Диплом усăсăр ан вырттăр

6 Çурла, 2018

Хальхи вăхăтра Чăваш Енре 14 аслă шкул тата вăтам професси пĕлĕвĕ паракан 27 заведени ĕçлет. Кăçал вĕсем 15 пин ытла специалиста вĕрентсе кăларнă. ЧР вĕренÿ министрĕ Александр Иванов Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура пĕлтернĕ тăрăх — çак йышăн 41 ытла проценчĕ хăйсем суйланă профессисемпе ĕçе вырнаçнă, 19 проценчĕ малалла вĕренме каяссине пĕлтернĕ, 17,3 проценчĕ çар ретне тăнă, 3,2 проценчĕ декрет отпускне кайнă, 19 яхăн проценчĕ хальлĕхе ăçта ĕçлессине пĕлмест-ха.

Министр шухăшĕпе çитес вăхăтра вĕсем те хăйсен вырăнне тупĕç, мĕншĕн тесен республикăра ĕç çук мар. Акă, сăмахран, ĕçпе тивĕçтерекен центрсенчи базăра 19 пин ытла ваканси пур. Ĕç рынокĕнче кирлĕ специалистсен шалăвĕсем те пĕчĕк мар, вăтамран 18 пин тенкĕ. ЧР ĕçлев министрĕ Сергей Димитриев утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ведомствăна ĕç шыраса кăçал професси пĕлĕвĕ илнĕ 284 çын пынине пĕлтерчĕ. Ытти çулхисемпе танлаштарсан ку хисеп виçĕ хут пĕчĕкрех. Çавна май Михаил Игнатьев «аслă пĕлÿллĕ çамрăксем пасара сутма каймаççĕ-ши?» тесе иккĕленчĕ.

Диплом илнĕ хыççăн ĕçе вырнаçакансен шучĕ çулсерен ÿссех пырать. Ку юхăма пирĕн малашне те лайăхлатса пымалла. Çавăнпа та хăйсен профессийĕсемпе ĕçлекенсем, лайăх пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕсем çинчен халăха ытларах пĕлтермелле, — терĕ Михаил Васильевич.

Çĕршывра хăш вĕренÿ заведенине пĕтерекенсенчен ытларахăшĕ ĕçе вырнаçнине кăтартакан рейтинга çулсерен хатĕрлеççĕ. Çак списокра Шупашкарти экономика-технологи тата Н.В.Никольский ячĕллĕ колледжсем, И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ лайăх вырăнта тăраççĕ.

Комментари хушас