Доцент хăйĕн тĕпчевĕсемпе тĕнчене тĕлĕнтересшĕн

31 Кăрлач, 2014

Республикăри пултаруллă çамрăксем пирки хаçатра тăтăшах çыратпăр. Вĕсен йышĕнче - стипендиатсем, тĕрлĕ шайри конкурс-ăмăрту çĕнтерÿçисем. Хальхинче «ÇХ» тĕпелне РФ Президенчĕн çĕр-шыври çамрăк ăсчахсене паракан 600 пин тенкĕлĕх грантне тивĕçнĕ Михаил Беликова чĕнтĕмĕр. Вăл - И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн химипе фармацевтика факультечĕн доценчĕ. Михаил студентсене вĕрентме, ăслăлăх ĕçĕнче сулмаклă утăмсем тума епле ĕлкĕрет-ши?

Михаил Беликов Çĕнĕ Шупашкарти 13-мĕш шкулта вĕреннĕ. Алла аттестат илсенех И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн хими факультетне вĕренме кĕнĕ. Çамрăк доцент каласа кăтартнă тăрăх - ăна çак предмет пĕлÿ çуртне çÿренĕ чухнех килĕшнĕ, вăл сăнавсем тума юратнă. Шкулта вăтам вĕренни те яша аслă шкул сукмакне такăрлатма чăрмав кÿмен. Михаил географи, истори урокĕсене кăмăлланă. Вăл урокра япăх паллă илнĕшĕн кулянман. Унăн шухăшĕпе - дневнике «4» е «5» лартни пĕлтерĕшлĕ мар, чи пахи пуçра ăс пулни. 3-мĕш курсра вĕреннĕ чухне вăл кĕнекере çырнине ăса хывнипе çырлахман, пĕр-пĕр сăнав е тĕпчев туса историре тарăн йĕр хăварма пултарасса ăнланнă. Çакăн хыççăн наукăпа кăсăкланма тытăннă.

Студент çулĕсенчех ăслăлăх ĕçне кÿлĕннĕскер диплом илсен аспирантурăна кĕнĕ. Михаил - хими ăслăлăхĕн кандидачĕ. 2009 çултанпа вăл преподавательре ĕçлет. Çамрăксене вĕрентме тата наука ĕçне явăçтарма кăмăллать. Студент пурнăçĕпе темиçе çул каялла çеç сыв пуллашнăскере преподаватель тивĕçне пурнăçлама çăмăл-и? Вăл хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме итлеттереет-и? Шпаргалкăран çырса илме ирĕк парать-и?

- Кашни ушкăнрах дисциплинăна юратса вĕренекенсем, ун çине алă сулакансем тата тĕпĕ-йĕрĕпе ăнкарса çитерейменнисем пур. Хам та çамрăк пулнăран вĕсене ăнланма тăрăшатăп. Шпаргалкăсем, студентăн ытти ултав мелĕ маншăн вăрттăнлăх мар. Вĕсенчен çирĕп ыйтатăп пулин те пулăшатăп. Лекцие пĕр вăхăтрах 30 çын тÿрех ăнланма пултараймасть. Хăшĕ-пĕри хăвăрт тавçăрать, теприне вара вăхăт кирлĕ. Заняти хыççăн юлнисене тепĕр хутчен ăнлантарса паратăп, студентсемпе уйрăммăн та ĕçлетĕп, - сăмах çăмхине сÿтрĕ доцент.

Михаилăн ăслăлăхри çитĕнĕвĕсемпе ĕçĕсем кăсăклантарчĕç. Вăл çулталăк çурă каялла çĕнĕ ăрури информацие сыхласа хăварма май паракан çĕнĕ материалсене тĕпчеме тытăннă. Эпир кулленхи пурнăçра СD тата DVD-дисксемпе, флешкăпа усă куратпăр. Пурăна киле вĕсене те урăх япалапа улăштарма тивет. Михаил нумай информаци вырнаçтаракан диск тăвать. Унăн калăпăшне ахальлинчен çĕр, пин хут ÿстересшĕн вăл. Шухăшне çĕнĕ хими япалисемпе усă курса пурнăçа кĕртесшĕн. Доцент пĕлнĕ тăрăх - кунашкал тĕпчевсем Раççейре хальлĕхе çук. Нумай информаци кĕрекен диска чылай компьютер йышăнмасть. Михаил ку çитменлĕхе пĕтересшĕн. 600 пин тенкĕлĕх грант ăна тĕпчев ĕçне малалла тăсма май парĕ. Вăл каланă тăрăх - сăнавсем тума ятарлă хатĕрсем, реактивсем кирлĕ. Вĕсем вара çав тери хаклă. Çитменнине, çакскерсене чикĕ леш енчен саккаспа çеç кÿрсе килеççĕ. Çĕнĕ япала тупни ăслăлăхри пĕр утăм çеç. Унăн паллине, уйрăмлăхне çырса кăтартиччен нумай ĕçлемелле.

Ăслăлăхăн тепĕр енĕ медицинăпа çыхăннă. Вăл эмелпе тĕрлĕ препарат организмра мĕнле ирĕлнине, ÿт-пĕве мĕнле витĕм кÿнине тĕпчет. Кирек епле эмел те сиенлине чылайăшĕ пĕлет. Çавăнпах халăхра: «Пĕрне сиплетĕн, теприне сиен кÿретĕн», - теççĕ. Михаил çакна уçăмлатасшăн. Вăл эмеле ятарлă капсулăна вырнаçтарса кирлĕ орган патне çитмелле тăвасшăн. Кун пек чухне препарат ыратакан вырăна çеç сиплет, ытти органа сиен кÿмест. Паллах, ку енĕпе те ĕçлемелли, тĕпчемелли нумай. Михаил çамрăксене сывă пурнăç йĕркине пăхăнма, кирек епле эмел те организмшăн сиенлĕ пулнине шута илсе ăна питĕ кирлĕ чухне çеç ĕçме сĕнчĕ.

Сăмах май, наука кандидачĕн ку пĕрремĕш гранчĕ мар. 2010 çулта вăл 320 пин тенке тивĕçнĕ. Хавхалантарупа усă курса наукăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ утăм тунă. Унăн ĕçĕсем лабораторире упранаççĕ. Çĕнĕ япаласем пирки ыттисем мĕнле пĕлеççĕ-ха? Ăсчахсем хăйсен ĕçĕсем пирки наука журналĕсемпе хаçачĕсенче çыраççĕ. Михаил кунашкал 20 материал пичетленĕ, тепĕр 50-шне кĕске хыпар пек вырнаçтарнă. Химипе фармацевтика кафедрин доценчĕ пулăшнипе ăслăлăх ĕçĕ çырнă студентăн тĕпчевĕ пĕлтĕр «УМНИК» программăра çĕнтернĕ. Çамрăк преподавательшĕн ку та хăйне евĕр çитĕнÿ.

Ăслăлăха пуçĕпех парăннă çамрăкăн пушă вăхăт тупăнать-ши?

- Чăннипе, хими манăн ĕç çеç мар, кулленхи пурнăç та. Университетран таврăнсан та ĕç пирки шухăшлатăп. Лабораторири пек сăнавсем ирттерместĕп пулин те ыран, виçмине мĕн тумаллине палăртатăп, ăслăлăх статйисем вулатăп. Хими япалисемпе ĕçлени сывлăхшăн сиенлине пĕлсе уçă сывлăшра пулма тăрăшатăп, вăхăт тупăнсан паркра чупатăп, - калаçăва тăсрĕ çамрăк ăсчах.

Паллах, кирек епле ĕçре те хăйĕн уйрăмлăхĕсем пур. Хими препарачĕсем сывлăха япăх витĕм кÿресси Михаила хăратмасть. Унăн шухăшĕпе - ĕçе кирлĕ пек пурнăçласан нимĕнле йывăрлăх та сиксе тухас çук. Çĕнĕ хатĕрсемпе тата япаласемпе сăнав тунă чухне вара асăрханни пăсмасть. Доцент студентсене те яваплăха туйса ĕçлеме вĕрентет. Сăнавсем тунă чухне лабораторире пĕччен пулма юраманни пирки тăтăшах аса илтерет.

Михаилăн тепĕр тивĕçĕ - пултаруллă çамрăксене республикăрах юлма хистесси. Çакна вăл кунта та сăнавсем ирттерме май пуррипе ăнлантарать. Ют хулари пысăк шалу илĕртнине лайăх пĕлет доцент, апла пулин те тăван тăрăхрах ĕçлесе пурăнма тĕв тăвать. Кунта ăна йăлтах тивĕçтерет, килĕшет. Михаилăн тĕллевĕсем пысăк, вăл пире хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе малашне те савăнтарасси иккĕлентермест. 28 çултискер ЧР Пуçлăхĕн стипендине те тăватă хутчен тивĕçнĕ.

Çамрăк ăсчахсен çитĕнĕвĕ мĕнрен килет-ши?

- Ăслăлăха кÿлĕнме тĕв тунă хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме лайăх преподаватель кирлĕ. Ăста педагог студента кăсăклантарма пĕлетех. Малашлăха курса ĕçлемелле, тĕпчевсене паянхи пурнăç ыйтăвĕсене тивĕçтермелле тумалла. Ĕçе пуçăннă чухне укçа-тенкĕ пирки мар, чун канăçĕ пирки шухăшламалла, ытти йăлтах пулать, - калаçăва вĕçлерĕ Михаил Беликов.

Любовь ПЕТРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.