Ĕçтешĕн - икĕ юбилей

18 Кăрлач, 2014

Трак тăрăхĕнчи Çĕньял Упире çуралса ÿснĕ Саша Яковлев тăван ялти шкулта вĕреннĕ чухнех çитĕнсе çитсен хаçатçă /хальхилле каласан - журналист/ пулма ĕмĕтленнĕ. Вун икĕ çулта чухне пирвайхи сăввисемпе заметкисем районти "Ял пурнăçĕ" хаçатра, тепĕр çул вара Шупашкарта çĕнĕрен тухма пуçланă "Пионер сассинче" пичетленнĕ. Красноармейскинчи вăтам шкула лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ çамрăк таврари паллă журналист тата сăвăç, Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхне никĕслекенсенчен пĕри Николай Ершов-Янгер сĕннипе район хаçачĕн литература сотрудникĕнче ĕçлеме пуçлать. Çакна та палăртма кăмăллă, 1970 çулсен пуçламăшĕнче кунта иртнĕ ĕмĕр вĕçнерех Чăваш Енре ырă ят çĕнсе илнĕ сăвăçсемпе прозаиксем Борис Романов, Вениамин Пехил, Шетмĕ Михали, Иван Егоров /Михаил Сениэль шăллĕ/ тата республикăри журналистсен пĕрлĕхĕн Çемен Элкер ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ Геннадий Кузнецов ĕçленĕ. Вĕсене пурне те, çавăн пекех çамрăклах илемлĕ, çепĕç те янравлă сăвăсемпе тĕрлĕ хайлав çырса Çавалпа Шетмĕ хутлăхĕнче палăрма пуçланă "Ял пурнăçĕн" корреспонденчĕсене Саша Яковлевпа Георий Туслине "Çавал хумĕсем" литература пĕрлешĕвĕ пĕр чăмăра пуçтарнă.

"Ял пурнăçĕ" хаçат редакцийĕнче çур çул ытларах ĕçленĕ çамрăк журналист Мускав çар округĕн стратеги пĕлтерĕшлĕ ракета çарĕсен полкĕнче хĕсметре тăрать. Кунта та журналистикăран уйрăлмасть мал ĕмĕтлĕ, Хĕрлĕ Ялавлă А.Суворов ячĕллĕ гварди дивизийĕнчи отделени командирĕ А.Яковлев гварди сержант. Унăн статйи-очеркĕсем Мускав çар округĕн "На страже Родины" тата Оборона министерствин пĕр миллион тиражпа тухса тăнă "Красная звезда" хаçачĕсенче пичетленнĕ.

Çартан тăван яла пиçĕхсе тата тĕрекленсе таврăннă ĕнерхи салтака район ĕçтăвкомĕн председателĕ С.Железин хăй патне чĕнтернĕ. Сергей Иванович Çĕньял Упи каччине Чăваш АССР Министрсен Канашĕн Красноармейски районĕнчи ĕç ресурсĕсемпе усă курас тĕлĕшпе ĕçлекен уполномоченнăйĕнче ĕçлеме сĕннĕ. Александр Яковлев район ертÿçине çавăн пек яваплă должноçе вырнаçма унăн хальлĕхе диплом çуккине тата хăйĕн малашнехи пурнăçне журналистикăпа çыхăнтарма палăртнине пĕлтернĕ.

1978 çулхи кĕркунне тĕрлĕ енлĕ аталаннă тата пысăк тавра курăмлă Александр Яковлева Шупашкарти "Спецстроймеханизаци" строительствăпа монтаж тресчĕн /1990 çултанпа - "Дорисс" АУО/ ВЛКСМ комитечĕн секретарьне суйланă. Унтанпа 35 çул /!/ иртрĕ.

РСФСР тава тивĕçлĕ строителĕ, Раççей Федерацийĕн Патшалăх премийĕн лауреачĕ И.В.Рощин ертсе пыракан "Дорисс" АУО юлашки пилĕк çулта кăна пирĕн çĕр-шыв регионĕсенче федераци пĕлтерĕшлĕ 12,5 пин километр тăршшĕ автомобиль çулĕ тунă, 17 миллиард тенкĕлĕх строительствăпа монтаж ĕçĕ пурнăçланă. "Дорисс" 2007 çултанпа тăтăшах Раççейри "Элита" конкурсра çĕнтерет. Виçĕм çул Никама Пăхăнман 16 çĕр-шыв Пĕрлĕхĕнче /СНГ/ ирттернĕ пĕтĕм тĕнчери "Чи лайăх строительство тата проект организацийĕ" халăх конкурсĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă, ылтăн медале тивĕçнĕ.

- Нимĕн ÿстермесĕрех калатăп, пирĕн компанин çитĕнĕвĕсенче "Спецстроймеханизаци" строительствăпа монтаж трестĕнче 1983 çул вĕçĕнче тухма пуçланă "Механизатор" хаçатăн тÿпи те пысăк. 30 çул ытла ĕнтĕ ăна пĕр улшăнмасăр Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Александр Яковлев редакцилет. Эпир унпа питĕ кăмăллă. Вăл тÿрремĕнех пирĕн компанин чапне çĕклет, - терĕ "Дорисс" акционерсен уçă пĕрлешĕвĕнче пирĕн ĕçтеше 60 çулхи юбилейĕ ячĕпе саламланă май И.В.Рощин.

Çапла, Трак-Упи тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ, яш чухнех журналист пулма ĕмĕтленнĕ Александр Яковлев çак кунсенче 60 çул тултарчĕ. Игорь Валентинович ăна, паллах, пĕтĕм кăмăлтан пурнăçĕнчи чаплă юбилейĕ ячĕпе кăна мар, "Механизатор" хаçат тухма пуçланăранпа 30 çул çитнĕ ятпа тата кăрлачри савăнăçлă та çутă уявсемпе те пĕтĕм кăмăлтан саламларĕ.

Петр СИДОРОВ.

Çемен Элкер яч.лл. преми лауреач.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.