Ĕçлекенсене шалăва конвертпа тÿлекен усламçăсем пур
14 Jul, 2016

Çавна май район бюджетне кĕмелли укçа çухалать

Паян ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче ĕçлĕ тĕлпулусем ирттерчĕ.

Михаил Игнатьева район сыватмăшĕн ĕçĕ-хĕлĕ, çĕнĕрен уçăлнă инфекци уйрăмĕ уйрăмах кăсăклантарчĕ.

— Ку уйрăма — 1974 çулта, тĕп корпуса тепĕр 6 çултан тунă. Унтанпа тĕпрен пĕрре те юсаман, — пĕлтерчĕ Иван Игнатьев тĕп тухтăр. — 2012 çулта федераци тата республика хыснисенчен укçа килме тытăнчĕ. 4-5 çулта — 40 миллион тенке яхăн. 3 çулта больницăна тĕпрен лайăхлатрăмăр: электрооборудование, шыв пăрăхĕсене улăштартăмăр, ытти ĕç нумай турăмăр.

2015-2016 çулсенче сикекен чирсен уйрăмĕ валли 4,5 миллион тенкĕ хушма укçа çитрĕ. Унта Çĕмĕрле хули, Хĕрлĕ Чутайпа Çĕмĕрле районĕсен çыннисене сиплетпĕр.

Михаил Васильевич Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Шĕмшеш ялĕнчен сывалма килнĕ Мария Ярадаева палатине кĕрсе курчĕ. Мария Ивановна республика Пуçлăхне уйрăма çĕнетме пулăшнăшăн тав турĕ, кунта хăйне лайăх пăхнине палăртрĕ.

— Эпĕ больницăра пĕлтĕр выртрăм. Кунта мĕн тери ăшă кăмăллă специалистсем ĕçлеççĕ. Мана, 83 çултискере, пĕчĕк ача вырăнне хурсах тимлĕ пăхрĕç, — Зоя Самылкина пенсионерка Михаил Васильевичпа урамра чылайччен калаçрĕ, тав турĕ.

Корпусра, палатăсенче хăтлă пулсан та, картишре чылай çитменлĕх асăрхарĕ М.Игнатьев. Улмуççисем ытлашшипех туратланнă. Вĕсене касса йĕркене кĕртекен çук. Строительсем асфальта япăх сарнă. Çумăр çунă хыççăн унта та кунта кÿлленчĕк пухăнать.

Михаил Игнатьев район пуç- лăхĕсемпе Александр Степановпа тата Александр Башкировпа муниципалитет йĕркеленĕвĕн çивĕч ыйтăвĕсене сÿтсе яврĕ.

Культура çуртĕнче "Районăн 2016 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ тата иккĕмĕш çур çулти тĕллевсем" ыйтупа канашлу иртрĕ.

— Муниципалитет йĕркеленĕвĕсенче халăхпа куçа-куçăн тĕл пуласси йĕркене кĕчĕ. Çынсем влаç органĕсене шанаççĕ, кунран-кун пухăнакан ыйтусене пĕрле татса парасшăн. Пирĕн тĕллев — çĕнсе илнĕ шая упраса хăварасси çеç мар, пурнăç пахалăхĕн кăтартăвĕсене çултан-çул лайăхлатасси те, — терĕ М.Игнатьев.

Александр Башкиров отчетлă докладра халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ сферинче тунă ÿсĕмсене асăнчĕ. Çав вăхăтрах çитменлĕхсене асăрхамасăр иртеймĕн. Демографи лару-тăрăвĕн çивĕчлĕхĕ чакмасть. Вилекен нумай. Хĕрарăмсен вăтамран 79 çул пурăнаççĕ. Арçынсен пурнăç тăршшĕ пĕлтĕр 64 çулпа танлашнă, кăçалхи çур çулта вăл 2 çул чакнă. Хĕрарăмсемпе танлаштарсан уйрăмлăх — 17. Тÿрĕ кăмăллă мар предпринимательсем тара кĕрĕшнисене конверт-па шалу тÿлеççĕ. Çавна май район бюджечĕн тупăш пайне кĕрес укçа çухалать.

РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова, ЧР Патша-лăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ, "Единая Россия" политика партийĕн Чăваш регион уй-рăмĕн секретарĕ Николай Малов, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — фи-нанс министрĕ Светлана Енилина, вĕренÿ министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Петрова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăвашпотребсоюз предсе-дателĕ Валерий Павлов, экономика министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Антонова, культура министрĕн заместителĕ Вячеслав Оринов хăйсен шухăшĕсене палăртрĕç.

Районта 9 тата 11-мĕш классенчен вĕренсе тухакансем экзаменсене япăх хатĕрленмеççĕ, анчах пĕлÿ хаклавĕ республикăн вăтам кăтартăвĕнчен 2 хут япăхрах. Сăлтавĕ — урăххинче. Çамрăк, пуçаруллă, пултаруллă педагогсем çитмеççĕ. Аслă категориллĕ учительсем республикăн вăтам кăтартăвĕнчен 2,5 хут сахалрах.

Роспотребнадзор ĕçченĕсем ачасене мĕнле апатлантарнине тĕрĕсленĕ, нумай çитменлĕх тупнă. Çамрăк ăру сывă çитĕнесси апат пахалăхĕнчен те килет. Районта 9 организаци рабочийĕсем шалу 7 пин тенкĕрен сахал илеççĕ.

— Хĕрлĕ Чутайра ĕçчен çынсем пурăнаççĕ. Чылай енĕпе çитĕнÿсем тунă, çитменлĕхсем те çук мар, — пĕтĕмлетрĕ канашлăва М.Игнатьев. — Пĕчĕк тата вăтам бизнеса çине тăрса аталантармалла.

Республика Пуçлăхĕ Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вĕренекен кадет класĕпе тĕл пулчĕ. Чылайăшĕ çар çынни пулма ĕмĕтленет. ОБЖ учителĕ Эдуард Романов хатĕрлекен ушкăн çар çулне çитменнисен спартакиадинче Чăваш Ен чысне хÿтĕлесе Раççейри 54 командăран 2-мĕш вырăн йышăннă. М.Игнатьев пултаруллă ачасене пысăк çитĕнÿшĕн тав турĕ.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

 

Валентин ГРИГОРЬЕВ