Ĕç пахалăхне тĕрĕслесех тăмалла
Хăшне-пĕрне Пуçлăхран сăмах та тиврĕ
ЧР Министрсен Кабинечĕн кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнче иртнĕ черетлĕ ларăвĕ икĕ сехет тăсăлчĕ: унта 28 ыйту пăхса тухнăран çеç мар, вĕсенчен чылайăшĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнăран тата çакна пулах нумай калаçтарнăран.
Коррупципе кĕрешес енĕпе
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ларăва ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисене ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура палăртнă тĕллевсене пурнăçлас тĕлĕшпе мероприятисен планне хатĕрлеме сĕннинчен пуçларĕ. Вăл кăрлач уйăхĕн 26-мĕшĕнче коррупципе кĕрешессин ыйтăвĕсене халалласа икĕ лару - çĕршыв Президенчĕ çумĕнчи коррупципе кĕрешекен канашăн /ăна Владимир Путин ертсе пынă/ тата РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич çумĕнчи хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен коллегин - иртни çинчен каласа кăтартрĕ.
"Чăваш Енре коррупципе кĕрешес енĕпе ăнăçлă ĕçленине палăртас килет. 2015 çулта республикăра коррупци сĕмĕллĕ преступленисен шучĕ 29,7: чакнă. Шалти ĕçсен органĕсен кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн çакнашкал преступленисен пĕтĕмĕшле сиенĕ 706 млн тенкĕпе танлашнă. Тĕрлĕ шайри бюджетсене 500 млн тенкĕ тавăрса панă, ку - пурлăх тĕлĕшĕнчен кÿнĕ сиенĕн 71:. Раççейре çак кăтарту 5 процентран та сахалрах. Чăваш Еншĕн ку - пĕлтерĕшлĕ кăтарту”, - терĕ Михаил Васильевич. Вăл ведомствăсемпе муниципалитет ертÿçисен коррупципе кĕрешмелли пĕтĕм меслет пуррине, вĕсем хăйсен ĕçченĕсене йĕркене пăхăнманшăн тата шанăçран тухнăшăн ĕçрен кăларса яма та пултарнине пĕлтерчĕ. Республикăра çакнашкал япăх тĕслĕх те пулнă.
Регион Ертÿçи 2015 çулта Чăваш Ен ФАОра Коррупципе кĕрешмелли пĕрлехи мероприятисен планне пурнăçа кĕртекен сăнавлă регион пулнине аса илтерчĕ. Çÿлерех асăннă коллеги ларăвĕнче Чăваш Ен ку енĕпе тунă ĕçе тухăçлă тесе йышăннине, çавна май унăн опычĕпе ытти çĕрте те усă курма юрăхлă тесе палăртнине каларĕ. Михаил Игнатьев Коррупципе кĕрешекен канашăн членĕсене ăнăçлă ĕçленĕшĕн тав турĕ.
Бюджет прогнозĕ
Ларура ЧР финанс министрĕ Светлана Енилина республика бюджечĕн 2030 çулчченхи /15 çуллăх/ прогнозĕпе паллаштарчĕ. Вăл малашлăхлă инвестици проекчĕсене малашне те пурнăçа кĕртессине пĕлтерчĕ, çав шутрах - республика бюджетĕнчен субсиди уйăрса та, налук çăмăллăхĕ тата ытти преференци парса та. Вĕрентĕве, сывлăх сыхлавне, культурăпа спорта аталантарас енĕпе малалла ĕçлĕç, халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерĕç. Çитес 15 çулта та хальхи пекех производство инфратытăмне - çав шутрах ял хуçалăхне, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха, çул-йĕр хуçалăхне - аталантарма бюджетран укçа уйăрĕç. 2019 çул тĕлне парăм обязательствисен виçине республика бюджечĕн тупăшĕн 50: таран чакарма палăртаççĕ /тавăрмалла мар укçа-тенке шута илмесĕр/.
"2030 çулчченхи тапхăрта организацисен тупăшĕ çине хуракан налук тата НДФЛ республикăн консолидациленĕ бюджечĕн тупăшĕсен тĕп çăлкуçĕсем пулса юлĕç", - терĕ Светлана Александровна. Министр Михаил Игнатьевăн ыйтăвне хуравланă май бюджет прогнозне кашни 6 çулта 12 тата ытларах çуллăх хатĕрленине, унта экономика аталанăвĕн икĕ тĕп вариантне шута илнине пĕлтерчĕ. Ку прогноза çирĕплетессине пурте ырласа йышăнчĕç.
Финанс министрĕ наука тĕпчевĕсем валли те, çамрăксен инноваци хастарлăхĕпе ăслăлăх-техника пултарулăхне патшалăх енчен пулăшас ĕç валли те республика бюджетĕнчен укçа уйăрма хирĕç маррине каларĕ. "Чăваш Республикин науки тата ăслăлăх-техника политики" тата "Çамрăксен патшалăх политики çинчен” саккунсене кĕртме сĕнекен улшăнусем çинчен ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов доклад турĕ. Малтан асăннă проектпа килĕшÿллĕн ăслăлăх тĕпчевĕсене укçа-тенкĕпе тивĕçтерессин проект моделĕ, наука инфратытăмăн аталанăвне пайăррăн пулăшассин çĕнĕ механизмĕсем çине куçма кирлĕ çĕнĕ терминсене палăртаççĕ. Вăл çавăн пекех республикăра патшалăх ăслăлăх организацийĕсене туса хунă чухне право хутшăнăвĕсене йĕркелеме те кирлĕ.
Михаил Игнатьев наука тĕпчевĕсен пысăк пĕлтерĕшне палăртрĕ. Саккунсен çак проекчĕсене иккĕшне те ЧР Патшалăх Канашĕнче пăхса тухма тăратрĕç.
Ял хуçалăх çĕрĕсем, çулсен юсавĕ
Республикăри ял хуçалăх тĕллевĕллĕ çĕрсен çаврăнăшĕпе çыхăннă саккунра мĕнлерех улшăнусем пуласси çинчен ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов каласа кăтартрĕ. Вăл çак проектра çĕр лаптăкĕсене хресчен-фермер хуçалăхĕсене, çавăн пекех тĕн организацийĕсене харпăрлăха тÿлевсĕрех парассин йĕркине палăртнине пĕлтерчĕ. Унсăр пуçне улшăнусем патшалăх тата муниципалитет харпăрлăхĕнчи çĕр лаптăкĕсене, ял хуçалăх производстви валли уйăрнисене, арендаторсем туянассин уйрăмлăхĕсене пырса тивеççĕ.
"Тăрăшса ĕçлекен предпринимательсене ял хуçалăх тĕллевĕллĕ çĕрсене туянма тата унта ĕçлеме майсем ытларах йĕркелемелле. Эпир агробизнеса аталанмашкăн преференцисем туса патăмăр. Арендаторсем хăйсем тара илекен çĕрсене туянма пултарччăр тесе саккун йышăнтăмăр. Унпа мĕн чухлĕ вăхăт ытларах усă куратăн, çĕре çавăн чухлĕ йÿнĕрех туянма май пур - 15 çул иртсен 5 хут йÿнĕрех”, - пĕтĕмлетрĕ шухăшне республика Пуçлăхĕ. Вăл министртан арендаторсем миçе çĕр лаптăкне туянни çинчен ыйтрĕ те - Сергей Артамонов "45, пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 100 га" терĕ. Унăн тепĕр хуравĕ, республикăри çĕр лаптăкĕсен вăтам кадастр хакĕпе çыхăнни, Михаил Васильевича тивĕçтермерĕ. "Елчĕк, Патăрьел районĕсенчи хура тăпраллă лайăх çĕрсен 1 гектарĕ 3 пин ытла тенкĕ çеç мар”, - хирĕçлерĕ Ертÿçĕ. Çавăнпа Сергей Геннадьевич хаксене районсем тăрăх тепĕр хут тĕплĕн тишкерме шантарчĕ.
ЧР транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Николай Максимова вара регион Пуçлăхĕнчен сăмах самаях тиврĕ. 2016 çулта республика бюджечĕн укçи-тенкине регионти тата муниципалитетсене çыхăнтаракан çулсене тытса тăма, юсама мĕнле валеçесси çинчен йĕркеллех каласа кăтартрĕ Николай Григорьевич. Çак тĕллевпе пĕтĕмпе 1 млрд та 485 млн тенкĕ пăхса хăварнине, капиталлă юсав тата ытти валли мĕн чухлĕ уйăрнине пĕлтерчĕ. Юрий Попов спикер "Калинин-Патăрьел-Елчĕк" çул пирки тĕплĕнрех калама ыйтсан министр тивĕçĕсене пурнăçлакан çухалсах кайрĕ. Çакă опыт сахалраххипе çыхăннă пуль-ха та, анчах республика Ертÿçи докладçăн тĕплĕн хатĕрленмелле пулни пирки хытах асăрхаттарчĕ.
"Çулсем тунă-юсанă чухне проект-смета документацийĕнче палăртнă технологисемпе тата материалсемпе усă курмалла, стандартсене çирĕп пăхăнмалла. Подрядчиксен ĕçĕсене укçа-тенкĕ параканăн куçран вĕçертмелле мар. Пахалăха куçса çÿрекен лабораторипе тĕрĕслемелле", - палăртрĕ Михаил Игнатьев.
Ларура Министрсен Кабинечĕн малтан тунă чылай йышăнăвне улшăнусем кĕртрĕç.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА
Комментари хушас