"ДЮСШ-Чăваш Ен" - çĕнтерÿçĕ

7 Юпа, 2014

Шупашкарти "Труд" стадионта Атăлçи кубокĕн турнирĕ иртнĕ.

Çĕр-шыв ăмăртăвĕн виççĕмĕш лигинче вылякан команда финалта Самар хулин "Искра" командине 5:0 шутпа парăнтарса регионсен хушшинчи футбол союзĕн кубокне тивĕçнĕ. Чăваш Ен футболисчĕсемшĕн вышкайсăр пысăк çĕнтерÿ ку: пирĕн ентешсем çак турнирта юлашки хут 1961 çулта палăрнă. Аса илтеретпĕр: 53 çул каялла Атăлçи кубокне Шупашкарти "Энергия" футбол дружини çĕнсе илнĕ.

"ДЮСШ-Чăваш Ен" командăна çитĕнÿпе ЧР футбол союзĕн президенчĕ Владимир Афанасьевпа ЧР физкультурăпа спорт министрĕн çумĕ Сергей Шелтуков саламланă, чи маттурисемпе хастаррисене парнесемпе чысланă. Палăртмалла: пирĕн футболистсем федерацин Атăлçи округĕнче мала тухассишĕн иртекен ăмăртура та вăй виçеççĕ. Хальлĕхе вĕсем - турнирăн виççĕмĕш картлашки çинче.

А.МИХАЙЛОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.