Ĕçе малалла тишкереççĕ

18 Авăн, 2019

Елчĕк район судĕнче Александр Михайлов тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе малалла тишкереççĕ.

Елчĕкри айăплакансемпе суд председателĕ медэкспертсен пĕтĕмлетĕвне шута илесшĕн мар. Кун пирки судпа айăпланакан Александр Михайлова хÿтĕлекенпе тăванĕсем пĕлтереççĕ. Вĕсем уголовлă ĕçпе çыхăннă никама пăхăнман экспертсен пĕтĕмлетĕвне пăхса тухмашăн ходатайство тăратнă, анчах шута илме килĕшмен. Никама пăхăнман медэкспертсен шухăшĕпе, Наталья Архипова картлашка çине ÿксе суранланма пултарнă.

Çавăн пекех суд ларăвне кÿнтелене йыхравламан, вĕсене итлемен. Наталья Архиповăн ывăлĕ те кунпа килĕшменнине палăртнă. Маларах вăл судра Александр Михайлова хÿтĕленĕ, ашшĕн хутне кĕнĕ. Унсăр пуçне Николай Архипов та çак уголовлă ĕçпе çыхăннă ытти çын суд ларăвĕсенче тăван мар чĕлхепе калаçма кăткăс пулнине палăртнă. Вăл хăйĕн шухăшне журналистсене тата обществăна пĕлтерес кăмăллă.

Аса илтерер, Елчĕк районĕнче пурăнакан Александр Михайлова Наталья Архиповăна вĕлернĕ тесе айăплаççĕ. Редакци суд ларăвĕсемпе кăсăклансах тăрать.

Комментари хушас