăрта

Эдуард Бахмисов пулăшнипе ирттернĕ пĕрремĕш Ял кунĕ маншăн Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпари уяв пулчĕ. Салана йĕркелесе янăранпа 400 çул çитнине халалланăччĕ ăна. Унти пĕлтерĕшлĕ самант — ял никĕслевçисен ячĕпе палăк лартни. Лаш Таяпасен ратне ячĕсемпе /вĕсем 28/ пулас ăрусем валли халал çырнă кĕленче савăта палăк никĕсне вырнаçтарчĕç. Йăх пуçĕнчи арçынсем тăван ял чысне, сумне упрама тупа турĕç.

Йăхсем хăйсен аллипе çирĕм ытла «çурт» çĕкленĕччĕ, ăна алĕç хатĕрĕсемпе илемлетнĕччĕ, апат-çимĕçпе пуянлатнăччĕ. Унта музейри пекехчĕ. Пир тĕртме, сăра вĕретме, шÿрпе, шăрттан пĕçерме тата ыттине вĕренме май пурччĕ. Ятарлă куравсем те йĕркеленĕччĕ. Вĕсем — Василипе Петр Сидоровсен, Иван Сметанинăн ĕçĕсемччĕ.

— Эдуард Константинович, Ял уявне пуçласа хăçан тата ăçта ирттерме пулăшрăр?

— Хам çуралнă тăрăхра — Аслă Чементе тата Тури Чакăра — ирттертĕмĕр. Ăна ял пуçланса кайнăранпа 400 çул çитнипе çыхăнтартăмăр. Атте, ĕмĕрне тăван шкулта ачасене пĕлÿ парса ирттернĕскер, маларах çапла каланăччĕ: «Халăха клуба пуçтарăпăр, эпĕ ял историйĕ çинчен каласа кăтартăп, артистсене чĕнĕпĕр. Ял хĕрарăмĕсем яшка пĕçерĕç, спорт ăмăртăвĕсем йĕркелĕпĕр». Эпĕ чылай вăхăт шухăшласа çÿрерĕм. Атте каланипе килĕшме пулать, анчах халăх хăйĕн валли уяв тума хевте çитереймест-им?

Йăлтах çĕнĕлле йĕркелеме тĕв турăм. Ял-йыш авалхи йăласене, тумтире, ĕç хатĕрĕсене упраса хăварнине, несĕлсене сума сунине пĕлетĕп. Ял тăсăмĕ йăхсем-çке, шăпах вĕсем уяв тĕрекĕ пулма тивĕç.

Атте, 87-рискер, йăхсене шутлама пуç­ларĕ те 26 тухрĕ. Кашни йăхри чи ватă арçынпа хĕрарăм валли пукансем ăсталарĕç. Вырăссенни пек трон эппин. Йăх пуçĕн пуканĕ хĕрарăмĕннинчен пысăкрах та çÿллĕрех. Çемье сĕтел хушшине вырнаçать, чи ватти çăкăр касать, арăмĕ сăра ĕçтерет. Пĕр-пĕринпе ăмăртмалла тупăшса ĕçлерĕç, кашниех çемье татулăхне туллин кăтартма тăрăшрĕ. Çакă 2007 çулта пулчĕ. Унтанпа тата миçе Ял уявĕ йĕркеленин шутне астумастăп та.

— Паян пĕр тăрăхра, ыран тепринче ирттернĕ уявсем пĕрпекленсе каймĕç-и?

— Хамăн ĕçре вĕсене пĕрпеклетесшĕн мар. Кашни ял хăйне майлă, хăйĕн сăнарĕ, çыннисем тĕрлĕрен. Ĕçĕ-хĕлĕ хăйнеевĕрлĕ. Пĕр пĕтĕмĕшле тытăмĕ, шăнăрĕ те пур — вăййа тухасси, апат хатĕрлесси. Вĕсем пур çĕрте те пĕр майлă.

Элĕк хулашĕ

Республика кунне кăçал Элĕк районĕнче те уявлаççĕ. Сурăм хутлăхĕнчи чăвашсем ăна нумайлăха асра хăварас тĕллевпе ĕçе пуçăннă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов Эдуард Бахмисова хăй патне нарăс уйăхĕнчех чĕнсе илнĕ. Пĕр-пĕрин шухăшĕпе паллашнă хыççăн ĕç пуçланнă. Çук-ха, юр кайса пĕтиччен тăхтама тивнĕ, унтан...

Эпир те çитсе килтĕмĕр Элĕке. Пурте чăтăмсăр кĕтекен уяв çитиччен шутлă кунсем кăна юлнăччĕ. Элĕк хулашне тунă ĕнтĕ, йĕри-таврашне тирпей-илем кĕртнĕ. Хулаш варринче — салана 1694 çулта пуçарса янă Элĕк ятлă ар ячĕпе лартнă палăк. Халап-юмаха ĕненес тĕк — Элĕкĕн 12 ывăл пулнă. Вĕсенчен кашни уйрăм ял йĕркеленĕ. Тĕлĕнмелле: районта паян шăпах 12 ял тăрăхĕ. Çавсен ячĕпе те палăк çĕкленĕ. Кашни юпа çине вĕсен ячĕсене çырнă.

— Салана пур енĕпе те илем кÿрекен çĕнĕ объект пирки каласа кăтартăр-ха.

— Хулаш авалхи Пăлхара аса илтерет. Унăн пĕр енĕ уçă. Акă мĕншĕн: малалла тата ялсем çĕкленме пултарĕç, пуласлăхăн вĕçĕ çук-çке. Пысăк чулсем çине /вĕсене çак тăрăхри карьертан турттарса килнĕ/ ваттисен каларăшĕсене — сахал сăмахпа тарăн шухăша палăртса — çырнă. Чи пысăкки çинче — Элĕке пуçарса янă çыннăн ячĕ.

Халĕ юлашки ĕçсем пыраççĕ, хăй вăхăтĕнче 200 çын таран ĕçлени те пулнă. Шÿрпе пĕçерме ятарлă кăмакасем лартнă. Чăвашăн нумай йăли-йĕрки унăн апат-çимĕçĕпе çыхăннă. Уявра кил-çурт ăш-чиккине те кăтартма тĕллев тытнă: пир тĕртекенсем те, тимĕрç лаççинче ĕçлекенсем те, хурт-хăмăр, пахчаçимĕç ăстисем те пулĕç кунта. Арчари тупрасен куравĕ хăй мĕне тăрĕ. Ачасем чуччупа ярăнса киленĕç. Çулла кăна мар, хĕлле те халăха йышăнĕ хулаш.

Йăх картишĕсене тăвассишĕн пурте тăрăшни тÿрех сисĕнет. Тĕплĕ çынсем. Эпир вара Элĕк ял тăрăхĕн хулашри килне çитсе куртăмăр. Леонид Капаров кăмака тăватчĕ. Республика кунĕнче çак кăмакара çăкăр пĕçерме ĕмĕтленеççĕ. «Кунашкал пĕчĕккине хальччен туманччĕ, — тет Леонид Иванович. — Пĕчĕккине купалама тата кансĕртерех иккен». Юнашарах — тепĕр ял тăрăхĕн çурчĕ. Ун таврашĕнче — вĕллесем. Тепĕр енче — купăста калчисем, чечексем. Уявчченех лартса хăварнăскерсем самай çитĕннĕ ĕнтĕ.

Хамăр хыççăн ырă йĕр хăвармалла

Тата аслă асаттесемпе асаннесен умĕнче эпир пысăк парăмра. Çапла шухăшлать Чăваш наци конгресĕн «Чăваш ялĕ» комитечĕн ертÿçи Эдуард Бахмисов.

— Çапах ман пĕлес килет: вырăнти тÿре-шара яланах пулăшать-и е пĕтĕм пулăма сăнаса кăна тăрать?

— Çакна калама пултаратăп: ялсенче йăх картишĕсем туни — вăхăтлăх пулăм мар. Акатуйсенче ял тăрăхĕсем палатка караççĕ те каç кÿлĕм пуçтараççĕ. Тепĕр кунне ун пирки маннă, çав вырăнта кĕтÿ çÿрет. Эпир вара, чăвашлăх хастарĕсем, сăваплă вырăнсене ялан тасатса тăрас ыйтăва çĕклетпĕр. Вĕрентсе-хавхалантарса пырсан çынсем çурăмпа çаврăнса тăмĕç, мана мĕне кирлĕ тесе каламĕç. Çак ĕçре чи йывăрри — ертсе пыракан çынсене ăнлантарса ÿкĕте кĕртесси. Ăçта çакнашкал уяв ирттернĕ — унта хирĕç калаçнине илтмен. Пуçласа ярсан ĕçлесси темиçе хут çăмăл. Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа Ял уявне хатĕрленнине час-часах аса илетĕп. Эпĕ унта пуçласа 2012 çулхи çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче пултăм, Ял кунĕ — çурлан 18-мĕшĕнче. Ял халăхĕ никамран пĕр пус ыйтмасăр ĕçлеме пуçларĕ. Ыран мар тепĕр кун уяв чухне 350 çын вăй хучĕ, 32 бензă-пăчкă кĕрлесе тăчĕ. Ун пеккине курманччĕ. Анчах мана урăххи канăç памасть. Районсен администрацийĕсене хăш-хăш ял уявĕ çывхарнине маларах пĕлтерме ыйтса Чăваш наци конгресĕ ячĕпе çырусем янăччĕ. Хамăр енчен пулăшма пултаратăр-çке. Хурав кĕтнĕ чухлĕ пулмарĕ. Кам килĕшнĕ — унта ирттернĕ. Влаçрисен шухăшлавĕ çапла хытса ларнă-ши е пĕтĕмпе хамăр пултаратпăр теççĕ-ши? Халăхран ютшăнса пурăннипе чыслă пулаймăн. Тăван кĕтесе чĕрĕлĕх кĕртес ĕçре пурте тăрăшмалла пек.

— Эдуард Константинович, эсир çут çанталăк ырлăхĕпе пĕлсе усă курас тĕлĕшпе те кăсăкланатăр. Пĕр-икĕ çул каялла тĕрлĕ юханшыв хĕррипе вырнаçса тухнă ялсен фестивальне ирттерес шухăшлăччĕ. Май килчĕ-и?

— Ун патне çитеймен-ха. Вăл маншăн питĕ пĕлтерĕшлĕ уяв. Чăваш Енре юханшыв нумаях мар: Çавал, Кĕтне, Пăла, Сăр... Çĕрпÿ хули Çавал хĕрринче вырнаçнă. Ун çывăхĕнче çавăн пекех тата 27 ял. Çав ялсене Çĕрпÿре пуçтарма ĕмĕтленсе пурăнатăп. Вăл кайран ялтан яла каймалла.

— Мĕн парĕ çапла туни?

— Юханшыва упрама пулăшĕ. Уява хутшăнмалли условире пĕрремĕш вырăнта — шыв хĕрринчи ял тап-таса пулни. Унтан — пулă ĕрчени тата ытти те. Тĕп тĕллев — пирĕн юханшывсем тулли, таса пулни. Эпир çакна тума пултаратпăр, тумалла та. Ăçта тавралăхшăн тăрăшаççĕ — унта таса шыв шăнкăртатса юхать, кÿлĕсемпе пĕвесенче пулă та ĕрчет. Экологи тĕлĕшĕнчен таса шыв — халăх сывлăхĕ, ĕмĕрсен тăнăçлăхĕ, ăрусен малашлăхĕ.

— Паян мĕнле шухăш канăçсăрлантарать сире?

— Ман ĕмĕтре — Тикеш, Аслă Таяпа хулашĕсем. Тикеш хулашĕ VIII-IX ĕмĕрсенче палăрнă. Унăн лаптăкĕ — икĕ гектар. Унта халĕ пĕр юпа ларать. Район çине тăчĕ тĕк, кашни çын пĕр юпа лартсан та /унта 35 пин çын пурăнать/ чăн хулаш çĕкленĕ.

Аслă Таяпана Тутарстанри Пăлхарпа, Ылтăн Уртапа /XIII-XIV ĕмĕрсем/ çыхăнтармалла. Тен, Пăлхарăн тухса ларнă крепоçĕ пек тумалла. Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллинпа калаçнă, вăл ман шухăшпа килĕшет. Çак ĕçе пуçăнма тата икĕ республикăн ертÿлĕхĕн килĕшĕвĕ кирлĕ, вара ĕçе пуçăнма çăмăл пулĕ.

Надежда СМИРНОВА.

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕсем

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.