Ĕçчен çын ĕмĕр мухтавра

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче потребкоопераци ĕçченĕсен

Раççей потребительсен кооперацийĕ 185 çул тултарнине тата Чăваш Республикинчи Ĕç çыннин çулталăкне халалланă форумĕ иртрĕ.

Театр фойинче пысăк курав йĕркеленĕ. Экспозицисем потребкооперацин тĕрлĕ отраслĕсем мĕнле аталанса пынипе паллаштараççĕ. Тĕслĕхрен, суту-илÿре ĕлĕк усă курнă тата хальхи çĕнĕ йышши ĕç хатĕрĕсене юнашар вырнаçтарни ÿсĕм çул-йĕрне витĕмлĕн палăртать. Тепĕр стендра “Уй-хиртен — сентре çине” çыхăнăва кăтартса панă. Чăвашпотребсоюз организацийĕсем халăхран пухнă чĕртавартан хăйсемех продукци хатĕрлесе сутаççĕ. Çак ĕçе туллин йĕркеленипе вĕсем ытти тавар туса кăларакансенчен тахçантанпах уйрăлса тăраççĕ.

Уява хăйсен продукцине, çав шутра “ кусная линия” суту-илÿ маркипе кăлараканнине те, Етĕрнери аш-какай комбиначĕ, «Кооператор» тулли мар яваплă общество, «Çĕрпÿ райповĕн пĕремĕкĕ» тулли мар яваплă общество, Элĕк райповĕн общепичĕ, пахчаçимĕç комбиначĕ, Хĕрлĕ Чутай райповĕн «Янтарь» тулли мар яваплă обществи, «Волга 21» тулли мар яваплă общество, «Кооптехсервис» тулли мар яваплă общество илсе килнĕ. Курава вĕсем паха ас-сортиментпа пуянлатрĕç. Потребкоопераци валли кадрсем хатĕрлекен Шупашкарти коопераци техникумĕн студенчĕсемпе выпускникĕсен çитĕнĕвĕсем, вĕрентÿре усă куракан çĕнĕ технологисем çинчен каласа паракан экспозици те пулчĕ. Паллашма та май пулчĕ. Куравпа Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та тĕплĕн паллашрĕ.

Форумра общество апатланăвĕн предприятийĕсен поварĕсемпе кондитерĕсем апат-çимĕç, пылак изделисем хатĕрлес тĕлĕшпе тупăшрĕç. Конкурс çĕнтерÿçисене форум вĕçĕнче чысларĕç.

Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ, Раççей Центросоюзĕн канашĕн членĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов форума хутшăнакансене Раççей по-требкооперацийĕ 185 çул тултарнă ятпа саламларĕ, потребительсен кооперацийĕ ялти социаллă ыйтусене татса парас, ял çыннисен пурнăçне лайăхлатас енĕпе патшалăх влаç органĕсен тата вырăнти хăйтытăмлăхăн тĕп партнерĕсенчен пĕри пулнине палăртрĕ. Чăвашпотребсоюз паян — 100 ытла предприятие пĕрлештерсе тăракан, 8 пине яхăн çын ĕçлекен нумай отрасльлĕ комплекс. Пысăк çак коллектива 2015 çул кăтартăвĕсемпе Раççейри 76 потребсоюз хушшинче ирттернĕ экономика ăмăртăвĕнче çĕнтернĕшĕн Центросоюзăн куçса çÿрекен ялавĕпе чысларĕç. Раççей Центросоюзĕнче чи лайăх потребсоюз ятне Элĕк райповĕ тивĕçрĕ, Ишлей райповĕ виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ.

«Паян çак залра ĕç çыннисем — кооперацие палăртнă çул-йĕрпе çирĕппĕн утма, çĕнĕлĕхсене, малашлăх плансене пурнăçа кĕртме куллен ырми-канми вăй хуракан çынсем — пухăннă», — терĕ Валерий Павлов. Вăл ĕç династийĕсен представителĕсене, потребко-операци ветеранĕсене, республика ертÿлĕхне потребкоопераци организацийĕсем ялшăн социаллă пĕлтерĕшлĕ ĕçсем тунине ăнланса пулăшнăшăн уйрăммăн тав турĕ.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев форума пухăннисене Раççей потребкооперацийĕн 185 çулĕпе саламларĕ, ырлăх-сывлăх, телей, юрату сунчĕ. «Эпĕ сирĕнпе пĕрле пулма, хамăрăн пĕрлехи ĕçе сÿтсе явма хавас, — терĕ вăл. — Кооператорсем хăйсен ĕçне пысăк яваплăхпа пурнăçлаççĕ, яланах халăхпа юнашар пулма, унăн ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Чăвашпотребсоюз, унăн организацийĕсем Раççейре çулсерен чи лайăххисен шутĕнче пулнипе мăнаçланатăп. Вĕсем ялшăн питĕ нумай тăваççĕ. Паян ялпа хула хушшинче уйрăмлăх çук. Республикăна килнĕ хăнасем те райпосен лавккисенче, ка-фисенче пулса курнă хыççăн çакна кашнинчех палăртаççĕ. Ялти кооператорсем хальхи технологисемпе, оборудованипе пĕлсе усă курни, çĕнĕлĕхсене çул пани курăмлă аталанса пыма май парать. Малашне те çитĕнÿсем тума ырă сунатăп»

Кооператорсене уявпа РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн замести-телĕ Алена Аршинова, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Николай Малов, республикăн муниципалитет пĕрлĕхĕсен правленийĕн председателĕ Леонид Черкесов саламларĕç.

Ĕçре палăрнисене патшалăх, ведомство наградисене пачĕç. «Кооптехсервис» общество директорне Владимир Петрова Чăваш Республикин Хисеп грамотипе наградăларĕç. «Чăваш Республикин халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерес сферăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята илни-сем — Муркаш райповĕн план пайĕн пуçлăхĕ Вера Капитонова, Етĕрне райповĕн Советскинчи закусочнăйри повар Светлана Макарова, Калинин райповĕн канашĕн председателĕ Венера Николаева, Элĕк райповĕн общепит директорĕн заместителĕ Наталия Харитонова. Шупашкарти коопераци техникумĕн преподавательне Наталия Барабаша ЧР тава тивĕçлĕ учителĕн ятне, «Кооператор» обществăн хатĕр продукци склачĕн заведующине Клара Акчуринăна тата Мăн Сĕнтĕр райповĕн кафе заведующине Валентина Моисеевăна республика Пуçлăхĕн Тав çырăвне пачĕç.

Савăнăçлă лару-тăрура професси ăсталăхĕн республикăри конкурсĕн çĕнтерÿçисене тата коопераци организацийĕсен лидер пултарулăхĕпе палăрнă ертÿçисене тĕрлĕ номинацире чысларĕç.

Сцена çинче ĕç династийĕсене курма уйрăмах кăмăллă пулчĕ. Мăн Сĕнтĕр райповĕнчи Кольцовсен пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 160 çулпа танлашать. Чăвашпотребсоюзпа коопераци техникумĕнче ĕçлекен Кольцовсен стажĕ — 129 çул. Йĕпреç райповĕнчи Марюшкинсен, «Тăвай кооперативĕ» потребительсен обществинчи Федоровсен, Пăрачкав районĕнчи Панышевсен, Ишлей райповĕнчи Романовсен çемье династийĕсем те ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.

Уява килнисем республикăри чи лайăх творчество коллективĕсен тата уйрăм юрăçсен концерчĕпе чунтан киленме пултарчĕç.

Алина ЛУКИЯНОВА       

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.