Документсем — электрон мелĕпе

Утă уйăхĕнче кăна республикăра патшалăхăн тата муниципалитетсен влаç органĕсем куçми пурлăх правине патшалăх енчен регистрацилеме электрон мелĕпе 103 заявлени панă. Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕшĕн ку — хăйне евĕр рекорд.

Пĕлтĕр çулталăк тăршшĕпе те çакнашкал 180 заявлени кăна пулнă. Управленире палăртнă тăрăх — документсен пуххисене иртнĕ çулхи çĕртме уйăхĕнчен тытăнсах электрон мелĕпе пама май пур, анчах çак пулăшу ĕçĕпе усă куракансем сайра пулнă.

— Документсен электрон çаврăнăшĕ тÿрех икĕ ведомствăн ĕçне ансатлатать, анчах чылай муниципалитет унпа ниепле те усă курасшăн марччĕ. Ĕлĕкхилле ĕçлетчĕç — пĕтĕмпех хут çинче. Кун пек чухне пĕр-пĕр документа илсе килме манни те пулать — регистрацие вăхăтлăха чарса лартма тиветчĕ. Патшалăхăн, уйрăмах муниципалитетсен влаç органĕсене пирĕнпе курнăçмасăрах ĕçлеме хăнăхтарас тĕллевпе эпир 2016 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен документсене электрон мелĕпе кăна памашкăн çине тăрса хистерĕмĕр, Федерацин кадастр палатин филиалĕн офисĕсем урлă хут документсем йышăнассине пăрахăçларăмăр, — терĕ Росреестр управленийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Евгений Дубов.

Кашни районтах Росреестр порталĕ урлă электрон мелĕпе кÿрекен пулăшу ĕçĕсемпе усă курма вĕрентмелли семинарсем ирттернĕ. Пĕтĕмпех тĕплĕн ăнлантарнă. Çапла вара электрон мелĕпе паракан заявленисен шучĕ тăруках ÿснĕ. Халĕ управление влаç органĕсенчен куллен çавнашкал 5-6 заявлени килет. Уйрăмах Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Вăрнар, Йĕпреç, Муркаш районĕсенчи ял тăрăхĕсем ку енĕпе хастар, Шупашкар хулин администрацийĕ те тĕслĕх кăтартать. Çавăн пекех ЧР Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен патшалăх комитетĕнче çак ĕçе лайăх йĕркеленĕ.

Управленире ĕçлекенсем аса илтереççĕ: патшалăх влаçĕн органĕсене Росреестрăн пулăшу ĕçĕсемпе усă курмашкăн документсене Росреестр порталĕ урлă кăна пама сĕннĕ. Çапла тумашкăн унăн официаллă сайтĕнчи "Правăна патшалăх енчен регистрацилеме заявлени парасси" электрон сервиспа усă курмалла. Çакă бюджет укçине, вăхăта перекетлеме май парать.

М.ИВАНОВА

М.ИВАНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.