Ĕçленине кура тухăçĕ те пысăк

30 Çу, 2018

Комсомольски районĕнчи «Урожай» колхоза вăтăр çул ытла ĕнтĕ Алексей Ершов ертсе пырать. Çĕршыври пăтрашуллă тапхăрта, рынок экономикинче хуçалăх çухалса кайманни, ура çинче çирĕп тăни пуçаруллă ертÿçĕпе те çыхăннă. «Хуçине кура — хуçалăхĕ», — тесе ахальтен каламан.

Çумăр пăт-пат ÿккелерĕ те чарăнчĕ. Хура пĕлĕтсен хыçĕнчен каллех хĕвел пайăркисем çĕре анчĕç.
— Калчана вăй илме çумăрĕ те кирлĕ. Çав хушăрах çĕр улми лартса пĕтерейменни те шухăшлаттарать. Йĕпе çанталăкра хура çĕр çинче путать, — терĕ Алексей Ершов.
Хуçалăх ертÿçипе уй-хир ĕçченĕсем патне çул тытрăмăр. Çурхи культурăсене акса пĕтернĕ май лаптăксем техникăран пушаннă ĕнтĕ. Çĕр улми анинче кăна вĕсем хуçаланаççĕ. Анатолий Мышкин «доминатор» агрегатпа çĕр хатĕрленĕ май Сергей Смирнов тракторпа çĕр улми лартать. «Иккĕмĕш çăкăра» туса илнĕ çĕрте «Гримме» комплекспа усă курнăран çĕр ĕçне те çĕнĕлле йĕркеленĕ. Сеялка çинче çын та кирлĕ мар. Çапах техника чăрмавсăр ĕçлетĕр тесе Николай Козловпа Анатолий Иванов рабочисем ăна тăпраран, çĕр улмирен тасатма пулăшаççĕ. Трактор хыççăн кăпăшка та таса ана çинче тÿп-тÿрĕ касăсем юлаççĕ.
— Сергей Смирнов ку ĕçре пиллĕкмĕш çул кăна-ха, çапах маттур, хăнăхса çитрĕ ĕнтĕ, — хакларĕ ăна ертÿçĕ. — Вăл мĕнле ĕçленине хăвăрах куратăр, йăран епле тÿрĕ, тикĕс.
Çĕр улми шăтса тухиччен лаптăка çум курăкран хÿтĕлеме хими хутăшне сирпĕтеççĕ. Ĕçленине кура тухăçĕ те пысăк. Çулсерен гектар пуçне 300 центнертен кая мар чĕр тавар кăларса пуçтараççĕ. Паха, таса çимĕçе хаваспах туянаççĕ. «Невский», «гала» сортсене çитĕнтереççĕ-мĕн. Механизаторсем каланă тăрăх, кунне 10 гектар ытла лартаççĕ. Çанталăк лайăх тăрсан çывăх вăхăтра вĕçлемелле.
— Халăх кăмăллаканнине лартма тăрăшатпăр. «Гала» сорт хаклăрах каять. Услам çупа ăшаланă пек сарă тĕслĕ вăл, — пĕлтерчĕ Алексей Ершов. — Пысăк тухăç илме технологине лайăх пăхăнмалла. Пирĕн çĕршывра та çакăн пек чаплă техника туса кăларсан аванччĕ — ютран туянма хаклă. Ун хыççăн ана çинче çăвĕпех таса, нимĕнле çум курăк та шăтмасть. Çуракин юлашки гектарĕ юлчĕ. «Иккĕмĕш çăкăра» 100 гектар лартасшăн. Хуçалăхра пĕрчĕллĕ культурăсем 1705 гектар йышăннă. Çав шутра çурхисем — 450, кĕрхисем — 230 гектар. Урпа, пăрçа, пĕр çул ÿсекен курăксем те акнă. Çулсерен пусă çаврăнăшне пăхăнатпăр.
Кĕçех хире Анатолий Белков машинăпа вăрлăх турттарса çитрĕ. Колхозра водительте 40 çул ытла ĕçлет вăл. Тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те, ертÿçĕсем ыйтнипе, чун туртнипе каллех руль умне ларнă. Пĕрле вăй хуракан Николай Евсеев водитель те вăрах вăхăт хуçалăхра тăрăшать.
— Ял хуçалăхĕнчи хаксемпе малашлăха палăртса аталанма йывăр. Хаксем таканари шыв пек вылянса тăраççĕ. Çулсерен сезон ĕçĕсене ирттерме Раççей ял хуçалăх банкне парăма кĕретпĕр. Çакă пирĕншĕн пысăк пулăшу. Мĕншĕн тесен ака-сухара тăкак палăрмаллах ÿсет: шалу тÿлемелле, ГСМ, топливо, саппас пайĕсем, удобрени, оборудовани туянмалла. Хамăр вăйпа, парăма кĕмесĕр те çураки ирттерсе яма пулать-ха, анчах лаптăка удобрени сахалрах хывма тивет, паха вăрлăх та илеймĕн, — палăртрĕ Алексей Ершов.
— Кăçал çураки ирттерме Раççей ял хуçалăх банкне 4 млн тенкĕ парăма кĕтĕмĕр, — калаçăва хутшăнчĕ хуçалăхăн тĕп бухгалтерĕ Рамиль Тукаев. — Халĕ татах 1 млн тенкĕ кредит минерал удобренийĕсене туянма илесшĕн. Вăл хакланчĕ, 1 килограмĕ 24 тенкĕ тăрать. Эпир туянни çĕр улми лаптăкне кăна хывма çитет. Çăмăллăх кредитне /çулталăкра 5%/ сезон ĕçне ирттерме илетпĕр. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.