Ĕçлев рынокĕнче çивĕчлĕх пулмĕ

Ĕçсĕрлĕхпе кĕрешесси, эмел препарачĕсен хакĕсене сăнаса тăрасси, пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтересси — ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăвăн кун йĕркинче ку хутĕнче çак ыйтусем пулчĕç. Канашлăва Павительство пуçлăхĕ Иван Моторин ертсе пычĕ.

Ĕçлев служби кăçал 36 пин çынна ĕçе вырнаçтарнă. Ĕç тупмашкăн пулăшу шыраса килнисен 80 ытла проценчĕн ыйтăвне тивĕçтернĕ. Çул çитменнисене, инвалидсене, юсанмалли учрежденисенчен ирĕке тухнисене ĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе тимлĕх пысăккине Сергей Петрович пайăррăн палăртрĕ. Тепĕр категори — пенси умĕнхи çулсенчи çынсем. Вĕсем çине те алă сулман.

Иван Моторин уйрăм предприятисенчи лару-тăрупа кăсăкланчĕ. Министр палăртнă тăрăх, кăçал предприятисем пĕтнине тата штата кĕскетнине пула ĕçрен хăтарнисен шучĕ 1,6 пине яхăн çынпа танлашать. Çав шутран 1,2 пин çынна ĕçпе тивĕçтернĕ. Пысăк йыш — Чăвашавтотранс ĕçченĕсем. «Коммуналлă технологисем» ОООра 234 çын «пушаннă», анчах вĕсем тĕлĕшпе пăшăрхану çук — ытларахăшĕ муниципалитетăн çĕнĕрен йĕркеленĕ «Теплосети» предприятине куçнă. Çавăн пекех яппунсен Шупашкарти «Фуджикура Аутомотив» предприятийĕ хупăннине кура 204 çын ĕçсĕр юлнă.

Сергей Димиртриев шучĕпе, çакă республикăри ĕçлев рынокне пысăк çивĕчлĕх кÿмĕ. Ваканси чылай — 18,8 пин: «Ĕçрен хăтаракан кашни çынна икĕ-виçĕ ваканси сĕнетпĕр». Çав ĕç вырăнĕсемпе çыхăннă вăтам ĕç укçи 18 пин тенкĕрен иртет. Çапла вара МОТ методологийĕпе хаклакан ĕçсĕрлĕхĕн республикăри паян 4,8 процентпа танлашакан шайĕ хăпарса каяс хăрушлăх çук.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас