Ĕçлĕ çыхăнусем вăйланма пулăшаççĕ

24 Пуш, 2017

Патăрьел районĕнче çуралса ÿснĕ Александр Колосов матроспа Етĕрнери Сергей Трофимов тĕп старшинашăн, Çурçĕр флочĕн Кольски флотилийĕн йышĕнчи «Ядрин» çар карапĕнче контракт мелĕпе хĕсметре тăраканскерсемшĕн, кăçалхи пуш уйăхĕн 18-мĕшĕ нумайлăха асра юлĕ.

Шăпах çав кун вĕсем службăра тăракан Полярный хулине Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пыракан делегаци пынă. «Республикăна ертсе пыракансем кунта килни — экипажшăн паллă пулăм. Тăван кĕтеспе çыхăну тытни пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ. Çав хушăрах Чăваш Ен Пуçлăхĕ пирĕн ĕçпе кăсăкланни хушма яваплăх çуратать. Михаил Васильевич пирĕн атте-аннерен видеосалам илсе килнĕ. Ку — питĕ хаклă парне», — савăнăçне пытарман Сергей Трофимов. Çакна та палăртса хăвармалла: «Ядрин» тральщика Етĕрне хулин администрацийĕ шефа илнĕ, ăна тахçантанпах пулăшса тăрать.

Михаил Игнатьев тунтикун, пушăн 20-мĕшĕнче, Правительство çуртĕнче ирттернĕ канашлура хăйсем Полярный хулинче шывай киммине пăхса çаврăннине, Кольски флотилийĕн командующийĕпе Олег Голубев вице-адмиралпа тĕл пулса калаçнине пĕлтерчĕ. Вăл командующи пирĕн ентешсем-çар çыннисем пысăк ят-сум çĕнсе илнĕшĕн кăмăллă пулнине палăртрĕ. Вĕсем Чăваш Ене кивĕ шывай киммин пĕр пайне Чăваш Ене пама хирĕç маррине систерчĕ. Паллах, хăйнеевĕрлĕ экспоната /ăна çулла илсе килме планлаççĕ/ ăçта вырнаçтарассине малтан сÿтсе явĕç, унта общественноçа та хутшăнтарĕç. Михаил Игнатьев Мурманск облаçĕнче старт илсе харăсах виçĕ çĕршывра — Раççейре, Финляндире, Норвегире — иртекен Туслăх йĕлтĕр йĕрĕ пирки, унта чикĕ хуралçисемпе пĕрлех ахаль çынсем те хутшăнни çинчен каласа кăтартрĕ. Çакă туризма аталантарма пулăшнине çирĕплетрĕ.

Чăваш Ен Мурманск облаçне ял хуçалăх продукцине, напиток, пир-авăр тата промышленноç техникине ăсатать, асăннă облаçран пирĕн республикăна пулă илсе килеççĕ. 2015 çулта икĕ регион хушшинчи тавар çаврăнăшĕ 72 миллион тенкĕпе танлашнă. Асăннă кăтарту çывăх вăхăтра татах та пысăкланас шанăç пур: пушăн 18-мĕшĕнче Мурманск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕн пĕрремĕш заместителĕ Алексей Тюкавин тата Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев икĕ регион пĕр-пĕринпе суту-илÿпе экономика, ăслăлăхпа техника тата культура енĕпе çыхăнса ĕçлеме килĕшÿ алă пуснă-çке. «Çак килĕшÿ икĕ регионшăн та усăллă çыхăнусене аталантарма пулăшасса шанса тăратăп. Пире Чăваш Енре кăларакан продукци кăсăклантарать. Чĕртавар хатĕрлекен промышленноçра йывăр техника çитмест, çавăнпа пирĕн предприятисене Чăваш Енре кăларакан бульдозер техники питĕ кирлĕ. Чăваш Енре çавăн пекех электротехника кластерĕ вăйлă аталаннă, эпир вара шăпах электричествăпа тата ăшăпа тивĕçтерекен хуçалăхсене тĕпрен юсаса çĕнетесшĕн», — тенĕ Алексей Тюкавин. «Эпир бизнеспа предпринимательлĕхе аталантармашкăн хушма майсем йĕркелесшĕн: пирĕн бизнесменсем, çамрăксем пĕр-пĕрин патне çÿресе чи лайăх практикăсемпе хăйсен ĕçĕнче усă курччăр. Регионсен çыхăнăвĕсене аталантарса эпир тата вăйлăрах пулатпăр», — уçăмлатнă Михаил Игнатьев.

Мурманск облаçĕнче паянхи кун 4 пине яхăн чăваш пурăнать. Малтанах унта 8 чăваш çеç пулнă. Ку хулана çынсем ĕçлеме тата службăна малалла тăсма çĕршывăн пĕтĕм кĕтесĕнчен килеççĕ. «Пирĕн ентешсем Мурманск çĕрĕ çинче хăйсене хăтлă туяççĕ. Çакăншăн эпĕ регион ертÿлĕхне тав тăватăп», — тенĕ Михаил Игнатьев облаç кĕпĕрнаттăрĕн пĕрремĕш заместителĕпе тĕл пулнă май. Чăвашсем «Чăваш тăрăхĕ» общество йĕркеленĕ. Унăн ертÿçисем — отставкăри офицерсем — Чăваш Енрен тухнă çар çыннисене, Çурçĕр флотĕнче службăра тăракансене, хăйсен хÿттине илнĕ. Пĕрлĕх ертÿçи Валериан Гаврилов каланă тăрăх — общество хастарĕсем хуласем, çар базисем тата карапсем тăрăх концертсемпе çÿреççĕ, тăван чĕлхепе культурăшăн тунсăхланă ентешсене чăваш юрри-ташшипе савăнтараççĕ. Сăмах май, делегаци йышĕнче пулнă ЧР культура министрĕ Константин Яковлев Мурманск облаçĕнчи культура коллективĕсене кăçалхи Республика кунĕнче иртекен халăх пултарулăхĕн пĕтĕм Раççейри «Раççей çăлкуçĕсем» фестивале хутшăнма чĕннĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.