Дума виçĕ партирен пулма пултарать

5 Çурла, 2016

«Левада-центр» 2016 çулхи утă уйăхĕн 22-25-мĕ­шĕсенче Раççейри 48 регионта 1600 çынна явăçтарса ыйтăм ирттернĕ. Интереслĕ пĕтĕмлетÿсем тунă.

«Çитес вырсарникун Патшалăх Думин депутачĕсен суйлавĕ иртес тĕк — унта хутшăннă пулăттăр-и? Хутшăнсан хăш партишĕн сасăланă пулăттăр?» Сасăлама хатĕр, хăш парти майлине татса панă респондентсем çакăн пек хурав панă: «Единая Россия» партишĕн — 57%, РФКПшăн тата РЛДПшăн — 15-шер процент. «Справедливая Россия» Думăна лекмелли чикĕ шайĕнче кăна — 5%. «Парнасшăн» сасăлама хатĕррисен йышĕ — 2, «Яблоко» партишĕн тата «Раççей коммунисчĕсемшĕн» — 1-ер процент.

Ыйтăма хакланă май экспертсем çак саманта палăртаççĕ: «Единая Россия» партишĕн сасăлас текен суйлавçăсен шучĕ ытти мĕнпур парти электорачĕн пĕрлехи йышĕнчен те пысăкрах. Раççей электоратне вĕсем мĕншĕн илĕртеймеççĕ? «Ыйтăм кăтартăвĕсем «Единая Россия» партие халăхăн 95% пĕлнине кăтартаççĕ, — тет «Левада-центрăн» социокультура тĕпчевĕсен пайĕн ертÿçи Алексей Левинсон. — Вĕсемшĕн вăл — «ертсе пыракан парти», «влаç партийĕ». Халăх çак партишĕн сасăлĕ те...»

Центр директорĕн заместителĕ Алексей Гражданкин та «единороссен» имиджĕ чи уçăмли çинчен калать. РЛДПна, РФКПна та пĕлеççĕ, анчах «Парнас», «Яблоко» партисем тĕлĕшпе уçăмлăх çук — ĕç-хĕлне пĕлсех каймаççĕ. «Çынсем «Единая Россия» интересĕсен периферийĕнче пулнине ăнланаççĕ, анчах ытти партире те шанăç çукрах», — тет социолог.

Çавна май «Экспертсем Патшалăх Думин суйлавĕн стартĕнче ресурссене тĕпченине тата партисен шанăçне хакланине» аса илтерни вырăнлă. Ку ĕçе Раççей общественноçпа çыхăну тытас енĕпе ĕçлекен ассоциацийĕн политика технологийĕсен комитечĕ пурнăçланă. Ассоциаци аналитикĕсем çĕршывăн килес парламенчĕ виçĕ партиллĕ пулма пултарать текен пĕтĕмлетÿ тунă. Думăна «Единая Россия», РФКП тата РЛДП членĕсем кăна кĕме пултараççĕ. Эсерсем парламентăн çĕнĕ йышне кĕрейменнин темиçе сăлтавне асăнаççĕ. Çав шутра çирĕпленсе çитмен электорат — уншăн сулахайри ытти партипе /«Родина» партипе, Пенсионерсен тĕрĕслĕхшĕн тăракан партийĕпе/, çавăн пекех унччен СР йышĕнче пулнă, кайран ытти проекта куçнă çынсемпе кĕрешме тивĕ.

«Новости» РИА.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.