«Ĕçленĕ чухне ачалăха таврăнатăп»

«Ĕмĕр пурăн — ĕмĕр вĕрен» тесе ахальтен каламан ватăсем. Пурнăç тути-масине курнăскерсем шухăшласах пупленĕ. Çĕннине пĕлме тăтăшах ăнтăлатпăр вĕт. Çапла пулмалла та — пурнăç таппипе тан утмалла. Кулленхи пулăмсемпе, улшăнусемпе çыхăннă çакă. Теприсем вара вăтам çула çитсен те професси пĕлĕвĕ илме ăнтăлаççĕ. Çакна та ырламалла. Ку е вăл тĕлĕшпе пурсăмăр та ĕмĕрĕпех вĕренетпĕр.

Вăрнар районĕнчи Кÿстÿмĕрти Димитрий Ириков — шăпах малалла ăнтăлаканнисен йышĕнчен. Çемье чăмăртаса йăва çавăрсан, ача-пăчаллă пулсан аслă пĕлÿ илме шухăш тытнă вăл. Профессине те сумлине суйланă — учитель.

— Çак ялтах çуралнă — тăван кĕтесрех тĕпленнĕ, çак шкултах вĕреннĕ — кунтах ĕçлетĕп, — тет Димитрий Петрович хăйĕнпе паллаштарнă май.

10 класс вĕреннĕ хыççăн йĕкĕт çулталăк ялти колхозра трактористра тăрăшнă. Ун хыççăн Ял хуçалăх академийĕнче вĕреннĕ. Диплом илсен те çамрăк зоотехник тăван тăрăхнех таврăннă.

— Пурнăç йывăртарахчĕ ун чухне. Колхозсем арканма тытăнчĕç, шалу вăхăтра тÿлейместчĕç. Çамрăк-çке, авланма та нухрат кирлĕ, — аса илет арçын.

Çапла зоотехникра 4-5 çул тăрăшнă хыççăн аякри хуласене çÿреме тытăнать. Вăрнар хĕрĕпе Любовь Ивановнăпа часах çемье чăмăртаççĕ. Тĕп килтен уйрăлса тухмаллине чухлаканскерсем уйрăм çĕр илеççĕ, унта çурт лартма тытăнаççĕ.

— Авлансан, паллах, ача-пăча çуралать. Ывăл-хĕре тăхăнтартмалла, çитермелле... — тет виçĕ хутчен ашшĕ. — Ачасем шкула кайма тытăнсан вĕсемпе юнашар пулмаллине туйрăм. Аякри хуласене çÿреме чарăнма вăхăт çитнине сисрĕм. Çулсем те иртсе пыраççĕ-çке — ĕç çывăхра пулни те паха.

Çапла арçын хăйне «вĕрентекенре» тĕрĕслесе пăхма шухăш тытать. Ĕç вырăнĕ те тупăнать — ăна шкулта технологи учителĕ çуккине систернĕ. Арçын çĕнĕ тивĕçне кÿлĕнет — çакă ăна кăмăлне кайнине кура ятарлă пĕлÿ илме тĕв тăвать. Çапла 39 çула çитсен ЧППУна куçăнсăр майпа вĕренме кĕрет.

— Вĕренме нихăçан та кая мар. Ачасемпе ĕçлеме опыт пуррине кура-ши — экзаменсене тытма йывăр марччĕ. Ăс-тăн та çирĕпленнĕ ĕнтĕ. Шкулта ĕçлеме те йывăр теместĕп. Малтанах кăткăслăхсем пурччĕ паллах, халĕ вĕсене те çăмăллăнах парăнтаратпăр, — тет опычĕпе çамрăк вĕрентекен. — Ĕçлеме пуçлани пилĕк çул çитрĕ. Ачасемпе пĕр чĕлхе çăмăллăнах тупатпăр. Хам та тĕрлĕ хатĕрпе аппаланма килĕштеретĕп. Яш-кĕрĕме вĕрентсе-сĕнсен вĕсем те темĕн те ăсталама хавхаланаççĕ. Тĕрĕс çул çеç кăтартмалла. «Ун пек япала та тума пулать-и?» — тĕлĕнеççĕ малтан. Ĕçе пуçăнатăн та — йĕркеллех пулса тухать.

Чăн та, йывăçран та темĕн те тума пулать. Касса кăларса, сăрласа кăна мар, турпас таврашĕнчен, строительство материалĕсен юлашкисенчен /татăк-кĕсĕке ялти столяр цехĕнчен илсе килеççĕ Кÿстÿмĕр ăстисем/ еплерех илемлĕ ÿкерчĕксем пулса тухаççĕ! Пăхса ытараймăн. Учительпе вĕренекенсем ялти кивĕ шыв арманĕн вырăнне те, утара та сăнланă. Кусем — чăн пурнăçрисем. Шухăшласа кăларнисем тата мĕн чухлĕ! Тĕнче карттине те хăма çине куçарма тытăннă ачасем. Малашне Чăваш Енĕнне те сăнлĕç-ха. Акă тата сирĕн шкулта хăма кĕнеке пур-и-ха? Кунашкаллине курма тÿр килнĕ-и? Кÿстÿмĕрсем вара тĕнче епле пуçланса кайнине, çĕре кам тата хăçан уçнине шăпах хăма-кĕнеке çинче çырса кăтартнă. Кунашкаллине пĕрре мар тунă-ха вĕсем. Экологи çулталăкĕ иртнĕ май республикăри Хĕрлĕ кĕнекери хăш-пĕр чĕрчуна халалласа кăларни те пур. Вăл — конкурсра.

— Тĕрлĕ илем ăсталасси шкула килсен çуралнă киленĕç тесен те йăнăш мар. Малтан ку ĕçпе аппаланма вăхăт пулман. Халĕ тупăнать те — тытатăп, — тет Димитрий Петрович. Паллах, унччен аякри хуласенче вăхăт нумай ирттернĕ. Таврăнсан килте стройка кĕтнĕ. Пÿрт-çуртне те, хуралтисене те ăста кил хуçи хăех тунă-çке.

Пултарулăхĕ вара — ачалăхранах. Алли çыпăçуллă пулнине каччă хăй те туйнă. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах ÿкерме ăста пулнă вăл. Стена хаçачĕсем, уяв валли плакатсемпе ÿкерчĕксем сăрланă. Çавăнпах шкултан вĕренсе тухсан худграфа та вĕренме кĕресшĕн пулнă — балсем çитменрен ĕмĕтне пурнăçлайман. Халĕ çак çитменлĕхе туллин тивĕçтерет темелле.

— Ун чухне ĕçлемелли хатĕрĕсем те пулман. Паян мĕн тĕрли кăна çук! Ĕçленĕ чухне ачалăха таврăнатăп тесен те йăнăш мар, — тет Димитрий Ириков.

Татьяна НАУМОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

 

 

Татьяна НАУМОВА"Чăваш хĕрарамĕ" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.