Ĕç чарăнман

26 Авăн, 2014

Авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «РусГидро» АУОн техника политики тата аталану енĕпе ĕçлекен директорĕпе Расим Хазиахметовпа тĕл пулнă. Калаçăва çавăн пекех ЧР Правительствин пуçлăхĕ Иван Моторин, строительство министрĕ Олег Марков хутшăннă.

Р.Хазиахметов юлашки вăхăтра компани Чăваш Енри предприятисемпе тытакан çыхăнусем çирĕпленсе пынине палăртнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх - Шупашкар шыв управĕн строительствине вĕçлес ыйтăва куçран вĕçертмеççĕ. «Хăшĕсен ĕç чарăнса ларнă текен шухăш пур-тăр. Анчах пиар-анлăшри çак шăплăх - ятарласа тунăскер. Халĕ техника ĕçĕ пырать. Техника, технологи ыйтăвĕсем пурте сÿтсе явакан анлăша тухни вара тепĕр чухне сиен кÿрет. Чăннипе, пирĕн хутшăнусем ĕçлĕ шайра, малалла ĕçлетпĕр», - тенĕ Р.Хазиахметов.

М.Игнатьев шыв управне 68 метр шайне çĕклени Атăл тăрăхĕнчи мĕн пур регионшăн лайăххине палăртнă: Атăлăн экологи лару-тăрăвĕ лайăхланать, карапсем ытларах ишме пуçланă май экономика вăй илет, шыв сахаллипе çыхăннă ыйту сирĕлет, электроэнерги туса кăларасси пысăкланать. «Эпир «РусГидропа» тухăçлă çыхăну тытса ĕçлеме хатĕр», - пĕтĕмлетнĕ вăл.

Д.СЕРГЕЕВ .

Автор: