Диабетпа чирлесен ыхра çиме юрать-и?

14 Кăрлач, 2016

Хаçатăн 2015 çулхи 49-мĕш номерĕнче ыхрара пылак нумай тесе çырнă. Сахăр диабечĕпе чирлĕ çынна ыхра çиме юрать-и вара?

Петр ЮРЬЕВ.

Красноармейски районĕ.

Ыхра этем организмĕшĕн усăллă микроэлементсемпе, витаминсемпе пуянни пирки çырнăччĕ. Ыхрапа тĕрлĕ чир-чĕртен сипленеççĕ, çав шутра сахăр диабечĕпе чирлекенсем те. Çак чирпе нушаланакансене тухтăрсем ыхрапа сипленмелли виçĕ уйăхлăх курс сĕнеççĕ. Сиплев меслетне çапла йĕркелемелле: 10-15 тумлам чĕрĕ ыхра сĕткенне çур стакан сĕтпе хутăштармалла та ирхи апатчен çур сехет маларах ĕçмелле.

Тепĕр меслет: 1 стакан кĕвĕлнĕ сĕте е турăха вăтам пĕр пуç ыхра /6-7 шăл/ вĕтетсе ямалла, çĕр каçиччен сивĕтмĕшре тытмалла. Тепĕр кунне ăна апатчен çур сехет маларах 5-6 хутчен пĕчĕкшерĕн /30 г/ ĕçмелле. Каçхине каллех ыхра хутăшĕ хатĕрлемелле.

Сипленме пуçличчен тухтăрпа канашламалла.

Кашни эмелĕнех, çав шутра ÿсен-тăранран хатĕрленин те, юраманни пур. Пÿрепе пĕверĕн йывăр чирĕсем чухне - уйрăмах чуллансан - ыхра çиме юрамасть. Ăш-чикре язва чирĕ пулсан ыхрапа асăрханса усă курмалла. ВИЧ /СПИД/ чирĕпе нушаланакансем ĕçекен эмелсен витĕмлĕхне чакарать.

Сахăр диабечĕпе чирлекенсенне, юраман ытти асăрхаттару çук пулсан, ыхра çини юн пусăмне йĕркелет, холестерин виçине чакарать, юн çаврăнăшне лайăхлатать, юн тымарĕсене çирĕплетет. Ыхра çиекенсен юнри сахăр виçи 27% сахалланать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.