Ĕçе тытăнма хатĕр-и?

7 Ака, 2016

Кăçал çуракинче республикăра 580 пин гектар акса-лартса хăвармалла /2015 çулхин 101,1 проценчĕ/. Çурхи культурăсем 320, 6 пин гектар йышăнмалла /иртнĕ çулхи шайрах/. Лаптăксен 50,6 проценчĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, 40,2 - выльăх апачĕ, 5,9 - çĕрулми, 2,4 - техника культури, 0,8-шĕ пахчаçимĕç пулĕ.

Пĕлтĕр кĕрхи культурăсем тата выльăха çитерме ешĕл апатлăх 82,5 пин гектар акса хăварнă, 195 пин гектар çĕртме тунă. Акмалли плана ултă районта тултарнă /Улатăр, Элĕк, Йĕпреç, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Елчĕк/. Вăрмар /51,8 процент/, Тăвай /57,4/, Патăрьел /66,2/, Шупашкар /67,5/, Шăмăршă /68,3/ тата хăш-пĕр районта кĕрхисем çителĕксĕр акнă.

Кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕ 48,1 пин тонна кирлĕ. Ăна вара çителĕклех янтăланă /49,3 пин тонна/.

Ака уйăхĕ тĕлне унăн 91 проценчĕ кондицие ларнă. Элĕк, Патăрьел, Йĕпреç тăрăхĕсенче паха вăрлăх чылай.

Минерал удобренийĕсем 7,8 пин тонна хатĕрленĕ /39,2 процент/. Вăрнар районĕнче кăтарту 82,5 процентпа танлашнă, Улатăр енче - 11.

Кăçалхи сезон ĕçĕсем валли дизтопливо - 23,5 пин /çуракинче - 6,3 пин/, бензин 4,6 пин /1,3 пин/ тонна кирлĕ пулать. Хальхи вăхăтра республикăри хуçалăхсен дизтопливо - 90,4, бензин 48 проценчĕ чухлĕ пур.

Хĕрÿ тапхăра хатĕрленсе ирттерессипе ятарлă штаб йĕркеленĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.