Ĕçченлĕхпе тăрăшулăх çул уçса пыраççĕ

4 Нарăс, 2017

— Хĕл хырăмĕ аслă. Çу çитсен иртен пуçласа каçченех хĕвел çинче эпир: гектарĕ-гектарĕпе утă çулатпăр, — ăшшăн кулать Елчĕк районĕнчи Патреккелти Валерий Выйгетов.

Мĕн пĕрлешнĕренпех вите тулли ĕне-вăкăр усраççĕ вĕсем. Туй хыççăн çамрăк мăшăр Чĕмпĕр облаçне тухса кайнă — Валера сĕт турттарнă, Светлана фермăна дояркăна вырнаçнă. Мал ĕмĕтлĕ те ĕçрен хăраманскерсем малтанхи кунранах хуçалăх ертÿçин кăмăлне кайнă: ал çавăрса ямашкăн çамрăксене ĕне, утă-улăм панă. «Чĕмпĕр облаçĕнчен Патреккеле пушă алăпа мар, икĕ ĕнепе куçса килтĕмĕр. Выльăхсăр пĕр кун та пурăнма пултарайман эпир. Сыснасен шучĕ 25-е те çитекенччĕ. Атте те: «Çаксем иккĕшĕ те пĕрешкел, йĕппипе çиппи пекех, епле пулма пĕлнĕ-ши?» — тесе тĕлĕнетчĕ. Пĕрлешнĕ тĕк пурнăç тумалла-çке, никама та шанса лармалли çук. Ачасене тĕрĕс çитĕнтермелле. Иртĕнсе ÿсмен, ĕçлесен çеç çăкăр çиме май пулнине пĕчĕкрен лайăх ăнланнă эпир», — сăмах çăмхине сÿтет Валерий Владимирович.

Валера юнашарти Элекçей Тимеш хĕрачине пĕчĕккĕллех куç хывнă. «Сăнÿкерчĕкри йăл кулса ларакан 3-мĕш класри Света халь те куç умĕнчех. Ун чухнех маттурккаччĕ, ун чухнех килĕшетчĕ вăл мана», — мăшăрĕн куçĕнчен ăшшăн пăхать кил хуçи. Çитĕнсе çитсен каччă Элекçей Тимеш ялне сукмак хывнă. Пысăк юратупа пĕрлешнĕ мăшăр. «Эпир халĕ те хĕрпе каччă пек пурăнатпăр. Пĕр-пĕрне хальччен те сивĕ сăмах каласа курман. Хирĕçмелли сăлтав та çук. Валера ĕçмест-туртмасть, çур сăмахран ăнланать, пулăшать мана, хĕрарăма тата урăх мĕн кирлĕ? Вăл мана ялан ырра вĕрентет. «Кирек кама та сывлăх сун, ан мăнкăмăллан. Ÿсĕр çынна та ним чĕнмесĕр иртсе ан кай. Май пур таран иккĕн ĕçлеме хăнăхнă эпир. Кашни кунах çапла — ирхи тăватă сехетрех ура çинче», — каласа кăтартать кил хуçи арăмĕ.

Светлана тăватă ĕне сăвать. Вĕсемсĕр пуçне — витере тăватă пуç вăкăр. Кăрккисемпе хур-кăвакалне пусса тирпейленĕ. Валера Патăрьеле, Елчĕке кашни кунах ГАЗельпе сĕт турттарать. «Пире хуçалăх нумай пулăшать: тырăпа, утă-улăмпа тивĕçтерет. Çакăн чухлĕ выльăха хĕл каçарма чылай апат кирлĕ. Кама мĕнле пуль те, пире ĕне усрама вăрлăх сухан çитĕнтернинчен ансатрах. Ÿстерме çеç-и, упрама пĕлмелле-çке ăна. Çăвĕпех çĕр çинче упаленекен тăвансем те пире кура мăйракаллă шултра выльăх тытма пуçларĕç», — кăмăллăн калаçать Валерий Выйгетов.

Паян ялта тĕрлĕрен пурăнакан пур. Пĕрисем "ĕç çук, укçа тÿлемеççĕ" тесе ÿпкелешсе ларсах вăхăт ирттереççĕ. Выйгетовсем евĕр маттур çемьесем нимĕнле йывăрлăха парăнмасăр малтан мала талпăнаççĕ. Ял тăрăхĕнче те вĕсем пирки ырăпа кăна калаçаççĕ. Çак чыса мăшăр ĕçченлĕхĕпе, тăрăшулăхĕпе çĕнсе илнĕ.

Елена АТАМАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.