Ĕç çук тăк - тĕллев çук

12 Чÿк, 2016

— Йывăрлăхсем хăйсене хăйсем пулмаççĕ, вĕсене эпир хамăрах тупатпăр. Çавăнпах лару-тăрăва кăткăслатмасăр пурăнма вĕренмелле. Тепĕр тесен, çулсем иртнĕ май çын кулленхи ыйтусене çăмăллăнах татса пама вĕренсе çитет, ку хăйне евĕр йĕрке пулса тăрать. Паянхи кун мана çав тери канăçсăрлантарканни пур теейместĕп. Пурнăçри хăш-пĕр лару-тăру кăштах шухăшлаттарать ĕнтĕ...

Эстрада пирки калас пулсан, паян кашни юрласшăн. Сцена пурне те йышăнать тата. Юрĕ-ха — тухчăрах, анчах пурте пĕрешкел юрлаççĕ. Стиле улăштармалла пек туйăнать. Паян чылай артист çĕнĕ юррине пирĕн халăх мĕн итлеме кăмăлланине кура хайлать. Урăхла ĕçлеме хăнăхмалла — çынсене çĕннине сĕнмелле. Эпир вара хăратпăр, итлекенсем урăх картари юрра епле йышăнасси сисчĕвлентерет. Пурнăçпа тан утма пачах шикленмелле мар тесшĕн эпĕ. Раççей сцени çинче çапла пулса пырать те. Паллах, пирĕн те çĕнĕ варкăш кĕртес текенсем пур, анчах сахал. Вĕсене аталанма чаракансем те çук мар тата.

Республикăри кашни культура керменĕнчех музыкăн пахалăхлă та лайăх хатĕрĕсем пулсан мĕн тери аванччĕ тата! Сасă тасан та уççăн янăрани куракансемшĕн те паха-çке.

Таçта та пулнă эпĕ, темле конкурса та хутшăннă. Çакна çирĕппĕнех палăртатăп: пирĕн куракан пекки текех ниçта та çук, çавăнпах хамăрăн халăх умне тухса юрлама питĕ кăмăллатăп. Мĕн тери ăшшăн кĕтсе илеççĕ вĕсем!

Юратнă киленĕçĕм — юрласси — тупăш паракан тĕп çăлкуç пулса тăрасса нихăçан та шухăшламан. Урăх ĕçе те пултаратăп-ха, анчах сцена çинех чун туртать. Ыттисен те хăйсен кăмăлне ларакан ĕç тупмалла тесе калас килет. Хамăра шырамалла. Енчен те ĕç килĕшет, савăнăç кÿрет тĕк — эппин, ку санăн. Пĕр-пĕр пÿлĕмре чуна хытарса ларсан кун пирки тĕплĕ шухăшласа çĕнни патне ăнтăлмалла. Пачах та хăрамалла мар. «Ĕç çук» тесе калакансене те ăнланмастăп. Кахала персе пĕр вырăнта ларнипе, паллах, нимĕн те пулмасть. Тăрăшуллисем хăйсене пĕр çĕрте тĕрĕслеççĕ, тепĕр вырăнта шыраççĕ, виççĕмĕшне çитеççĕ... «Ĕç çукки» туртăм, тĕллев çуккипе кăна çыхăннă.

Константин РЯЗАНОВ, юрăç

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.