«Ĕçчен чăваш халăхне шанатпăр»

16 Çурла, 2016

Иртнĕ эрнере Чăваш Ене РФ ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Джамбулат Хатуов килни çинчен хаçатра пĕлтернĕччĕ. Вăл ун чухне агропромышленноç хастарĕсемпе канашлу та ирттерчĕ.

Мероприятие ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Правительство членĕсем, муниципалитет ертӳçисем, банксен тытăмĕн представителĕсем хутшăнчĕç.

М.Игнатьев республикăра ял хуçалăх культурисен тухăçĕ пĕлтĕрхинчен пысăкрах пулнине, аграрисен продукцийĕ лайăх хакпа сутăннине, ял хуçалăх предприятийĕсен экономика-финанс кăтартăвĕсем лайăхланнине пĕлтерчĕ.

Проектсене пурнăçлас текенсене эпир пулăшма хатĕр. Вĕсем ял хуçалăхне аталантарма пулăшчăр, — терĕ Михаил Васильевич. — Влаç органĕсен тĕллевĕ — ял хуçалăх таварĕ туса илекенсемпе потребительсен интересĕсене хӳтĕлесси.

Михаил Игнатьев РФ ял хуçалăх министрне Александр Ткачева тата ведомство коллективне Чăваш Ене пулăшма майсем тупнăшăн тав турĕ.

Джамбулат Хатуов регион влаçĕн пулăшăвĕпе республикăра инвесторсене илĕртме лайăх услови йĕркелемеллине палăртрĕ.

— Пĕлтерĕшлĕ тĕллевсем: ял хуçалăх производствин тупăшлăхне, продукци конкурентлăхне ӳстересси. Çавна май импорта пăхăнса тăма пăрахасси, тĕнче рынокне кĕресси, селекципе вăрлăх ĕрчетессине аталантарасси, усă курман çĕр лаптăкĕсене пусă çаврăнăшне кĕртесси, — палăртрĕ Раççей ял хуçалăх министрĕн заместителĕ.

Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов АПКн тĕп кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ.

— Пĕлтĕр тупăшлă ĕçлекен ял хуçалăх организацийĕсем виçĕм çулхинчен сакăр процент ытларах хушăннă. Ял хуçалăх тата апат-çимĕç продукцийĕн отраслĕнче ӳсĕмлĕ ĕçленĕ. Пĕрремĕш çур çулта ял хуçалăх производствин кăтартăвĕ 109% танлашнă, — терĕ Сергей Геннадьевич.

Республика ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ кашни 100 гектар пуçне сĕт тата аш-какай туса илессипе федерацин Атăлçи округĕнче виççĕмĕш вырăн йышăнать.

РФ Ял хуçалăх министерствин Çĕр ĕçĕ, механизаци, химизаци тата ӳсентăрана хӳтĕлес енĕпе ĕçлекен департамент директорĕ, вăлах çĕршывăн тĕп агрономĕ, Петр Чекмарев Чăваш Республики лаптăкĕпе пысăк мар пулин те федерацин Атăлçи округĕнче ял хуçалăх производствинчи пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртрĕ.

— Сирĕнпе çуркунне çак залра тĕл пулнăччĕ. Çуракине ăнăçлă ирттертĕр. Вырма та кал-кал пырать. Тырпул тухăçĕ пĕлтĕрхинчен самай пысăк, — ырларĕ Петр Александрович. — Раççейре çĕрулми туса илессипе Чăваш Ен тата Брянск облаçĕ тĕп регионсем шутланаççĕ. Вĕсен кăтартăвĕ пысăкрах, анчах эсир ан юлăр, танлашма тата иртме тăрăшăр.

Хăмла çинчен те пычĕ сăмах. Çĕршыври сăра хатĕрлекен заводсем партнерсем шыраççĕ. П.Чекмарев Чăваш Ен вĕсен ĕçтешĕ пулма тивĕçлине палăртрĕ.

Ял хуçалăхĕн хăш-пĕр отраслĕнчи кăтартусем хăнасене тивĕçтермерĕç. Минерал удобренийĕпе сахал усă куратпăр. Кашни гектара 26 килограмм çеç хыватпăр. Çав вăхăтрах Мордва Республики — 53 килограмм. Пирĕн вăрлăх хатĕрлекен пĕр завод та çук. Мордовире — темиçе те. Ял хуçалăх техники те сахал туянатпăр. Çавăнпа çĕр лаптăкĕсене вăхăтра сухалама ĕлкĕрейместпĕр.

— Ял хуçалăхне аталантарма мĕн чухлĕ субсиди кирлĕ — шутласа палăртăр. Сире ăна çавăн чухлех парăпăр, — терĕ Джамбулат Хатуов. — Чăваш халăхĕ ĕçченлĕхпе палăрнине пĕлетпĕр. Шанатпăр сире.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.