Ĕçлеме пăрахсан – индексаци виçипе

28 Утă, 2017

Федерацин «Страховани пенсийĕсем çинчен» саккунне ĕçлеме пăрахнă пенсионерсене индексацие шута илнĕ пенси памалли тапхăра чакарма ирĕк паракан улшăнусем кĕртнĕ. Асăннă документ çитес çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнче вăя кĕрет.

Çĕнĕ нормăсемпе килĕшÿллĕн пенсие ĕçрен кайнă хыççăнхи тепĕр уйăхăн 1-мĕшĕнченех тулли виçепе памалла тăваççĕ. Чăн та, индексациленĕ суммăна вăл тăваттăмĕш уйăхра кăна илет, анчах малтанхи виçĕ уйăхри хушма тÿлевпе пĕрле. Ĕçпе тивĕçтерекен хăйĕн патĕнче вăй хуракансем çинчен панă кăтартусене йышăнса тишкермешкĕн тата тÿлев хучĕсене хатĕрлемешкĕн шăпах çакăн чухлĕ вăхăт кирлĕ. Индексацие шута илсе палăртнă пенсие хальхи вăхăтра ĕçрен кайнă хыççăнхи виçĕ уйăхшăн тÿлемеççĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.