«Ĕç укçине вăхăтра тÿлемелле»

7 Утă, 2015

Июлĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Чăваш Республикин граждан оборонипе чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров республикăри оперативлă лару-тăрупа паллаштарнă. Вăл июлĕн 5-мĕшĕнче каçхине Патăрьел районĕнче тăвăллă çиле пула 7 кил хуçалăхĕ шар курнине, аçа çапнăран Комсомольски тата Муркаш районĕсенче темиçе пушар тухнине, Вăрмар, Сĕнтĕрвăрри тата Патăрьел районĕсенче электропередача линийĕсем татăлнине пĕлтернĕ. Вениамин Петров каланă тăрăх - юсав ĕçĕсене 22 сехет те 30 минут тĕлне вĕçленĕ.

Михаил Игнатьев чрезвычайлă лару-тăрăва сирме яланах хатĕр пулмаллине палăртнă. "Эпир çынсене инкекре нихăçан та пăрахман, яланах пулăшнă", - тенĕ вăл. Çав вăхăтрах килĕ-çурчĕшĕн çынсем хăйсен те тăрăшмаллине, синкер сиенне пĕчĕклетес тĕллевпе пурлăхне страхламаллине аса илтернĕ.

Медицина учрежденийĕсенче ĕç укçине туллин тÿлени-тÿлеменнине тĕрĕслени çинчен ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова информаци панă. Министр 2015 çулхи 5 уйăх кăтартăвĕсемпе ĕçченсен пĕтĕм категорийĕ тăрăх вăтам ĕç укçин индикативлă пĕлтерĕшĕ тулнине палăртнă. Врачсен вăтам ĕç укçи 31 пин те 133 тенкĕпе /2014 çулхинчен ÿсĕм - 2,7%/, медицина вăтам персоналĕн - 17 пин те 835 тенкĕпе /ÿсĕм - 3,8%/, кĕçĕн персоналăн - 11 пин те 342 тенкĕпе /ÿсĕм - 5,4%/ танлашнă.

ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов вĕрентÿ сферинчи ĕç укçине туллин тÿлени-тÿлеменнине тĕрĕслени çинчен каласа кăтартнă. Унăн информацийĕпе килĕшÿллĕн 2015 çулхи январь-май уйăхĕсенче шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсен педагогика ĕçченĕсен вăтам ĕç укçи 17 пин те 450 тенкĕпе танлашнă, вĕрентÿ организацийĕсенчи педагогика ĕçченĕсен - 20 пин те 407 тенкĕпе, ачасене хушма пĕлÿ паракан учрежденисенчи педагогика ĕçченĕсен - 16 пин те 845 тенкĕпе, професси вĕрентĕвĕн учрежденийĕсен ĕçченĕсен - 20 пин те 989 тенкĕпе.

Михаил Игнатьев бюджет сферинче ĕç укçине вăхăтра тÿлемеллине палăртнă. "Шалу тÿлессин параметрĕсене эпир пурнăçлатпăр. Малашне те Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн указĕсенче палăртнă, социаллă политика сферинчи тĕллевсем вăхăтра тата тулли калăпăшпа пурнăçланччăр тесе йăлтах тумалла", - палăртнă вăл.

Чăваш Республикин чĕрчун тĕнчин объекчĕсемпе тата вĕсем пурăнакан хутлăхпа усă курассине сыхлакан, тĕрĕслесе тата йĕркелесе тăракан патшалăх службин ертÿçи Владимир Кузюков республикăри сунар тата пулă промыслисен лаптăкĕсене усă курма парасси çинчен доклад тунă. Вăл 2015 çул пуçланнăранпа сунар-хуçалăх килĕшĕвĕсене тума ирĕк паракан 4 аукцион ирттернине пĕлтернĕ. Етĕрне районĕнчи "Сучковское" тата Вăрнар районĕнчи "Вурнарское" сунар лаптăкĕсен тĕлĕшпе йĕркеленĕ аукционсене 4-шар претендент хутшăннă. Пĕрремĕш лаптăк енĕпе аукцион çĕнтерÿçи "В.И.Чапаев ячĕллĕ ăратлă лаша завочĕ" АУО тесе йышăннă, иккĕмĕш тĕлĕшпе - "Рассвет" АУО. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи "Марпосадское" тата Шăмăршă районĕнчи "Шемуршинское" сунар лаптăкĕсен тĕлĕшпе йĕркеленĕ аукционсене 1-ер заявка çеç панă. Аукционсем иртмен тесе йышăннă. Аукциона хутшăннисемпе - республикăри "Чувашохотрыболовсоюз" общество пĕрлешĕвĕпе тата "Исток" агрофирма" ОООпа - пуçламăш хаксемпе сунар-хуçалăх килĕшĕвĕсем тунă.

Михаил Игнатьев Чăваш Республикин сунар лаптăкĕсене юридици сăпачĕсем тата уйрăм предпринимательсем çумне çирĕплетессипе çыхăннă мероприятисене хăвăртлатма сĕннĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Шупашкар хули йĕркеленнĕренпе 550 çул, Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине уявлассипе çыхăннă йĕркелÿ комитечĕн Раççей Культура министерствинче иртнĕ ларăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă. Хальхи вăхăтра юбилейлă датăсене хатĕрленнĕ май çул-йĕр тата коммуналлă объектсене, туризм объекчĕсене финанслассине çирĕплетнĕ.

Премьер-министр çавăн пекех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ, "Трактор завочĕсем" концерн" корпоративлă управлени компанийĕ" ООО, Н.Э.Бауман ячĕллĕ Мускав патшалăх техника университечĕ тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ хушшинче Чăваш Республикин кадр потенциалне йĕркелес тĕлĕшпе пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлесси çинчен Килĕшĕве алă пуснине пĕлтернĕ.

Л.ПАВЛОВА

Рубрика: 
Автор: