Ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ, тĕллевсене палăртнă

19 Пуш, 2014

Ухсай Яккăвĕ ячĕллĕ культура керменĕнче ЧР Физкультурăпа спорт министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕ иртнĕ. Унта ведомствăн пĕлтĕрхи ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетнĕ, кăçалхи тĕллевсене палăртнă.

Тĕп темăпа ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельников паллаштарнă. Докладра вăл Чăваш Ен физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе Раççейре малти ретре тăнине, пирĕн республика иртнĕ çулхи кăтартусемпе чи лайăх регионсен йышне кĕнине тепĕр хут аса илтернĕ. Министр пĕлтернĕ тăрăх - Чăваш Енре пурăнакан мĕн пур халăх йышĕнчен 32 проценчĕ физкультурăпа тата спортпа туслă. Çакă спорт инфратытăмне аталантарнипе çыхăннă. Пĕлтĕр Шупашкарта физкультурăпа спорт комплексĕ, бассейн, Çĕнĕ Шупашкарта çăмăл атлетика манежĕ, Çĕмĕрлепе Йĕпреçре футбол уйĕсем хута кайнă. "Олимпийский" стадионта Пăр керменĕ тата маунтинбайк центрĕ, Вăрнарта каток çĕкленет, биатлонçăсемпе йĕлтĕрçĕсен центрĕнче строительство ĕçĕсем пуçланнă, Олимп резервĕсен 1-мĕш спорт шкулне çĕнетме тытăннă. Çак ĕçсене пурнăçлама 2013 çулта федераци бюджечĕ 350 млн тенкĕ уйăрнă, республика 450 млн тенкĕ тăкакланă.

Сергей Владимирович районсенчи физкультурăпа спорт комплексĕсем епле ĕçлени çинчен те каланă. "Керменсене çÿрекен çултан çул йышланать. Канаш, Элĕк, Куславкка, Муркаш, Çĕрпÿ, Шупашкар, Шăмăршă районĕсенчи ФСКсене уйрăмах çын нумай çÿрет. Спорт комплексĕ ачасемшĕн те, çитĕннисемшĕн те чи юратнă вырăн. Бассейнсенче физкультура урокĕсене ирттерме тытăнни савăнтарать, вĕренекенсене ятарлă автобуссемпе илсе çÿреççĕ. 2013 çулта чылай предприяти-организаципе килĕшÿсем тунă, 15 пин çын сывлăхне çирĕплетнĕ. ФСКсенче çулталăкне вун-вун ăмăрту йĕркелеççĕ, сывлăх кунĕсем ирттересси йăлана кĕчĕ", - пĕлтернĕ министр.

2013 çулхи çитĕнÿсемпе паллаштарнă май Сергей Мельников спорт резервне хатĕрлессипе мĕнле ĕçсем пурнăçлани пирки те чарăнса тăнă. "Спорт шкулĕсенче 30872 çамрăк ăсталăха туптать, ку мĕн пур вĕренекенсен 25 проценчĕпе танлашать. 2015 çул тĕлне çак виçене ÿстермелле, кашни иккĕмĕш ача спорт шкулне çÿремелле", - тенĕ министр. Раççейĕн пĕрлештернĕ командинче - 148 спортсмен. Вĕсем тĕнчери чи пысăк ăмăртусенче - хĕллехи тата çуллахи Универсиадăсенче, тĕнче чемпионатĕнче, Сурдлимп тата Олимп вăййисенче - Чăваш Ен чысне тивĕçлĕн хÿтĕленĕ. Аса илтермелле: 1972 çултанпа пĕрремĕш хут пирĕн спортсменка Елена Муратова хĕллехи Олимпиадăна хутшăннă. Хальхи вăхăтра атлетсем 2016 çулта иртекен çуллахи Олимп тата Паралимп вăййисене хатĕрленеççĕ.

Республикăра массăллă спорта аталантарас тĕллевпе чылай мероприяти ирттернĕ. Сергей Мельников каланă тăрăх - "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ", "Наци кросĕ", "Олимп кунĕ" спорт уявĕсене çын уйрăмах йышлă хутшăнать. Кашни районта пуçлăхсен, предприяти-организаци ертÿçисен, республикăри паллă çынсен парнисене çĕнсе илессишĕн пысăк турнирсем йĕркелеççĕ. Пĕлтĕр Чăваш Енре Раççей шайĕнчи 64 ăмăрту иртнĕ, Атăлçи округĕнчи - 17, республикăри - 270. Унта 280 пин спортсмен вăй виçнĕ.

Сергей Владимирович малашлăх тĕллевсене те палăртнă: спорт шкулĕсене çÿрекенсен йышне пысăклатмалла, спорт резервне хатĕрлес ĕçе çĕнетмелле, тренер-преподавательсен квалификацине ÿстермелле, 2015-2018 çулсенче Шупашкарта иртекен çăмăл атлетика енĕпе командăсен чемпионатне, хăвăрт утакансен тĕнче кубокĕсене хатĕрленмелле. Çавăн пекех ларура смотр-конкурссен çĕнтерÿçисене чысланă. Пĕлтĕр район-хулара физкультурăпа сиплев тата спортпа массăллă ĕçе Патăрьел, Елчĕк тата Канаш тăрăхĕсенче лайăх йĕркеленĕ. Физкультурăпа спорт керменĕсенчен Шăмăршăри "Туслăх", Кÿкеçри "Улăп", Элĕкри "Хĕлхем", Куславккари "Атăл", Вăрмарти "Илем", Патăрьелти "Паттăр" пысăк кăтартусемпе палăрнă. Патăрьелти, Вăрмарти А.Федоров ячĕллĕ тата Елчĕкри А.Игнатьев ячĕллĕ спорт шкулĕсем - чи лайăххисем. Олимп резервĕсен ятарлă шкулĕсен хушшинче пĕлтĕрхи пекех Çĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш спорт шкулне çитекенни пулман.


Андрей ПЕТРОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.