«Ĕçе - мухтав»

12 Нарăс, 2016

Çак ятпа Шупашкарти «Асамат кĕперĕ» культурăпа курав центрĕнче ятарлă проект ĕçлеме пуçланă. Ăна Ĕç çыннин çулталăкне халалланă.

Савăнăçлă мероприятие РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова, ЧР Общество палатин членĕ Нина Семедова-Полупан, вĕренÿ учрежденийĕсен ертÿçисемпе педагогсем, студентсем хутшăннă. Алена Игоревна чăваш халăхĕ ĕçчен те пултаруллă пулнине, Чăваш Енре профессионалсем тăрăшнине палăртнă. «Хастар та ĕçчен çын кăна пысăк çитĕнÿсем тума пултарать. Кунашкаллисем пирĕн хушăра сахал мар. Вĕсене кашни çамрăкăн пĕлмелле, вĕсенчен тĕслĕх илмелле», - тенĕ депутат курава уçнă май.

Проектпа килĕшÿллĕн республикăри 13 шкулта ĕç çыннисен пурнăçне сăнлакан курав ĕçлĕ. Унта ачасем архиври документсемпе, сăнÿкерчĕксемпе, ĕç хатĕрĕсемпе, ÿнерçĕсен картинисемпе, иртнĕ ĕмĕрĕн 20-30-мĕш çулĕсенчи кинофильмсемпе паллашма пултарĕç.

Теги: