«Дорисс» тăвакан çулсем шанчăклă
19 Ноября, 2013 | Хыпар | Хула | Пулăм

Чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çулсем, инженери сечĕсем тата çуртсем тăвакан «Дорисс» акционерсен обществине йĕркеленĕрепе 45 çул çитнине халалланă савăнăçлă мероприятие хутшăннă.

Çул-йĕрпе строительство комплексĕн чи пысăк предприятийĕсенчен пĕрин сотрудникĕсене саламласа Михаил Игнатьев «Дорисс» АУО Раççейĕн 12 регионĕнче ăнăçлă ĕçленине, республикăн ырă ятне федераци шайĕнче чапа кăларнине, Чăваш Ен экономикине инвестицисем явăçтарма пулăшнине палăртнă. «Сирĕн пĕрлĕхлĕ ушкăн, ĕç коллективĕ лайăх çулсем тата паха çурт-йĕр туса çынсен кăмăл-туйăмне çĕклет - сирĕнпе ĕçлеме лайăх. Эпир, влаç органĕсем, уçăмлăхпа палăрса тăракан çакнашкал организаци, бюджетăн тĕрлĕ шайне 1 млрд яхăн тенкĕ куçарнăскер, хăйĕн ĕçне малашне те ăнăçлă йĕркелесе пыма пултартăр тесе тивĕçлĕ условисем туса парăпăр», - тенĕ республика Пуçлăхĕ.

Михаил Игнатьев общество сотрудникĕсене наградăсем панă. Акă «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медальне Специализациленĕ 5-мĕш управлени электросварщикĕ Михаил Алексеев, пĕрлештернĕ профсоюз комитечĕн председателĕ Вячеслав Самойленко илнĕ. 1-мĕш механизаци управленийĕн комплекслă бригадин бригадирне Юрий Григорьева, Специализациленĕ 5-мĕш управленин тĕп инженерне Сергей Яковлева «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ» хисеплĕ ят панă. Çавăн пекех предприяти ĕçченĕсем федерацин профиль министерствисен наградисене тивĕçлĕ пулнă.

Çулсем, инженери сечĕсем, çуртсем тăвакан «Дорисс» акционерсен уçă йышши обществи - ăнăçлă аталанакан предприяти. Хăйĕн производствăпа техника хăвачĕпе тивĕçлипе мăнаçланма пултарать, коллектива вăл çул-йĕрпе строительство тата çĕр ĕçĕсен пысăк калăпăшне пĕр тикĕс, паха пурнăçлама май парать. Производствăра 45 çул ĕçлесе «Дорисс» АУО 1260,8 километр тăршшĕ автомобиль çулĕсем тунă, юсанă тата тĕпрен юсанă, 120,9 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр çĕкленĕ.

А.ВАСИЛЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.