Дмитрий Медведев Чăваш Енпе кăмăллă

21 Нарăс, 2015

Кĕске тапхăртах пысăках мар хулана Раççей Президенчĕ те, çĕршыв Правительствин пуçлăхĕ те килни халиччен пулнă-ши - калаймастăп, çапах кирек мĕнле пулсан та Çĕнĕ Шупашкар ку енĕпе палăрмаллипех палăрчĕ тейĕттĕм. Октябрьте сумлă спорт форумĕ иртнĕ май химиксен хулине РФ Президенчĕ Владимир Путин килнĕччĕ, ĕнер вара унта Дмитрий Медведев премьер-министр пулчĕ.

Вăл кăна та мар. Сумлă хăнасен списокĕ чăннипех вăрăм. Вĕсен шутĕнче - Аркадий Дворкович вице-премьер, РФ Президенчĕн пулăшуçи Андрей Белоусов, вĕренÿ министрĕ Дмитрий Ливанов, РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич, Тутарстан Президенчĕ Рустам Минниханов, Самар облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Николай Меркушкин, Çĕнĕ технологисем хатĕрлекен центрăн аталану фончĕн президенчĕ Виктор Вексельберг, РОСНАНО правленийĕн председателĕ Анатолий Чубайс тата ыттисем.

Тĕп йыш - РФ Президенчĕ çумĕнчи экономикăна çĕнетес тата Раççейĕн инноваци аталанăвĕ енĕпе ĕçлекен канаш президиумĕн членĕсем. Чăваш Ене вĕсем шăпах президиум ларăвне килнĕ.

Тĕнчери лару-тăру лăпкă маррине кура-тăр Федерацин хурал служби йышăннă сыхлăх мерисем чăннипех çирĕп: аэропортра журналистсене çиелти ăшă тумтире хывтарнипе кăна çырлахмарĕç. Арçынсене авă пиçиххисене те салттараççĕ, хĕрарăмсене вара аттисене хывтараççĕ - кун пеккинех курманччĕ. Тепĕр тесен, çапла кирлĕ-тĕк - пурнăçламаллах, пресса представителĕсем куншăн кÿренмерĕç. Аэропортран Дмитрий Медведев тÿрех Çĕнĕ Шупашкара çул тытрĕ. Асăннă канашăн президиумĕн ларăвĕ унта, «Хĕвел» ООО заводĕнче, иртет.

Лару умĕн вара хăнасем, журналистсем завод ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма пултарчĕç. Чăннипех - паянхи пурнăçа тивĕçтерекен предприяти. Кунта тутăхнă, мазутпа-мĕнпе вараланнă оборудовани кураймăн. Йĕри-тавра тап-таса. Пире те цехсене шурă халат-калпак, бахилы, резина перчетке тăхăнтартса кĕртрĕç. Кунта тусан пĕрчи те пулмалла мар - акă мĕнлерех производство. «Хĕвел» компани продукцийĕпе тĕпрен илсен хĕвел электростанцийĕсем тума усă кураççĕ. Акă вăл - завод продукцийĕ: 1,4 тăваткал метр пысăкăш панельсем. Вĕсемпе энерги çителĕксĕр тата инçетри районсенче пурăнакансене электричествăпа тивĕçтерме меллĕ.

Паллах, хакĕпе те кăсăклантăмăр. Уйрăм çыннăн вăтам çурчĕ валли 3 кВт электроэнерги кирлĕ тейĕпĕр. Энергин çак калăпăшĕпе тивĕçтерме хайхи панельсем 15-20 кирлĕ. Кашнин хакĕ - 5-7 пин тенкĕ. Вăт, «перекетлĕ электричество» хакне шутласа палăртма йывăр мар. Завод ертÿçисем палăртнă тăрăх - производство вăй илсе пынă май продукци йÿнелмелле.

Çав вăхăтрах электроэнерги хакланса пырать. Çавăнпа та хĕвел батарейисен хăйхаклăхĕпе уссин шайлашăвĕ хĕвел электроэнергийĕ майлă пулни куçкĕрет.

2015 çулăн иккĕмĕш çурринче завод проектпа пăхнă хăватпа /çулталăкра 97,5 МВт/ ĕçлеме пуçламалла. Паян кунта 300 çын вăй хурать. 2020 çулччен «Хĕвел» ООО хăйĕн фотоэлектричество модулĕсемпе усă курса пĕтĕмĕшле хăвачĕ 254 МВтпа танлашакан хĕвел электростанцийĕсене хута яма палăртать. «Пĕрремĕш чĕкеçсем» пур та ĕнтĕ. Алтай республикинче Кош-Агач хĕвел электростанцине хута янă. Халĕ Бурятире, Пушкăртстанра, Оренбург, Саратов облаçĕсенче, ытти регионта çавнашкал станцисем проектлас тата тăвас енĕпе ĕçлеççĕ.

Кантăка цинк оксичĕн ток яракан ятарлă сийĕпе витекен автомат линийĕпе, роботсем ĕçлекен производствăн ытти участокĕпе паллашнă хыççăн Дмитрий Медведев çÿхе пленкăллă хĕвел модулĕсен промышленноç производствине старт пачĕ. Завод чăннипе чылай маларах ĕçлеме тытăннă пулин те çакăнта хăйнеевĕр сăнарлăх пурах: ăслă технологисене тĕпе хуракан çĕнĕ производство Чăваш Ен экономикишĕн çирĕп тĕрев пултăр!

 

Раççей: ăс-хакăлсăр аталану çук

Ĕнер Çĕнĕ Шупашкарта РФ çумĕнчи экономикăна çĕнетес тата Раççейри инноваци аталанăвĕ енĕпе ĕçлекен канаш президиумĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна Дмитрий Медведев премьер-министр ертсе пычĕ.

Вăл çакна палăртрĕ: «Пирĕн пурнăçа çĕнĕлĕх питĕ хăвăрт кĕрсе пырать. Çакна эпир хĕвел батарейисем туса кăларакан производствăна курнă хыççăн аван туйса илтĕмĕр. Нано-технологисене ĕçе кĕртессипе çĕршыв юлашки вăхăтра курăмлă утăмсем туни - ырă пулăм. Анчах паян ăс-хакăл пурлăхне упрасси тата право тĕлĕшĕнчен хÿтĕлесси мала тухса тăнине пурин те асра тытмалла. Çак тĕллеве пурнăçлассипе Правительство тивĕçлĕ йышăнусем турĕ ĕнтĕ. Çĕнĕ шухăшсене производствăра ĕçе кĕртесси вăйланать, ăс-хакăлпа çыхăннă проектсене саккун енчен хÿтĕлеççĕ.

РФ вĕрентÿ тата наука министрĕ Дмитрий Ливанов каланă тăрăх - кирек епле çĕнĕлĕхĕн уссине маларах курса тăмалла. Ку тĕлĕшпе тĕнче опычĕ те пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ. Калăпăр, Китай ăсчахĕсем хăйсен çулне суйласа илнĕ. Вĕсем ыттисем алла илмен производствăна хута яраççĕ те кайран тин патент процесĕ вăй илет. Пирĕн наука-техника аталанăвĕнче патент хатĕрленипе пĕрлех производствăна та урăхлатаççĕ. Унччен çĕршыв тупăшĕнче чĕртавар сутнипе пулнă укçа тĕп вырăн йышăннă, халĕ çĕнĕ технологисене те сĕнме майсем пур. Паян çакна ăнланса илмелле: ăс-хакăл вăл - пуянлăх. Унпа пĕлсе усă курсан эпир курăмлă çитĕнÿсем тăвăпăр.

«Росатом» патшалăх корпорацийĕн тĕп директорĕн заместителĕ Вячеслав Першуков хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕ. Раççей ăсчахĕсемпе специалисчĕсем сĕннĕ проектсене нумай çĕршывра ырласа йышăннă. МАГАТЭ ертÿлĕхĕ те пирĕн çĕнĕлĕхсене тишкерсе çул парать. Çавăнпа лицензи тата патент илессипе çыхăннă мĕнпур документсене хатĕрленĕ чухне тĕнче стандарчĕсене пăхăнмалла. Вара çĕнĕ технологисене тиркекен тупăнмĕ.

Çулталăк çурă каярах Раççейре ăс-хакăл правине хÿтĕлекен Суд ĕçлеме тытăннă. Унăн председателĕ Людмила Новоселова пирвайхи йывăрлăхсене асăнчĕ. Чăнах та, пултарулăхра, наука-техника шыравĕнче тавлашуллă самантсем сиксе тухкалаççĕ. Тĕпчев институчĕсемпе уйрăм çынсем судра тĕрĕслĕх шыранă тĕслĕх йышлансах пырать. Тавлашусене суд ларăвĕчченех татса парсан питĕ лайăхчĕ. Малашне çивĕч ыйтусене сÿтсе явма паллă экспертсемпе специалистсене явăçтарасшăн.

Ăс-хакăл харпăрлăхĕ - нумай енлĕ ăнлав. Кунта автор правине, çĕнĕ шухăша производствăра хута яракан коллектив шухăш-кăмăлне тĕпе хумалла.

 

«Лайăх» - çапла хакларĕ пирĕн ĕç-хĕле Дмитрий Медведев

РФ Президенчĕ çумĕнчи канаш президиумĕн ларăвĕ хыççăн Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттерчĕ.

Дмитрий Анатольевич кăмăллă пулни тÿрех палăрчĕ: «Михаил Васильевич, сирĕнпе пĕрле Çĕнĕ Шупашкарта уçнă лайăх производствăпа, чăннипех çĕнĕ йышшискерпе, паллашрăмăр. Вăл республика территорийĕнче те, пĕтĕм çĕршыв территорийĕпе унăн тулашĕнче те пысăк усă кÿрессе шанатăп, мĕншĕн тесен кунта - çĕнĕ технологисем, вĕсем чарăнса тăмаççĕ, аталанаççĕ».

Çакăн хыççăн Правительство ертÿçи республикăн социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвĕпе, ĕçлевпе, ачасен шкулчченхи учрежденийĕсемпе çыхăннă ĕçпе паллаштарма ыйтрĕ. Михаил Игнатьев кашни пунктпа татăклă хурав пачĕ:

- Эпир - Çĕнĕ Шупашкарта, вăл - пĕлтерĕшĕпе Чăваш Республикин иккĕмĕш хули. Хула çыннисен ячĕпе Раççей Президентне Владимир Владимирович Путина, Правительствăна, Сире çак монохулана пулăшас тĕлĕшпе вăхăтлă йышăну тунăшăн тав тăватăп.

Тăватă çул каяллахи лару-тăрăва илес-тĕк кунта ĕçсĕрлĕх шайĕ пысăкчĕ - 9,5%. Паян - 0,5% шайĕнче. Çак заводсăр пуçне кунта вăтам, пĕчĕк бизнес аван аталанма тытăнчĕ. Чылай производство уçăлчĕ. Индустрипе строительство комбиначĕ, йывăрлăхра пулнăскер, ĕçлесе кайрĕ. Пĕлтĕр клинкер плиткисен производствине уçрăмăр. Май уйăхĕнче брусчатка валли плитка кăларма пуçласшăн. Çапла аталану тапхăрăн-тапхăрăн пырать, утăм хыççăн утăм тăватпăр.

Пирĕн иртнĕ çулхи макроэкономика кăтартăвĕсем япăх мар. Регионăн пĕтĕмĕшле продукчĕн ÿсĕмĕ - 2,5%. Кăçал валли прогноз иккĕ - лайăххи тата япăххи. Промышленноç производствин индексĕ 104,5% шайĕнче, пурăнмалли çурт-йĕр хута ярасси - 103%, ялхуçалăх производстви - 102,8%. Строительство комплексĕ тĕлĕшпе кăштах чакни сисĕнет, анчах эпир хăш-пĕр объекта кăçал вĕçлеме хăвартăмăр. Строительство ĕçĕсен пахалăхĕ саккасçăсен стандарчĕсене тивĕçтертĕр терĕмĕр.

Çак самантра Дмитрий Медведев унăн сăмахне пÿлчĕ: «Сирĕнпе пĕрле паллашрăмăр вĕт - куртăмăр. Унта - пысăк стройкăсем, çав шутра пурăнмалли çурт-йĕр массивĕсем çĕкленеççĕ. 1 млн тăваткал метр терĕр-и?» Çĕнĕ Шупашкара килнĕ чух тĕп хула çумĕнче çĕкленекен Çĕнĕ хула çумĕпе иртнĕ те - Правительство пуçлăхĕ тем тесен те унта пĕрин хыççăн тепри çĕкленекен нумай хутлă çуртсене курнă ĕнтĕ, çавсем пирки каларĕ-тĕр.

Михаил Игнатьев хăйĕн хуравне малалла тăсрĕ: «Пĕлтĕр эпир 862 пин тăваткал метр çурт-йĕр тунă. Тĕллев - 1 млн тăваткал метра çитересси. Мĕншĕн тесен пирĕн умма тĕллев лартнă: кашни çын пуçне 1 тăваткал метр пулмалла. Иртнĕ çул ку кăтарту 0,7 тăваткал метр пулнăччĕ. Федерацин Атăлçи округĕнчи чи лайăх кăтарту - çак шая тытса пырăпăр. Патшалăх тĕрев панине кура эпир инфратытăм енĕпе пулăшакан микрорайонсем пур. Правительство йышăннă программăна, 1 тăваткал метршăн 4 пин тенкĕпе пулăшаканскере, хутшăнатпăр.

«Лайăх», - пĕтĕмлетрĕ Дмитрий Анатольевич. Çав вăхăтрах вăл ипотека рынокĕнчи лару-тăрăва сăнаса тăма сĕнчĕ. Мĕншĕн тесен паян кредитсен никĕс шайĕнчи виçи питĕ пысăк, çакă ипотекăна пырса çапрĕ. Акă мĕншĕн Правительство шайĕнче темиçе йышăну тунă, çав шутра - ипотека программисене субсидисемпе пулăшас тĕлĕшпе те.

- Çак ĕçе сирĕнпе, регионсемпе, пĕрле тăвăпăр, - терĕ вăл. - Мĕншĕн тесен кризиса хирĕçле утăмсем кирлĕ, Правительство хушнипе эсир çак ĕçе тăватăр, хăвăрăн çак енĕпе ĕçлекен подразделенисене йĕркеленĕ. Çавăнпа та çулталăк тăршшĕпех ку енĕпе тимлĕ пулар, мĕншĕн тесен çакă питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Дмитрий Медведевпа Михаил Игнатьев калаçăвĕ, паллах, çакăнпа кăна вĕçленмерĕ - малалла тăсăлчĕ. Анчах, шел те, çак самантра журналистсене калаçу пыракан пÿлĕмрен тухма ыйтрĕç...

Хамăр инф.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.