Д.Медведевăн çырăвĕсене панă

10 Чÿк, 2015

Чăваш Енре пурăнакан икĕ çынна çак кунсенче "Единая Россия" парти Председателĕ Дмитрий Медведев алă пуснă çырусене панă. Пĕлтерĕшлĕ çак миссие парти Председателĕн регионри йышăну пÿлĕмĕн ертÿçи Николай Николаев пурнăçланă. Аса илтеретпĕр: Дмитрий Анатольевичăн саламлă çырăвĕсене регионри обществăлла йышăну пÿлĕмĕ татса панă кăткăс ыйтусен авторĕсем илеççĕ.

Патăрьел районĕнче пурăнакан Виолетта Воробьева - тăлăх. Йышăну пÿлĕмне вăл çуркунне пулăшу шыраса килнĕ. Хĕр хăйне тăлăхсене тата ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтермелли программăпа килĕшÿллĕн хваттер илес тĕлĕшпе пулăшма ыйтнă - асăннă черетре вăл 2010 çултанпа тăнă. Регионри общество йышăну пÿлĕмĕ тĕрлĕ инстанцине запроссем янă, ыйтăва татса парас ĕç мĕнле пынине тĕрĕслесех тăнă. 2015 çулхи çурла уйăхĕнче Виолетта Патăрьел районĕнче хăтлă хваттер уççине илнĕ. "Çĕнĕ çĕре куçнă ятпа саламлатăп тата пĕтĕм ыррине çеç сунатăп", - тенĕ Д.Медведев хăйĕн çырăвĕнче.

Тепĕр çырăва Николай Николаев Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă салтакăн тăлăха юлнă арăмне панă. Анна Михайлова та Патăрьел районĕнченех. Вăл кивĕ çуртра пурăннă. Шывпа тивĕçтерекен тытăмпа канализаци çук, никĕсĕпе стенисем çурăлнă, пахчаçимĕçĕ путвалта хĕлле шăннă. Регионри йышăну пÿлĕмĕ ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствине салтакăн тăлăх арăмне пурăнмалли çурт тумашкăн е туянмашкăн укçа тÿлевне тивĕçме ирĕк паракан свидетельствăна парассине хăвăртлатма ыйтса çырнă. Çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитес умĕн, хĕрарăма сертификат панă, кăçалхи çурла уйăхĕнче вăл Шупашкарти хăтлă хваттере куçнă. Анна Михайловăн хĕрĕсем хăйсен ашшĕ-амăшĕн шăпи çинчен куççульпе каласа кăтартнă. Пĕр хĕрĕ - Антонина Аверкиевна - халĕ çывăх çыннине туллин тата лайăх пăхма пултарнине палăртнă. Малтан вĕсем, хулара пурăнаканскерсем, амăшĕпе пĕрмай юнашар пулайман, халĕ, акă, яланах куç умĕнче: хуçалăхра пулăшаççĕ, чуна уçса калаçаççĕ, вулаççĕ, каçсерен такмаксем те калаççĕ. "Патшалăх тата влаç пирĕн ветерансене, ватă çынсене пулăшни савăнтарать", - тенĕ Антонина Аверкиевна.

Йышăну пÿлĕмĕн ертÿçи Николай Николаев пĕлтернĕ тăрăх - вĕсем патне çулсеренех 1,5 пин ыйту килет. Çынсем тĕрлĕ темăна хускатаççĕ, сроксем пирки каласан - хăшĕсем хурав питĕ хăвăрт илеççĕ, теприсем - вăрах вăхăтран çеç. Йышăну пÿлĕмĕ вĕсене тишкернĕ чухне пĕр принципа тĕпе хурать: ыйтăва татса парас тесе май килнĕ таран пĕтĕм ресурспа усă курмалла.

И.НИКОЛАЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.