Ĕçĕ йывăр, çиме тутлă

6 Çĕртме, 2018

Çулла картиш кайăк-кĕшĕкпе тулать. Хĕлле хур-кăвакал тукмакне çиес тесен çăвĕпех тăрăшмалла. «Ĕçлемесĕр пурăнма май çук», — тет Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Туктамăшри Галина Храмова.

Вĕсен картишĕ çулла хур-кăвакалпа мар, кăрккапа тулать. «Биг 6» ăрата ашлăх çитĕнтерет çемье. Унăн çăмартине хăй вăхăтĕнче Мускав тăрăхĕнчен илсе килнĕ. Килти инкубаторта кăларнă. Кăрккана лайăх пăхсан 30 кг çитме пултарать. Унăн какайĕ сĕтеклĕ пулнине каларĕ кил хуçи. Вăл ачасемшĕн те питĕ сиплĕ. Çитменнине, çак кайăк-кĕшĕк апата та тиркемест. Çулла курăк çинчех ÿсет. Купăста, кавăн кăмăллать. Чăх-чĕп сĕлĕ çимест пулсан, кăркка ăна та юратать.

Картишĕнче «çăматă» тăхăннă чăх-чĕпе те асăрхарăм. Ку «брама» ăрат иккен. «Эпир вĕсене тăваттăмĕш çул усратпăр. Сивве чăтăмлă кайăк-кĕшĕк шутланать. Хăйсемех пусма лараççĕ, чĕпĕ кăлараççĕ. Вĕсене лайăх пăхса çитĕнтереççĕ. Çăмарти те шултра», — пĕлтерчĕ Галина Геннадьевна.

Килте туса илнĕ апат-çимĕç вара лавккаринчен тутлăрах та, сиплĕрех те. Паллах, ĕçлемесĕр нимĕн те пулмасть. Ытларах çуллахи вăхăтра. Кун пек чухне ĕнсе хыçма та вăхăт çук тени тĕрĕс çав.

— Пысăк улшăнусем пулса иртрĕç тесех калаймăн. Хальхи вăхăтра та ĕçе ытларах алă вĕççĕн пурнăçлатпăр. Тулли савăтсене хупассине, чĕркессине механизациленĕ ĕнтĕ. Салат хатĕрленĕ вăхăтра та пахча çимĕçе алăпах тасататпăр. Машина вĕтетнине пĕçерсе савăтсене тултарасси каллех пирĕн çине тиенет. Унччен чĕр тавар тирпейлекен предприятире тăватă бригадăра 40 çын ытла вăй хунă. Унтанпа ĕçлекенсен йышĕ икĕ хут чакрĕ. Халĕ пĕр бригадăра ултă çын юлнă. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.